«ТАЙМ» бизнес-форумра Раççейпе Индин пӗрлехи медиаплатформи кирлине палăртрӗç
Тӗп хыпар

«ТАЙМ» бизнес-форумра Раççейпе Индин пӗрлехи медиаплатформи кирлине палăртрӗç

Иккӗмӗш çул Хусанта «ТАЙМ» Раççейпе Индин бизнес-форумӗ иртет. Кăçал вăл Уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ – Центр уникального мастерства) тӗпленчӗ. Пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутне медиасессие кӗртмелле.

Иккӗмӗш çул Хусанта «ТАЙМ» Раççейпе Индин бизнес-форумӗ иртет. Кăçал вăл Уникаллă ăсталăх центрӗнче (ЦУМ – Центр уникального мастерства) тӗпленчӗ. Икӗ кунлăх программăпа, октябрӗн 15 – 16-мӗшӗсем, 15 ӗçлӗ сесси иртрӗ, пӗтӗмпе 19 ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетрӗç. Калас пулать, бизнес-форума Раççейӗн 35 регионӗпе Индин 22 штатӗнчен 3500 яхăн çын хутшăнать.

Панель дискуссийӗн темисем Раççейпе Индин инвестицилле потенциалӗсемпе, медицинăпа, вӗрентӳпе, туризмпа, наукăпа, ӗç рынокӗпе, промышленноçпа тата ытти сферăсемпе çыхăнчӗç. Тӗп мероприятисенчен пӗри – пленарлă лару пулчӗ. «Раççей тата Инди. Туслă хутшăнусен вăхăчӗ. Регионсен вăхăчӗ» темăпа иртет вăл.

Раççейпе Индин МХХ представителӗсен медиасессийӗ иртрӗ

Форум пирӗн çӗршывсен хушшинчи менталлӗ уйрăмлăха чакарма тивӗçлӗ

Пӗлтерӗшлӗ мероприятисен шутне медиасессие кӗртмелле. Акă ӗнтӗ иккӗмӗш çул «ТАЙМ» форумра Раççейпе Индин МХХ представителӗсен медиасессийӗ иртет. «Медиа Раççейпе Индин туслă хутшăнăвӗсен драйверӗ пек» темăпа иртрӗ вăл кунхинче.

Дискусси икӗ çӗршывăн рынокӗсен илӗртӳллӗ сăнарне йӗркелессипе тата наци бренчӗсене аталантарассинчи йăлари тата цифра медиасен синергийӗпе çыхăнчӗ. Медиасессие кăçал икӗ çӗршывран 206 МХХ представителӗ хутшăнчӗ. Ку питӗ нумай. Çакна медиасесси ӗçне уçнă çӗрте «Татмедиа» пичетпе массăлла коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев та палăртса хăварчӗ.

Марат Абулхатин, Айдар Салимгараев. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.

«Çакăн пек пысăк делегаципе Индирен, Федераци шайӗнчи кăларăмсенчи ӗçтешсем килме вăхăт тупни пире çав тери савăнтарать. Шутламанччӗ çапла пысăк йышпа пуçтарăнасса. Ку мероприяти пирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ. Республика ертӳçи ялан Инди Тутарстаншăн тӗслӗхлӗ партнерсен шутӗнче пулнине, хире хирӗçле инвестицилле хутшăнусене аталантарассипе интереслӗ пулнине палăртать. Ку форум пирӗн çӗршывсен хушшинчи менталлӗ уйрăмлăха чакарма тивӗçлӗ. Шанатăп, Раççейпе Инди хутшăнăвӗсенче Тутарстан валли те вырăн тупăнӗ», – терӗ Айдар Салимгараев Тутарстан Раççейӗн тӗревлӗ регионӗсенчен пӗри пулнине палăртса.

Раççей те, Инди те тӗнчепе тӗрлӗ чӗлхепе калаçма пултаракан цивилизацисем

Медиасесси модераторӗ Раççейӗн ТАСС информаци агентствин генеральнăй директорӗн çумӗ, Азипе Лăпкă океан çӗршывӗсен информаци агентствисен генеральнăй секретарӗ Марат Абулхатин пулчӗ.

Марат Абулхатин медиасессин модераторӗ пулчӗ.

«Пирӗн сесси Хусанта иртни хăйне евӗр символлă. Мӗншӗн тесен Раççей те, Инди те тӗнчепе тӗрлӗ чӗлхепе калаçма, çав вăхăтрах хăйсен сассине, чи кирли чунне, упраса хăварма пултаракан цивилизацисем. Раççейпе Инди хутшăнăвӗсем çинчен каланă чух час-часах йăлари тесе палăртатпăр. Анчах ун хыçӗнче дипломати протоколӗ кăна мар, самай пысăкрах ăнлавсем пытаннă – çӗршер çулсем чухлӗ этемлӗх историйӗ. Пурте пӗлетпӗр 15-мӗш ӗмӗрте Твер купси Афанасий Никитин Индие çитсе пире валли хаклă документсем хăварнă – «Хождение за три моря» ӗçне. Вăл Индие ăнланма тăрăшнă Европа çыннисенчен пӗрремӗшӗ пулнă. Никитин пысăк хисеппе çырса кăтартнă Инди çӗршывӗпе çыннисем, культури, тӗнчекурăмӗ çинчен. Çак хисеп паян та пирӗн икӗ енлӗ диалогра палăрать», – терӗ Марат Сисенович.

Çӗршывсен ырă кăмăллă хутшăнăвӗсене палăртас  тӗллевпе тепӗр ята та аса илчӗ вăл – Николай Рерихе. Ӳнерçӗ, ăсчах, планета шайӗнчи çын Индире чӗрӗк ӗмӗр пурăнса çак çӗршыва чунтан юратса йышăннă. «Инди вăл – ют мар, вăл Раççейӗн тăван йăмăкӗ» тенӗ ытарлăн. «Мӗн тери тӗл каланă, шутлăр-ха, Инди союзник, партнер, кӳршӗ кăна мар – тăван йăмăк. Çак тăванлăх пирӗн хутшăнусенче пит лайăх палăрать», – терӗ Марат Абулхатин.

 

Пӗрлехи медиаплатформа тума вăхăт çитнӗ

Малалла палăртнă темăпа панель дискуссийӗсем пуçланчӗç. Спикерсен шутӗнче Press Trust of India информаци агентствин тулашри политикăпа стратегилле ӗçсен ыйтăвӗсен уйрăм редакторӗ Манаш Пратим Бхуян, The India Writes Network тата The India and the Worid йӗркелӳçи тата генеральнăй директорӗ Маниш Чанд, «Коммерсантъ» Издательство çурчӗн регионсенчи аталанăвӗн директор çумӗ Галина Столярова, Тривандумри Раççей Федерацийӗн Хисеплӗ консулӗ Ратиш Наир, RT Индири редакцин ертӳçин çумӗ Ксения Кондратьева, The India Abroad корреспонденчӗ Шиха Салари пулчӗç.

Маниш Чанд шучӗпе, форум бизнес енлӗ пулин те, енсен чи малтан культура диалогне йӗркелесси çинчен шутламалла.

Маниш Чанд. И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ

«Форум бизнес валли, анчах бизнес хутшăнусене пӗр-пӗрин культурипе, йăлисемпе паллашмасăр, шанчăклă çыхăнусем йӗркелемесӗр аталантарма çук», – терӗ вăл.

Хăна шучӗпе, çӗршывсен туслă хутшăнăвӗсене правительствосем, пурăнакан халăхсен шайӗнче час-час тӗлпулусем ирттерсе аталантармалла. Раççей Президенчӗпе Владимр Путинпа Индин Премьер-министрӗ Нарендра Модин тӗлпулăвӗсене тӗслӗхе илсе вӗсен те çулталăкне пӗрре мар темиçе те тӗл пулмалла тесе палăртрӗ.

«Мӗн пӗлетпӗр эпир пӗр-пӗрин çинчен? Раççей çыннисем Инди çинчен кино, Гоара каннă, йога тăрăх тавракурăм йӗркелеççӗ. Ку çителӗксӗр. Пирӗн хутшăнусем самай тарăнрах пулмалла. Пире Раççейпе Инди хутшăнăвӗсен çӗнӗ азбуки кирлӗ», – терӗ вăл хӗрӳллӗн. Анăçпа Америка гегемонине хирӗç тăрса нумай полярлă медиа тăвасси çинчен шутлама вăхăт тесе пӗтӗмлетрӗ  хăй сăмахне.

 Манаш Пратим Бхуян МХХсем пирки каласа, Индире, шел те, Европăпа Америка хыпар хатӗрӗсен витӗмӗ пысăккине, вӗсем тӗнчери лару-тăрăва хăйсене кирлӗ пек улталаса кăтартни çинче пусăм турӗ. Манаш Пратим Бхуян çӗршывсен хушшинче тӗрӗс информаци ылмашăнăвӗ кирлине çирӗплетрӗ.

Раççейпе Индин МХХ представителӗсен медиасессийӗ иртрӗ

        Спикерсем МХХсен çӗршывсен хутшăнăвӗсенчи вырăнӗ пирки каласа тӗп вырăна çынсем патне тӗрӗслӗхе çитерессине, политикăпа экономика пурнăçне çутатнисӗр пуçне ахаль çынсен пурнăçӗ, çӗршывсен историйӗсӗр пуçне паянхи культурăна анлă çутатасси кирлине хӗрӳллӗн палăртрӗç. Индирен килнӗ журналистсем Индире Анăçпа Америка МХХсен витӗмӗ пысăккине, вӗсем вара Раççее халӗ те 90-мӗш çулсенчи шайра пулнине улталаса  кăтартма тăрăшаççӗ.

Ратиш Наир, РФ Тривандумри Хисеплӗ консулӗ.

Тата вӗсем Раççейӗн массăлла хыпар хатӗрӗсен «çăварне хупас» тесе питӗ тăрăшаççӗ. Раççейпе Индин политика, суту-илӳ, дипломати  хутшăнăвӗсем аталанса пырсан та гуманитарилле çыхăну енсен шучӗпе вăйлăрах аталанмалла. Киносенчен пӗр-пӗрин пурнăçӗ çинчен пӗлни çеç çителӗксӗр. Сăмах май, Индире ытларах Раççей çинчен Голливуд киновӗсем тăрăх тавракурăм йӗркеленет. Вӗсем вара Раççее ялан аван енчен сăнламаççӗ, пач тепӗр май – начар енчен сăнлама тăрăшаççӗ.

Раççейпе Индин МХХ представителӗсен медиасессийӗ иртрӗ

Çавăнпа та МХХ представителӗсен çурчӗпе пирӗн çӗршывсене пӗрлештерекен пӗрлехи медиа площадка кирлӗ. Пӗрлехи социаллă сеть йӗркелесси пирки те сăмах тухрӗ. Социаллă сетьре çынсем пӗр-пӗрин кулленхи пурнăçӗпе паллашса çӗршывсен культури, вӗсен пурнăçӗ çинчен тӗрӗссине çапла майпа пӗлӗç текен шухăш çуралчӗ.

Шиха Салари, Раççей – Инди медиасесси.

Шиха Салари Раççей культурине пысăк хак парса вăл Индишӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ. Хăй вырăс классикӗсене вуланине  пӗлтерсе литература енӗпе те çыхăну йӗркелеме сӗнчӗ. Ун шучӗпе ку çӗршывсен ментальлӗ уйрăмлăхне пӗр-пӗриншӗн ăнланмалла тума пулăшӗ.       

Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем. 


«ТАЙМ» российско-индийский бизнес-форум

Нет комментариев