Патраклăсем Пукрав кукăлӗ çирӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Патраклăсем Пукрав кукăлӗ çирӗç

Элмет районӗнчи Патраклӑра пурăнакансем Пукрав праçникне кашни çул паллă тăваççӗ.

Жители деревни Старое Суркино отметили Покров

Акă кăçал та ӗнер, октябрӗн 14-мӗшӗнче, ялти Культура çуртӗнче Пукрав ирттерчӗç. Патраклăсем мăн аслашшӗ-асламăшӗсен йăлисене упраса хăварас, вӗсене çамрăксене вӗрентес тесе тимлеççӗ.

Культура çурчӗн ӗçченӗсем хӑнасене уявӑн пӗлтерӗшӗпе паллаштарчӗç, конкурссем ирттерчӗç. Пукрав ячӗпе сӗтел хушшине ларса тӗрлӗ кукӑльсем çирӗç, тутлă чей ӗçрӗç.

Людмила Савастьянова сăнӳкерчӗкӗсем. 

 


чувашские праздники

Нет комментариев