Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Теччӗри ача-пăча библиотекинче çемье уявӗ иртрӗ

«Манăн çемьере упранакан йăла-йӗрке» – çапла ятпа иртрӗ Теччӗри ача-пăча библиотекинче йӗркеленӗ çемье уявӗ. Ăна Пӗтӗм тӗнчери çемье кунне тата Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланăччӗ.

«Манăн çемьере упранакан йăла-йӗрке» – çапла ятпа иртрӗ Теччӗри ача-пăча библиотекинче йӗркеленӗ çемье уявӗ. Ăна Пӗтӗм тӗнчери çемье кунне тата Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланăччӗ.

Мероприятие хутшăннă çемьесем хăйсен халăхӗн йăли-йӗркипе паллаштарчӗç куракансене. Натфуллинсен çемйи, тӗслӗхрен, пушă вăхăта еплерех ирттерни пирки каласа пачӗ. Ирина Николаева мордва халăхӗн «Ула курак мунчи» йăлине аса илчӗ. Елена Исаева чăвашсем чăкăт мӗнле хатӗрленипе паллаштарчӗ. Егоркинсем мăн аслашшӗн юлташӗ вăрçăран янă çырăва халиччен типтерлӗ упраççӗ иккен. Çакăн пирки фронтовикăн кӗçӗн мăнукӗ Кирилл каласа пачӗ.
Адиля Натфуллина куракансене илемлӗ юрăпа савăнтарчӗ.
Ачасем йăла-йӗрке тӗрлӗ халăхсене пӗр-пӗринчен уйăрма кăна мар, тӗрлӗ çынсене пӗрлештерме пултаракан хăватлă вăй пулнине ăнланса илчӗç.

Альбина ХАРИТОНОВА,
Теччӗ районӗнчи ЧНКЦ
ертӳçин çумӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2021 - Год родных языков и народного единства Тетюшские чуваши