Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ялӗ чăвашла калаçсан илемлӗ

Ачасене предметпа интереслентерес, çитӗнӳсем тума хавхалантарас тесен чăн малтан хăвăн тӗслӗх кăтартмалла текен тӗллевпе ӗçлекен педагогăн ӗçӗ çӗре ӳкмест.

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен 1-мӗш категориллӗ педагог  Майя Леонидовна Назарова  ку шкулта 26 çул ӗçлет. Тăван чӗлхепе иртекен конкурс-викторинăсене вӗренекенӗсем кăна мар, хăй те хастар хутшăнма вăхăт тупать. Кăçал кăна акă ТАССРăн 100 çуллăхӗпе иртнӗ республика конкурсне Йăвашкел Питравӗн темипе  хутшăнса – иккӗмӗш, Чăваш кӗнеке издательствин  ЧАССРăн 100 çуллăхне халалланă конкурс-викторининче  – виççӗмӗш вырăнсене йышăннă. «Сувар» хаçат Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çуллăхне халалласа шкул ачисен хушшинче ирттернӗ конкурсра унăн вӗренекенӗ Ариадна Емельянова (халӗ Шупашкарти медицина университечӗн студентки) палăрчӗ. Çак шкул ачисем пирӗн конкурссене хастар хутшăннăшăн М.Назаровăна Тав çырăвӗпе чысларăмăр. Ачасене предметпа интереслентерес, çитӗнӳсем тума хавхалантарас тесен чăн малтан хăвăн тӗслӗх кăтартмалла текен тӗллевпе ӗçлекен педагогăн ӗçӗ çӗре ӳкмест. Ачасем  тăван чӗлхене, культурăна ăша хывса юлаççӗ. Апла-тăк, «Суварăн» Тав çырăвӗ вырăнлă! Ăна тивӗçлӗ М.Назарова.
Хисеплӗ вӗрентекенсемпе ачасем тата садике çӳрекен пӗчӗк туссем! Çитес çул сире валли çӗнӗ конкурссем хатӗрлетпӗр, хутшăнмасăр ан юлăр! (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

 О

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2021 - Год родных языков и народного единства