«Шкул ачисен чăвашла кинофестивалӗ» проекта пуçарса ярсан Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем те хутшăнасси пирки иккӗленӳ пулмарӗ. Чăнах та, нумай кӗттермерӗç – заявка çитрӗ те. Креативлă, интереслӗ пынă вӗсем умне лартнă задачăна пурнăçласси патне.
Ачасем камера умӗнче çухалса каймаççӗ
«Пирӗн кун çитрӗ, эпир «Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне хутшăнатпăр. Çапла эпир чăваш культурине тата тăван чӗлхене юратнине кино урлă кăтартма шутларăмăр», – теççӗ ачасем ярса панă видеозаявкăра. Шăпăрлансем хăйсене камера хăратманнине, ун умӗнче хăюллă пулнине шантараççӗ. Ара туслă команда çке-ха вӗсем.
Камера умӗнче ку ачасем чăнах та хăюллă, çухалса каймаççӗ. Ку енӗпе ӗçлес опыт пур вӗсен. Кăçал кăна августăн 30-мӗшӗ тӗлне, республика кунне, чăваш уйрăмне çӳрекен хӗрпӗрчисем «Кабан кӳл» юрă клипне ӳкернӗ çӗре хутшăннă. Унччен маларах «Тăван çӗршыв» юрă клипне ӳкернӗччӗ тата.

Унсăр пуçне вӗсем республика шайӗнчи тӗрлӗ фестивальсемпе конкурссене те тăтăш хутшăнаççӗ. Çавсен шутӗнче вырсарни тата этнокомпонентлă вӗрентӳ программиллӗ шкулсен хушшинчи, «Наш дом – Татарстан» республика фестивалӗсем. Софийăпа Стефания Чаркинасен дуэчӗ вара «Казанское полотенце» Халăхсен хушшинчи фестиваль-конкурса тăтăш хутшăнаççӗ. «Ӗмӗт» этно-фолк ушкăнăн (ертӳçи Анжелика Еремеева) çӗнӗ альбомӗн хăтлав концертне те хутшăнчӗ «Асамат кӗперӗ» юрă ушкăнӗ. Çапла ятпа йӗркеленнӗ чăваш уйрăмӗн ачисен вокал ушкăнӗ. Ертӳçи Сильвия Чаркина. «Ӗмӗтсемпе» пӗрле вӗсем «Пирӗшти» юрра юрларӗç.

Республика кунӗнче иртнӗ «Тау фестра» (çемьесен кӗнеке фестивалӗ) чăваш уйрăмӗн вӗренекенӗсем Раççейӗн легендарлă композиторӗпе Григорий Гладковпа пӗр сцена çине тухрӗç. Ку вӗсемшӗн ӗмӗр асра юлмалли самант пулса юлӗ. Григорий Гладков Раççейӗн паллă барчӗ, РФ искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Композиторсен тата Кинематографистсен союзӗсен пайташӗ.
Паллах, кун пек тӗлпулусем нихăçан та йӗрсӗр çухалмаççӗ. Пултаруллă та талантлă, тӗрлӗ енлӗ аталаннă аслă юлташпа пӗр кун ирттерни вăл кӗçӗннисемшӗн хăйне евӗр пурнăç шкулӗ. Ырă тӗслӗхрен пахарах учитель шыраса тупма йывăр. Григорий Гладковпа пӗр сцена çинчен юрлама тивни ачасене çав тери çунатлантарнă.
«Асамлă вырсарникун» фильма ӳкерме пуçланă
«Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» те вӗсем хапăл тусах йышăннă. «Проект çинчен илтсенех ачасем тӳрех хавхаланса кайрӗç, кинора ӳкерӗнме шанăç пуррипе питӗ савăнчӗç. Кино мӗн çинчен ӳкерессине сӳтсе явма пуçларӗç. Мӗнле кăна шухăш çуралмарӗ вӗсен. Ачасем «кӗске метражлă илемлӗ кино» номинацине суйласа илчӗç. Сюжета хальлӗхе вăрттăнлăхра хăварăпăр, тӗп рольсене кам выляссине те. Фильм ячӗ «Асамлă вырсарникун». Кино режиссерӗ София Чаркина пулать. Операторӗ Валентина Юркина. Ашшӗ-амăшӗсем те хыпара хапăл туса йышăнчӗç. Пулăшма хатӗр вӗсем», – терӗ Вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн ертӳçи Сильвия Чаркина.
Вăл пӗлтернӗ тăрăх, ачасем пулас фильмăн сценарине хатӗрлесе çитернӗ ӗнтӗ, пӗрремӗш кадрсене ӳкерме пуçланă. Съемка ӗçне Аринапа Анна Анисимовасем, Аринапа Полина Алексеевасем, Александра Волкова, Софияпа Стефания Чаркинасем, Асияпа Арья Шейлансем, Варварапа Вера Сандимировасем хутшăнаççӗ.
Ачасем кашни тӗрлӗ вăхăтра çӳреме пуçланă вырсарни шкулне. Çапах тинтерех çӳреме тытăннисем те аслисенчен юласшăн мар, чăвашла аванах калаçаççӗ. Пысăк хулара вара тăван чӗлхене упраса хăварасси çăмăл ӗç мар. Кăмăл пысăкки вӗсене пур йывăрлăха та çӗнтерме пулăшать.
Сильвия Чаркина пӗлтернӗ тăрăх, ку вăхăтра вӗсем «Байтик» ача-пăча лагерӗнче иртекен слета хутшăнма хатӗрленеççӗ. Вăл октябрӗн 18 – 20-мӗшӗсенче пулать. «Фильм ӳкерессипе те çак хушăрах аппаланса ӗлкӗреççӗ вӗсем. Маттурсем, тăрăшаççӗ, хама та питӗ интереслӗ мӗн пулса тухасси», – ăшшăн кулса пӗлтерчӗ Сильвия Николаевна.
С.Чаркина сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев