Çӗнӗ хыпарсем

Боратынский музейӗнче Вячеслав аттен картинисен куравӗ ӗçлет

Нумай пулмасть Хусанти Боратынский музейӗнче Вячеслав Шапоров иеромонахăн «От земных к небесным» ятлă хăйнеевӗрлӗ куравӗ уçăлчӗ. Курав уçăлнă кун куракансене унпа автор хăй паллаштарчӗ. Вăл хăйӗн картинисем çинчен каласа панине итлеме питӗ кăмăллă та интереслӗ пулчӗ. Автор картинăсене çырнă чух тӗрлӗ техникăпа, çав шутра акварельпе те, çупа та, акрилпа та, хутăш техникăпа та усă курнă.

Отец Вячеслав на открытии выставки

Вячеслав атте каласа панă тăрăх, унăн хăйпе хăй пулнă картинисем те пур. Тӗслӗхрен, вăл тӗрлӗ сăрăсене хутăштарнă, апла-капла сăрланă – мӗн пулса тухасса пӗлмен. Çакăн пек картинăсенчен пӗри – «Адам пуçӗ». «Пулă» картинăна ӳкернӗ чух вара хутăш техникăпа, çупа усă курнă. Сăрăсем илӗртӳллӗ пулни ăна чӗрӗлӗх кӗртет.

Куравăн ятне мӗнле ăнлантармалла-ха? Çак пурнăçра çутти те, тӗттӗмми те, ырри те, усалли те пур. Çавăнпах «Пурнăç» картинăра çутă сăрăсемпе те, тӗттӗммисемпе те усă курнă. Философилле ӗç ку. «Хула çийӗн пирӗшти» ӗçре çынсем пурăннă çӗрте пирӗштисем те пуррине асăрхатăн. Пирӗшти этем валли Турăран ырă хыпар илсе килет. «Тăвăл» картинăра тинӗсе сăнланă. Вăл яланах урăхла.

Открытие выставки картин иеромонаха Шапорова

Вячеслав аттен эпир пурте хисеплекен, юратакан Турă Амăшӗн турăшне ӳкернӗ картини те пур. «Çутă çулӗ» картина çине пăхсан Турă ырăлăхӗ космос уçлăхӗ витӗр тухса тӗнчене ырă енне улăштарма пултарнине кăтартса парать. «Лилия Бах» картинăна хура кăмрăк пек фон çинче акрилпа ӳкернӗ. «Джунгли» ӗç те самай интереслӗ: унта чӗрчунсене те, ӳсен-тăрана та курма пулать. Ку та «Адам пуçӗ» пек шутламан çӗртен пулса тухнă картина.

Курав Боратынский музейӗнче октябрӗн 30-мӗшӗччен ӗçлет. Унта ӗçлекенсемпе курма пыракансем ку курав чун-чӗрере ырă йӗр хăварнине палăртаççӗ. Хисеплӗ вулакансем, эсир те кайса курăр çӗнӗ авторăн тӗлӗнмелле ӗçӗсене.

 

Сăнӳкерчӗксем Боратынский музейӗн ОКри ушкăнӗнчен.


выставка

Нет комментариев