Çӗнӗ хыпарсем

14-ри хӗрача пушартан тухайман

Тунтикун Балтаси районӗнчи пӗр ялта çӗрле пушар тухнă – пӗр хутлă çурт çуннă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн хыпарӗ çине таянса. Унта çемье пурăннă.

Ашшӗпе амăшӗ тата аслă хӗрӗ тухса ӗлкӗрейнӗ, анчах та 14-ри кӗçӗн хӗрӗ çунакан çуртран тухайман. Ăна пушарнăйсем килсен йăтса тухнă. Хӗрачана çийӗнчех больницăна илсе кайнă-ха, анчах, шел пулин те, тухтăрсем ăна нимӗнпе те пулăшайман. 

Пушар çуртра 80 тăваткал метр лаптăка сиен кӳнӗ. Маларах палăртнă тăрăх, вут-çулăм электрооборудованипе (Wi-Fi роутер тесе шутлаççӗ) тӗрӗс мар усă курнипе алхасма пултарнă. МЧС ӗçченӗсем каланă тăрăх, çуртра пушар тухни пирки пӗлтерекен автономлă извещательсем пулман. 
 


#Безопасность #происшествия

Нет комментариев