Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Сӗнче тепӗр çын чунне илнӗ

Ял çыннисем кӳлнӗ лаша çырма хӗрринче пӗччен тăнине курсан инкек пулман-ши тесе пырса пăхнă та...

 Аксу районӗнчи Мюд поселокӗ çумӗнчи Аслă Сӗнчере апрель уйăхӗнче инкексем çине-çинех пулчӗç. Темиçе кун каялла кăна-ха çырма хӗрринче 50-ри шынна çунтарса çырмана пăрахнăччӗ, халӗ акă каллех инкек. 56-ри арçын апрелӗн 22-мӗшӗнче лашипе киле таврăннă чух çула кӗскетес тесе Мюд поселокӗ çывăхӗнчи Аслă Сӗнче юханшывӗ урлă кивӗ кӗпертен каçма шутланă. Анчах каçнă вăхăтра урапи çаврăнса çапăннă та арçын пăрлă шыва ӳкнӗ. Шел, ишсе тухайман. Ял çыннисем кӳлнӗ лаша пӗччен тăнине курсан инкек пулман-ши тесе пырса пăхнă. Каярах хайхи арçыннăн виллине те тупнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев