Николай Ефрейторов: «Чи кирли – киле ырă-сывă таврăнасчӗ»
Пирӗн Матак ялӗнче çарпа çыхăннă хушаматсем питӗ нумай. Тӗслӗхрен, Солдатов, Матросов, Ефрейторов, Сержантов, Старшов, Полковников, Генералов... Тен, çавăнпах та-и пирӗн ял каччисем шкул хыççăн çулсерен çар аслă шкулӗсене вӗренме кӗреççӗ. Арçынсем çар профессине суйласси ăруран ăрăва парăнса пырать пирӗн. Паян ман сире çакăн пек хушаматлисенчен пӗринпе, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Ефрейторов аслă лейтенантпа паллаштарас килет.