Икӗ çӗршыва  культура, спорт çеç мар,   ӗçлӗ проектсем пӗрлештереççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ çӗршыва культура, спорт çеç мар, ӗçлӗ проектсем пӗрлештереççӗ

Ӗнер Хусанти Уникаллă ăсталăхсен центрӗнче (ЦУМ) II «ТАЙМ» Раççейпе Инди бизнес-форумӗ ӗçлеме пуçларӗ.

 

Форум тайм казань госсовет

Форум уçăличчен

Чăннипе Хусан вырсарникунранах Инди кӗввисемпе пурăнать. «Фабрика» эстрада ушкăнӗн чолисткисенчен пӗри Сати Казанова сцена çинчи ăнарне улăштарнă, хальхинче вăл Хусана Sati Etnica проектăн «Симфония Пуран» программипе Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗнче пысăк концерт лартнă. Юрăçăн репертуарӗнче Инди халăх культурипе çыхăннă номерсем йышлă. Пӗлекенсем калаççӗ, Сати мантра вуланине Рпаççейре çеç мар Индире те питӗ юратаççӗ.

Тунтикун, çыртăмăр ӗнтӗ, ТР Министрсен кабинетӗнче брифинг иртрӗ. Унта çитес кунсенчеи плансене пӗр пытармасăр уçса пачӗç.

Ытларикун иртнӗ меропрриятисем, тӗпрен илсен культурăпа çыхăчӗç. ТР Наци библиотекинче йӗркеленӗ хиндирен вырăсла куçарнă кӗнекесен презентацийӗ те кăсăк пулчӗ, Болливуд продукцине ачаран юратса ӳснисемшӗн «Мир» кинотеатрта эрнелӗхе пыракан Инди фильмӗсен фестивальне вара пысăк парнепе танлаштарма пулть.

Ӗнер ЦУМра форума уçнă çӗре ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Абдулганиев хутшăнчӗ, ТР Раисӗн ятӗнчен форума хутшăнакансене, хăнасене саламларӗ. 2026 çулта çеç Индипе Тутарстанăн тавар çаврăмӗ 9 хут ӳссе 1 миллиард тенке çитнине тулли кăмăлпа пӗлтерчӗ вăл. 

Тутарстанра Инди завочӗ пулӗ-и?

Форум уçнă çӗрте çавăн пекех Индин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллӗ Посолӗ Винай Кумар, Законсем кăларакан пухăвăн депутачӗ Дели Хариш Кхурана, пулчӗç. РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин Ази департаменчӗн директорӗ Алексей Павловский РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗн Сергей Лавровăн саламне вуласа пачӗ.

«Раççей-Инди: регионсен хушшинчи партнерсем» курав экспозицинче икӗ çӗршывăнпровинцийӗсем, районӗсем хутăннă.  Самай пысăк лаптăк йышăнакан ярмарккара Инди таварӗсене, Тутарстан Саба, Кукмор, Спас, Ешӗлвар районӗсем, Хусан хăйсен продукцийӗсене кӳрсе килнӗ. Ют çӗршыв çынисене ӗçе илме хатӗр предприятисем вакансисем тăратнă.

 Пӗрисем Инди предприенимателӗсене паллаштарса пӗрле ӗçлеме килӗшӳ тăвасшăн, теприсем сувенирсем, куллен усă куракан япаласем сутаççӗ ярмарккара. Çак площадкăрах шахматистсен турнирӗ иртнӗ, пысăк мар сцена çинчен артистсем  инди, тутар, вырăс культурипе паллаштараççӗ.

Ӗçлӗ тӗлпулусм ăнăçлă, хӗрӳ иртеççӗ. Тӗслӗхрен, Инди фармацевчӗсем (ку енӗпе çӗршывăн пысăк çитӗнӳсем – дженериксем те туса кăлараççӗ, ытти медицина препарачӗсем те, паха БАДсем те йышлă кăлараççӗ. «Тайм» форума Инди предпринимателӗсем 9,5 миллиард тенкӗ тăракан инвестици проектне илсе килнӗ.

Фармацевтика заводӗнче гормоналлă препаратсем те, ВИЧе хирӗç эмелсем те кăларма палăртаççӗ. Кун пирки ресублика Правительствипе калаçса татăлса 2027 – 2030 çулсенче проекта пурнăçа кӗртме хатӗр Инди усламçисем.

 Сăнӳкерчӗкӗсем tatarstan.ru сайтран


#Форум Россия-Индия

Нет комментариев