Хисеплӗ вулакансем, тăванăмăрсем, тусăмăрсем! 2027 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли пичет кăларăмӗсене çырăнас тапхăр малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр сире. «Сувар» хаçата октябрӗн 16-мӗшӗнче, йӳнерех хакпа çырăнма пулать-ха, мӗншӗн тесен октябрӗн 6 – 16-мӗшӗсенче çырăнтару декади иртет.
Ырантан вара тӗп кампани хакӗпе çырăнма пулать. «Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин сайчӗ урлă çак QR-кодсемпе килтен тухмасăрах та çырăнма май пур.
Тусăмăрсем, хаçата вăхăтра çырăнса ӗлкӗрӗр, 2027 çулта та пӗрле пулар, тăван чӗлхепе хаçат вулар!
Нет комментариев