Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АШШӖНЕ АСТУМАСТЬ

Çулталăк та иртмен, Иван Степанович вилни çинчен хăрушă хыпар килнӗ

Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чух Елена Маркова (Антипова) кăкăр ачи çеç пулнă. Вăл Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1940 çулхи сентябрьте çуралнă, ашшӗ Иван Степанович Антипов вара 1941 çулхи августра фронта кайнă. Тепӗр çулхи февральте, Çăварни тӗлӗнче, яла салтак вилни çинчен виçкӗтеслӗ çыру хăрушă хыпар илсе килнӗ.

 

Елена Ивановна пысăк çемье­ре çитӗннӗ. Ун ашшӗ малтан авланнă пулнă, арăмӗ вилсен икӗ ачапа юлнă – Хвеча тата Санюк (вăл пӗчӗкле вилнӗ). Амăшӗ Татьяна Семеновна та малтан качча кайнă пулнă, вăл та икӗ ачапа юлнă – Марье тата Альтук (12 çулта тифран вилнӗ). Çапла Татьяна Семеновнăпа Иван Степа­нович пӗрлешсе тата тăватă ача çуратнă – Никодимпа Тарье­ (йӗкӗрешсем, 1935), Ваççа (1937), Елюк (1940).

– Эпир вара çапла аттесӗр тăлăх ӳсрӗмӗр. Анне колхоз хирӗнче тăрăшнă. Малтан унпа пӗрле акка çӳренӗ, унтан эпӗ те пулăшма  тытăнтăм.  Аннепе акка çурлапа тырă вырнă хыççăн ӳксе юлнă пучахсене пуçтараттăм, каярах пурте пӗрле ясмăк тата пăрçа çумлаттăмăр. Эпӗ 7 класс пӗтертӗм, анчах шкул пӗтеричченех çуркунне ялта килӗрен кӗл пуçтарса хире кайса сапаттăмăр, хӗлле хире юр купалама чупаттăмăр. Каярах Тарье аккапа иксӗмӗре пай паратчӗç, ырашӗ хамран çӳллӗччӗ, вырма вăй çитместчӗ, алăсем хăпаланса шыçса каятчӗç, – аса илет ачалăхне Елюк акка.

Унăн амăшӗ Татьяна Патринсен йăхӗнчен, вӗсем пилӗк пӗртăван пулнă, вăл чи асли, ун хыççăн Наçтук, Миттюк, Арине, Кирук ятлисем пулнă.

1960 çулта Елена ял йӗкӗтне Иван Маркова (1936 çулхи) качча тухнă. Иккӗшӗ те колхозра тăрăшнă. Елена Ивановна бригада ӗçне хутшăннă:  хирте пăрçа çулнă, сахăр чӗкӗнтӗрӗ  кăларнă. Иван Павлович платник ӗçӗсене пурнăçланă, çуркуннепе кӗркунне ака ӗçӗсене хутшăннă.

Ванькка тете купăс калатчӗ, пыл туса илетчӗ, алли мӗнле ӗçе те ăстаччӗ. Вăл нумай ачаллă çемьерен, вӗсем улттăн пӗртăван пулнă: Миттюк, Пăлаки, Петя, Миккалай, Ваççа, Ванькка. Вӗсен пӳртне вăрçăччен кулак тесе тустарса кайнă, ун хыççăн вӗсем тăм пӳрт туса унта пурăннă. Дмитрий Павлович (1921) ашшӗпе пӗрле вăрçа хутшăннă. Вăрçă вӗçленсен вӗсем ашшӗпе, Павел Марковичпа (1896 çулхи), тăван яла пӗрлех таврăннă. Миттюк тăм пӳрт алăкне уçнă та пӳлӗме кӗрсе тăнă. Амăшӗ: «Ах, Миттюк, сывă килтӗн-им?!» –  тесе кăшкăрса ярса ыталаса илнӗ. Лешӗ: «Эп пӗччен мар-ха, кунта атте те пур», – тенӗ. Унтан ашшӗ те, юри алăк хыçӗнче юлнăскер, пӳрте кӗрсе тăнă. Çапла шӳт тунă вӗсем тăван килне таврăнсан. Часах Марковсен пӳрчӗ çынсемпе тулнă, хăшӗ кулать, хăшӗ йӗрет. Килекенсем пурте таврăннă салтаксенчен пирӗнне курман-и тесе ыйтнă.

 – Мăшăрпа иксӗмӗр 50 çул пурăнтăмăр, ултă ача çуратса ӳстертӗмӗр: виçӗ ывăл та виçӗ хӗр. Тăваттăшӗ Ульяновскра тӗп­ленчӗç, пӗри Мускавра, теп­ри Шупашкарта. Ашшӗ, шел, 75 çула çитсен çӗре кӗчӗ. Ачасемпе  мăнуксем килсех çӳреççӗ. Ульяновскри Çеруш ывăл вара тăтăшрах килет: килте вӗлле хурчӗсем тытать, ашшӗ ӗçне малалла тăсать, – вӗçлерӗ калаçăва Елена Ивановна.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Çӗпрел районӗ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев