Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслисене улăштарма вăхăт çитсен

Çамрăксен Парламентне патшалăх Канашӗн резервӗ теме те пулать. Сăмах май, Дамир Фаттахов хăй те ӗç тăвакан власть йышне Çамрăксен обществăлла палатинчен килнӗ.

Аса илтеретпӗр, кăçал ТР Патшалăх Канашӗн VI пухăвӗн депутачӗсемпе пӗрле Çамрăксен парламенчӗн суйлавӗ те иртет. 100 вырăнлăх парламента кӗме 444   çамрăк тупăшнă.  ТР Çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Дамир Фаттахов журналистсемпе тӗл пулсан, вӗсен дебачӗсем депутата суйланакан кандидатсеннинчен самай хӗрӳрех пулнине палăртрӗ.

Министр пӗлтернӗ тăрăх, Çамрăксен парламентне кăçал пӗрремӗш хут 20  самовыдвиженеца суйлава хутшăнма ирӗк панă. Капла ун шутне кашни муниципаллă район тата çамрăксен обществăлла организацийӗсен представителӗсем кӗреççӗ.

  • Харпăр хăйне кандидата тăратнисем мана питӗ тӗлӗнтерчӗç. Хăюлăхпа, сӗнӳсен çивӗчлӗхӗпе. Çавăнпа та Çамрăксен парламентӗнче 20 çӗнӗ çын, çӗнӗ вăй кӗни мана хавхалантарать, – палăртрӗ Дамир Фаттахов.

Ун сăмахӗсемпе, Çамрăксен Парламентне патшалăх Канашӗн резервӗ теме те пулать. Сăмах май, Дамир Фаттахов хăй те ӗç тăвакан власть йышне Çамрăксен обществăлла палатинчен килнӗ. Вăл унăн пӗрремӗш пухăвне 2005 çулта суйланнă пулнă. Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Çамрăксен парламенчӗ социаллă лифт пулни каламасăрах паллă. Яш çулсенчех политикăра пиçӗхсе вӗсем питӗ пысăк опыт пухаççӗ. Шанас килет, аслисене улăштарма вăхăт çитсен вӗсем хăйсем умне тӗрӗс те халăхшăн кирлӗ приоритетсем лартасса.  

 Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 сентября выборы