Тутарстан бюджетӗнче вӗрентӳ валли 122,6 миллиард тенкӗ уйăрнă
2027 çулта Тутарстан бюджетӗнчи «Вӗрентӳ» пайри тăкаксен калăпăшӗ 122,6 миллиард тенкӗпе танлашать. Çакăн пек цифрăсене Вӗренӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитетăн тата комитет çумӗнчи эксперт канашӗн пӗрлехи ларăвӗнче республикăн финанс министрӗн çумӗ Оксана Кисапова пӗлтернӗ. Тӗлпулăвăн тӗп ыйтăвӗ – 2027-2029-мӗш çулсенчи регион бюджечӗн проектне сӳтсе явасси пулнă.