Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Хусанта «Юрла чăвашла» конкурсăн çӗнтерӳçисене палăртрӗç

Ӗнер, июнӗн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Юрла чăвашла» конкурсăн Гала-концерчӗ пулчӗ. Вăл ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин пуçарнипе иртрӗ. Конкурса республикăри Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.

Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ирттернӗ конкурса фольклор ушкăнӗсенчен, вокал ансамблӗсенчен, дуэтсемпе триосенчен, уйрăм юрлакансенчен 146 заявка килнӗ, вӗсенчен конкурс комиссийӗ финал валли 10 юрă суйласа илнӗ (шел, пӗр финалист Гала-концерта хутшăнаймарӗ).  

Палăртса хăвармалла, çак конкурсăн онлайн тапхăрне шутпа пурӗ 350 ытла çын хутшăнчӗ. Пуринчен те ытларах юрăсем ярса панă район – Теччӗ. Гала-концерта Теччӗ, Аксу, Çӗпрел, Лайăш, Нурлат, Çарăмсан районӗсен тата Хусанпа Çырчалли хулисен представителӗсем хутшăнчӗç.

Финалистсен йышӗнче республика, Пӗтӗм Раççей шайӗнчи лауреатсем те пурччӗ. Вӗсем чăваш юррине тӗлӗнмелле илемлӗ, чаплă юрласа халăхăмăрăн пӗтӗм пуянлăхне кăтартма пултарчӗç.

Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçчен, паллă чăваш юрăçи  Алексей Шадриков ертсе пыракан жюри йышӗнче çавăн пекех ТР ЧНКА, «Таткультресурсцентр» представителӗсем пурччӗ. Вӗсене çӗнтерӳçӗсене суйлама çăмăл пулмарӗ, мӗншӗн тесен «Юрла чăвашла» конкурсăн финалисчӗсем пӗринчен пӗри вăйлăрах юрларӗç. Олеся Илифанова (Нурлат районӗ), Валерия Юманова (Çӗпрел районӗ), «Веснавея» юрă театрӗ (Лайăш районӗ), Анна Иванова (Çарăмсан районӗ), Эдуард Ильинпа Светлана Колесникова (Аксу районӗ), Кристина Шумилкина (Теччӗ районӗ) чăннипех çӳллӗ шайра юрларӗç.

Жюри комиссийӗ çӗнтерӳçӗсене палăртрӗ: «Юрла чăвашла» конкурсăн 2-мӗш степеньлӗ лауреачӗн ятне Хусанти «Ӗмӗт» вокал ансамблӗ тивӗçрӗ, Çырчалли хулинчи пӗртăван Давыдовăсем 1-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тăчӗç. Гран-прие вара Теччӗ хӗрӗ Ирина Козлова çӗнсе илчӗ.

Финалистсемпе çӗнтерӳçӗсене пурне те ТР ЧНКА Дипломсем тата укçан преми парса чысларӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс 2021 - Год родных языков и народного единства ЧНКА в РТ