Габдулла Тукай ячӗллӗ «Хусан» аэропортра паян шалти рейссем валли В терминал ӗçлеме пуçларӗ. Çӗнӗ терминала уçнă çӗре ТР Раисӗ Рустам Минниханов хутшăннă.
Раççейӗн хăйӗн территорийӗнчи вӗçевӗсене йышăнмалли кивӗ терминал халиччен икӗ хут ытларах тиевпе ӗçленӗ. Вăл проектпа килӗшӳллӗн çулталăкне 2,5 миллион пассажир йышăнмалла пулнă, анчах чăннипе ку цифра 5,4 миллион яхăн çынпа танлашнă. Çакă инфраструктурăна пысăк йывăрлăх кӳнӗ, пассажирсен хăтлăхне чакарнă.
Çӗнӗ B терминал çулталăкне 5,7 миллион ытла (сехетре 1,5 пин) пассажир йышăнӗ. Унăн лаптăкӗ 38 пин тăваткал метр ытла. Терминал çуртӗнче 32 регистраци стойки, вӗçев умӗнхи 9 тӗрӗслев линийӗ, 9 самолета ларма тухмалли вырăн, çав шутра 4 телетрап, багажа тирпейлемелли хальхи автоматизациленӗ тытăм, кӗтмелли анлă зонăсем тата икӗ çӗнӗ бизнес-зал пур.
Ачаллă çемьесене те уйрăм тимлӗх уйăрнă. Терминалта икӗ çемье лаптăкӗ хатӗрленӗ: пӗри тӗрӗслев ирттичен, иккӗмӗшӗ — «таса» зонăра. Малашлăхра кӗлӗ пӳлӗмӗсем уçма та палăртнă.
Çӗнӗ инфраструктура багажа регистрацилессине, тӗрӗслессине тата тирпейлессине хăвăртлатать, çавăн пекех пассажирсен хăтлăхне ӳстерет.
Рустам Минниханова пӗтӗм маршрута – пассажирăн регистраци стойкинчен пуçласа самолета лармалли вырăн таран – кăтартнă. Вăл ачаллă çемьесен кану зонисене те çитсе курнă. Унсăр пуçне ТР Раисӗ апатлану зонине пăхса тухнă. Рустам Минниханов халăх усă куракан вырăнсене яланах тасалăхра тытмаллине каласа хăварнă.

Паян çӗнӗ терминалтан пӗрремӗш рейса UVT Aero авиакомпани ăсатнă. Кашни кун рейссен шучӗ ӳссе пырӗ. Авиакомпанисем çӗнӗ терминала тапхăрăн-тапхăрăн куçӗç. Çакăн пек ӗçе ямалли йӗрке мӗнпур службăсен ӗçне тӗрӗслеме, йăнăшсене тӳрлетме тата пассажирсене хăтлăхне малтанхи кунсенчех ӳстерме май парӗ.
Нет комментариев