Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче йăла-йӗркесене манмаççӗ
Хăят уявне тавра ялсенчи çынсем кăна мар, аякран килнисем те нумайăн хутшăннă-мӗн. Инçетрен килекенсем Çармăс ялне çӗр каçма кӗнӗ тет. Çулла вӗт-ха, çанталăкӗ ăшă. Çӗр каçма юлнă çамрăк хăнасем каçпа ялти яш-кӗрӗмпе пӗрле вăййа тухнă, алран алла тытса уяв юррисем юрланă. Паллă ӗнтӗ, çакăнта хӗрсемпе каччăсем пӗр-пӗринпе паллашнă. Каярах çапла майпа паллашса туслашнисем туйсем туса пӗрлешнӗ, çӗнӗ çемьесем тӗвӗленнӗ.
Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотеки çумӗнче ӗçлекен «Тӗлпулу» клубра Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа «Пирӗн уявсем» ятлă мероприяти ирттертӗмӗр.
Мероприятие ялти сумлă ватăсем – 80 çулти Клавдия Андреевна Кутяшова тата 83-ри Николай Кириллович Хартинов хутшăнчӗç. Вӗсем пире хамăр ялта çулсерен июнӗн 29-мӗшӗнче ирттернӗ Хăят уявӗ пирки тӗплӗн каласа пачӗç.
Тӗлпулăва килнӗ ял çыннисем Клавдия Андреевнăпа Николай Кирилловича питӗ тимлӗн итлесе ларчӗç. Вӗсем каласа панинчен акă мӗн пӗлтӗмӗр эпир. Ӗлӗк Пăва районне кӗрекен Хăят ялӗнче июнӗн 30-мӗшӗнче ярмаркка ирттернӗ. Унта тавра ялсенчи çынсем кăна мар, аякран килнисем те нумайăн хутшăннă-мӗн. Инçетрен килекенсем Çармăс ялне çӗр каçма кӗнӗ тет. Çулла вӗт-ха, çанталăкӗ ăшă. Çӗр каçма юлнă çамрăк хăнасем каçпа ялти яш-кӗрӗмпе пӗрле вăййа тухнă, алран алла тытса уяв юррисем юрланă. Паллă ӗнтӗ, çакăнта хӗрсемпе каччăсем пӗр-пӗринпе паллашнă. Каярах çапла майпа паллашса туслашнисем туйсем туса пӗрлешнӗ, çӗнӗ çемьесем тӗвӗленнӗ. Хӗр урăх ял каччипе паллашса качча кайнă, каччă тепӗр ял хӗрӗпе туслашса авланнă. Çапла майпа ялпа ял тăванланнă вара, урăх ялсенче тăвансем пулса кайнă.
Хăят уявне пирӗн ялта 1965 çулччен тăтăш ирттернӗ. Ун хыççăнхи çулсенче ют ял çамрăкӗсем те пирӗн яла килме пăрахнă, ялта та яш-кӗрӗм сахалланнă. Хăят уявне вара халӗ çӗнӗрен йӗркелесе ятăмăр: тăвансемпе, ял-йышпа пӗрле пуçтарăнса уявлатпăр.
Лидия КАРАЕВА,
Çармăс ялӗн библиотекарӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев