Салтак хăнана килчӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Салтак хăнана килчӗ

Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур волонтерӗсем СВОри салтаксене пулӑшни пирки «Сувар» хаçатра нумай пулмасть çырса пӗлтернӗччӗ. Фин позывнойлă ентешӗмӗр валли кӗске вӑхӑтра ял-йышпа самай укçа пуçтарса патӑмӑр. Нумай пулмасть вара хăйӗнпе тата унӑн юратнӑ çемйипе те курнăçма май пулчӗ пирӗн.

Сăнӳкерчӗке Любовь Тимкина ярса панă. Кӗске отпуска килнӗскере­ пуçлăхсем тӗрлӗ тӗлпулусене тăтăшах çӳретрӗç пулсан та каяс умӗн вăл пирӗнпе, Хӗрлӗшур волонтерӗсемпе, тӗл пулма çемйипех килчӗ. Унпа пӗрле мӑшӑрӗ Анна, аслӑ ывӑлӗ Кос­тя, хӗрӗ Даша, кӗçӗнни София, амӑшӗ Елена Ивановна, аппӑшӗ Регина хăйӗн ачисемпе Багдатпа тата Ленăпа тӗлпулăва çитрӗç.

Пирӗн волонтерсем кун пек тӗлпулусене питӗ кӗтеççӗ. Ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗр­шыва хӳтӗлекен паттăрсем темех каласа памаççӗ пулсан та (законпа та юрамасть пуль) вӗсемпе курса калаçни  мӗне тӑрать.Хаклă хăнана кӗтсе сӗтел ха­тӗрлерӗмӗр, хăйсем те кучченеçпе килчӗç. Сӑмах май, эпир çы­хакан маскировка сеткисем, «Аçтаха» костюмсем салтаксене дронсенчен сыхланма питӗ пулăшаççӗ, питӗ кирлӗ. Эппин волонтерсем ахаль ӗç тумаççӗ, кун пирки хӳтӗлевçӗ­сем хăйсем калаççӗ пире.

Фин каласа панӑ тӑрӑх, вӑл тӗлӗнмелле майпа сывӑ юлнă иккен. Пӗр çапăçу хыççăн хура михӗсене хурса вилнисене машина çине тиенӗ. Пӗр ача михӗ кӑшт хускалнине асӑрханă. Ку михӗре шăпах пирӗн Фин пулнă иккен. «Этемӗн çӑкӑр çиесси пулнӑ ӗнтӗ», – теççӗ ун пек чух ваттисем. «Кукаçее те Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче вилнисен шутне кӗртнӗ пулнă, анчах вăл киле сывӑ таврӑннӑ, малалла та пурӑннӑ. Манӑн та шӑпа çаплах пулчӗ пуль», – тет кун пирки Фин. Чӑнах та çапла пултăрччӗ, çӗнтерӳпе киле чипер, сывӑ таврӑнмалла пултăр.

Финăн амӑшӗ, Елена Ивановна, вӗрентекен. Унӑн пӗтӗмӗшле стажӗ 49 çул, вӗсенчен 43 çулӗ – педстаж. Вӑл шкул директорӗ пулса та, завучра та, учительте те ӗçленӗ. Хальхи вӑхӑтра та ӗçпе йӑпанать. 67 çула çитнӗ пулсан та Чистай районӗнчи Тури Кăтрата шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхи вӗрентет. Елена Ивановнăн тӗрлӗ хисеп хучӗсен, наградăсен шучӗ çук.

Хӗрӗ Регина Игорьевна та амӑ­шӗн çулӗпе кайнӑ, аслă пӗлӳ илнӗ. Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет тата директорăн воспитани енӗпе çумӗ пулса ӗçлет. Елена Ивановнӑна малалла та ӗçре çитӗнӳсем тума çирӗп сыв­лӑх сунатпӑр, ывӑлне сывӑ, çӗнтерӳпе таврӑнма, çемйи­не те сыв­лӑх, ӑнӑçу сунатпӑр.

Тӗлпулура Фин пире: «Манăн ушкӑнпа савăнса хытӑ ташлас кăмăл пур!» – терӗ. Салтак кăмăлне хăвармарăмăр, пирӗн тӗлпулу каçӗ ташӑпа вӗçленчӗ. «Ангелсем ялан малта пулччăр, сыхӑ тытӑр пирӗн паттăрсене», – тесе пехиллесе Фина Хӗрлӗшур волонтерӗсенчен тӑватӑ «Арçури» кос­тюм парса ятăмăр.

 

Любовь ТИМКИНА.

Хӗрлӗшур.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Аксубаево Наши герои

Нет комментариев