Новости автора - Николай Ларионов
-
22 апреля 2022 - 20:32ÇӖНӖ ЙӖЛМЕЛ ИСТОРИЙӖНЧЕНXVII ӗмӗр вӗçӗнче ку тăрăха çурçӗр енчен чăвашсем килнӗ те йӗлме йывăçӗ нумай ӳсекен вăрман хӗрринче тӗпленнӗ
-
6 ноября 2021 - 13:49Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Кузьмина (Шуркина) ноябрӗн 3-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗВӗсем хӗвелтен маларах тăрса ӗçленӗ, çынсене хисепленӗ, ача-пăча ӳстернӗ. Ялан васканă, ялан мӗн-тӗр ырри патне туртăннă Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Кузьмина (Шуркина) ноябрӗн 3-мӗшӗнче 100 çул тултарать. Вăл пӗр ӗмӗр каялла Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 9 ачаллă çемьере çуралнă. 1930-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çемье репрессие лекет, вӗсен кил-çуртне тустарса район центрне илсе каяççӗ, ашшӗне тӗрмене лартаççӗ. Çемье урамра юлать. Юрать, çывăх тăванӗсем кӗртеççӗ вӗсене вăхăтлăха. Хӗрачасенчен асли пулнă май килти ӗçсем Марье çине ытларах тиеннӗ, колхоз ӗçне те ир кӳлӗннӗ вăл. Шкулта 4 çул çеç вӗренме май пулнă.
-
4 ноября 2021 - 10:17ПИРӖН ĂСЛĂ ПУЛМАЛЛА, МАЛАШЛĂХА ÇИВӖЧ КУÇПА ПĂХМАЛЛАШумерсемпе хазарсем валли паян никам та шкул туса памасть, кӗнекесем кăлармасть
-
19 июля 2021 - 10:51ТӳпеттейИван Бильменов хура «Волгăпа» хуларан тăван ялне таврăнать, инçе мар вӗсен хушши, 30 çухрăм çеç. Ялта ӗçлемест халь вăл, анчах темиçе çул каялла кăна çӗр çынниччӗ. Нумай çул колхозра водительте вăй хучӗ, ЗИЛ-130 автомашинăпа çӳрерӗ, ялан малта пычӗ. Тăрăшуллă шофер вăл, ун машини ялан хутра. Уявсем тӗлне лайăх ӗçшӗн премисем те илетчӗ. Ӗççи вăхăтӗнче машининчен прицеп çаклатса ярса элеватора нумай тырă турттарчӗ, республикипех мала тухрӗ. Уншăн ăна ВДНХ ылтăн медальне пачӗç. Колхоз председателӗ те, ытти пуçлăхсем те ăна шав мухтатчӗç, шанатчӗç, тӗслӗхе хуратчӗç, яваплă рейссене яратчӗç.
-
13 июня 2021 - 22:57Сӳтнӗ пӳртне нумай çул иртсен кӗрсе курнăПӳрте тустарма килнӗ чух çемье яшка çисе ларнă, вӗсене урама тухăр тесе кăшкăрнă. Анчах хăй пӳртӗнчен камăн тухасси килтӗр? Вӗсем çаплах апат тунă. Лешсем хăпарса кайса ишме тытăнсан сӗтел çине мачча хăмисен хушшинчен тăпрас юхса тăнă...
-
6 июня 2021 - 08:00Борис Чернов: «Ачасене кӗрешме вӗрентесси – манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ»Атăлçи регионӗсенчи спорта юратакансем, ирӗклӗ кӗрешӳпе интересленекенсем Борис Чернова лайăх пӗлеççӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче 1956 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн ирӗклӗ кӗрешӳçисен командин аслă тренерӗ. Борис ачаллах йăрă ӳснӗ, спорт вăййисене юратнă, тантăшӗсем хушшинче хоккейла выляссипе кӳршӗ ялсемпе вăйăсем йӗркеленӗ. Вӗренме те япăх вӗренмен, шкул çумӗнчи участокра ӗçлесе вăл ВДНХ бронза медальне тивӗçнӗ. 1973 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен вăл Ижевскри ял хуçалăх институтне кайса кӗнӗ. Малтан лаша спорчӗпе аппаланнă. Çур çул хыççăн вара пӗр тӗлпулу унăн пурнăçне улăштарса янă.
-
28 февраля 2021 - 09:36ФЕРМЕР – ЯЛТА ХИСЕПЛӖ ÇЫНУтеевсем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) хресчен фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Людмила Ивановнăпа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутланă.
-
20 декабря 2020 - 19:24Пӗр çемьерен – пиллӗкӗн!Эпир атте тата тетесем фронтра вилни çинчен пӗлтерекен хучӗсене аннене пӗрне те кăтартман, пӗлтермен...
-
18 октября 2020 - 13:53Атте миçе чикӗ урлă каçарса йăтса килнӗ чăматанне кӳршӗ яла çитсен çухатнăАтте Берлинах çитнӗ, рейхстаг тăррине ялав çакас операцие те хутшăннă. «Кунта вырăссем нихçан та кӗреймӗç, кунта пирӗн 105 гарнизон тăрать», – тесе çырса хунă лозунг пуррине каласа панă вăл яла килсен. Ялав çакнă чух темиçе совет салтакне персе антарнине те каланă. Рейхстаг тăррине хăпаракансене нимӗçсем пӗр вăрттăн чӳречерен персе тăнă тет. Вара пирӗннисем команда панă – çак чӳречерен перекеннине тӗп тумасăр çӳлелле урăх улăхмалла мар. Ăна тӗп тусан тин вара ялав çакнă.
-
9 октября 2020 - 15:01Алексей АМОСОВ: «ӖÇЛЕСРЕН ХĂРАМАСТПĂР, САМАНИ КĂНА ТИКӖС ТĂТĂР»Районта пӗрремӗш çемье ферми йӗркеленӗ çамрăкăн тăрăшулăхне пуçлăхсем те асăрханă
-
14 августа 2020 - 16:00Владимир ОСТРОУМОВ: "ХĂВНА ХĂВ ШАНМАСАН ÇИТӖНӲСЕМ ТĂВАЙМАСТĂН»Ялан çын хушшинче вăл, ялан çынсене пулăшать, ӳркенсе тăраканни мар. Уншăн «çук», «пултараймастăп», «вăхăт çук» сăмахсем çук. Мӗнле май пур – çавăн пек пулăшать
-
22 июля 2020 - 16:52Чăваш паттăрне халӗ те бюст лартманСовет Союзӗн Геройне патшалăх çӗнӗ çурт лартса парасшăн пулнă, анчах вăл килӗшмен
-
4 апреля 2020 - 21:18ЧĂВАШ ХӖРӖ ФЕОФАНИЯ – МУСКАВРИ ПУКРАВ МĂНАСТИРӖН ИГУМЕНИЙӖОльга Мискина Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен тухнă чăваш çемйинче çуралса ӳснӗ
-
23 декабря 2019 - 16:41Раккассинче Урташ премине пачӗҫПилӗк çул каялла Валентин Урташа хисеплесе унăн ячӗллӗ литература премийӗ пама йышăннă тӑхӑрьялсем