Октябрӗн 16 –18-мӗшӗсенче арçынсен Хусанти Богородицки мăнастирӗнчи Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн кафедральнӑй соборӗнче Аслӑ асапçӑ тата Сиплевçӗ Пантелеймонӑн сăваплă турӑшӗ пулать

Хусан çветтуйӗсен кунне, Хусан Çӗрӗн пӗтӗм çветтуйӗсен кунне уявланă тӗле Тутарстанри Пăва районӗнчи Мăн Фролово ялӗнчи Турӑ Амӑшӗн Хусанти турӑшӗн тата сăваплă çветителӗн Николай Чудотворецăн чиркӗвӗнчен илсе килеççӗ Аслă асапçăн тата Сиплевçӗн турăшне. Октябрӗн 16-мӗшӗнче 16.45 сехетре Çӗрлехи кӗлӗ пуçланас умӗн кӗтсе илӗпӗр ăна.
Сăваплă турăш Хусанти кафедральнӑй соборта тăнă чух Аслӑ Асапçӑн тата Сиплевçӗн Пантелеймонăн турăшӗ умӗнче молебенсем ирттереççӗ. Октябрӗн 18-мӗшӗччен Хусанта пурăнакансем, хула хăнисем çветтуя пуç тайма, сиплев ыйтма пырӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев