Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Америкăри чăвашсем ятарласа Аляскăна çитнӗ

Тӗнче шайӗнчи супермарафон чемпионки, Раççей спорт мастерӗ, Америкăри чăвашсен ассоциацийӗн ертӳçи Надежда Сандркина хăйӗн юлташӗсемпе 2022 çулхи ноябрьте Аляскăра пулса килнӗ. Нумаях пулмасть вара вăл тăван ялне – Ульяновск облаçӗнчи Чăвашкассине курма килчӗ. Эпир чăваш хӗрӗпе курса калаçрăмăр, пире вăл хăй çул çинче курни-илтнипе паллаштарчӗ.

– Надежда Николаевна, мӗн тӗллевпе çитсе килме шутларăр Аляска çӗрне?

– Эпӗ çул çӳреме, çӗннипе паллашма юрататăп. Аляска 1867 çулччен Раççей империне кӗнӗ-çке, хамăр çӗр пулнă. Ăна питӗ курас килчӗ. Çавăнпа эпир тантăшпа, Чăваш Енри Канаш районӗн хӗрӗпе Людмила Петровăпа тата пӗр тутар хӗрӗпе турист путевки туянтăмăр та çула тухрăмăр. Çулӗ çывăх мар. Малтан Нью-Йоркран Сиэтл хулине ултă сехет вӗçрӗмӗр, унтан тата тăватă сехете яхăн вӗçсен Анкоридж хулине çитрӗмӗр. Вăл Аляскăн тӗп хули шутланать, унта 20 хутлă çуртсем те пур, анчах ытларах сахалтарах хутлисем. Самолетран тухсанах куç умне тӗлӗнсе каймалла ӳкерчӗк тухса тăчӗ: тăван киле, Раççее, таврăннă пекех туйăнчӗ. Нью-Йоркра 20 градус ăшăччӗ, кунта вара 10 градуса яхăн сивӗ, шап-шурă юр, вăрман, тусем. Йӗри-тавра Раççейри пек çӳллӗ хурăн йывăççисем, ăвăссем, чăрăшсем, çӗмӗртсем, çаплах хӗрлӗ пилешсем, палансем.... Çынсем пурте ăшă тумтир тăхăннă. Раççей сывлăшӗ, Раççей шăрши... Çутçанталăк калама çук хитре. Туйăмсене чараймарăм, пыра тем капланса килчӗ, куççуль пăчăртанса тухрӗ. Хам çакăнта ӗмӗр пурăннă пек туйăнчӗ.

– Тата мӗнпе интереслӗ Аляска? Мӗн çӗннине куртăр?

– Каларăм ӗнтӗ, климат пирӗнни пек, унта Çӗпӗр çанталăкӗ. Ман пуçа мӗншӗн çак çӗре ютсен аллине панă-ши текен тунсăхлă шухăшсем те пырса кӗчӗç. Çумрах чӗркуççи таран тăп-тăрă юханшывсенче лосось пулăсем ишеççӗ, вӗсене шыва утса кӗрсе тытма пулать. Анкориджа çитсенех пире асăрхаттарчӗç: кунта урамра упасем, пăшисем, çӳлевӗçсем (рысь) çӳреççӗ, çавăнпа хăвăр тӗллӗн уйрăлса кайса пӗрерӗн ан çӳрӗр терӗç. Чăнах та, çуран çӳрекенсем сахал хулара. Кунта пурăнакансен пурин те пăшал пур, вӗсем ытларах сунар ӗçӗпе тата пулă тытса пурăнаççӗ. Хӗсӗкрех куçлă çынсем нумай, эскимоссем тата ыттисем. Урамра палаткăра пурăнакансем те пур, вӗсем ыйткаласа çӳреççӗ. Çитсенех вырăсла калаçакан çынсене куртăмăр, Молдавирен терӗç. Сахалинтан çакăнта пурăнма куçнă çынпа та паллашрăмăр. Вăл пире кунта ӗç нумай, анчах çынсем ӗçлесшӗн тăрăшсах каймаççӗ терӗ. Хăна çуртӗнче вырăсла калаçакан хӗрарăм Донбасран пулса кайрӗ, эпир Раççейрен пулнине пӗлсен ун сăнӗ-пичӗ улшăнчӗ,  урăх калаçас темерӗ, пăрăнса утрӗ. Бразилирен, Австрирен курма килнисем те пурччӗ. Кунта Украинăран тарса килнисем те чылай терӗç.

Пире тепӗр кун микроавтобус çине лартса урăх хулана илсе кайрӗç. Айсберг текен вырăнта 15 градус сивӗ, çиллӗ, пире ура шăвасран пăталлă ботинкăсем, çаплах каскăсем пачӗç. Тепӗр кун пуйăс çине ларса 10 сехет ытла кайрăмăр. Интереслӗ вырăнсенче вăл хуллен пырать, гид вара каласа ăнлантарать. Пӗр вырăнта тӗлӗнмелле япала куртăмăр. Пуйăс  иртсе пыракан çул хӗрринчи ту çинче çӳлте вăрмана пӗр лаптăк каснă, çав ӗшне пеккинче пысăк Z саспалли курăнса тăрать. Ăна шурă хурăнсене майлаштарса хурса тунă пуль терӗмӗр. Шел, ӳкерсе ӗлкӗреймерӗмӗр, пуйăс пăрăнчӗ те курăнми пулчӗ. Мӗне пӗлтернине, кам тата мӗншӗн тунине вара ăнланаймарăмăр. Камчаткăри пек çӗр айӗнчен вӗри шыв тапса тăракан вырăна та çитрӗмӗр. Эскимоссен юртине кӗтӗмӗр, унта ăшă, вут çунать, пăтă çитереççӗ, вӗри чей, кофе ӗçтереççӗ. 

Унтан хаски йытăсем патне илсе кайрӗç. Унта вӗсем 80 пуç, кашнин хăйӗн пурăнмалли ӳпли пур. Пире сакăр йытă кӳлсе ярăнтарчӗç. Хурăн пӗренесенчен пураласа тунă пăрлă çурта илсе кӗчӗç, унта сӗтел-пуканне хуппине шуратман хурăнсенчен ăсталанă. Шалта веçех пăрлă, хӗрлӗ эрехне те пăртан тунă фужерсемпе ӗçтереççӗ. Тутанса пăхрăмăр, ӗçме май çукчӗ, сивӗ. Арçынсем кула-кулах ӗçсе ларатчӗç. Çакăнтах апатланма пулать, анчах нумай тăрсан шăнса каятăн. Кунта упа, çӳлевӗç кӗлеткисене курма тăратса хунă. Ресторансенче пулă нумай çитереççӗ. Симӗс апат та нумай хурса параççӗ, вӗсене çакăнтах теплицăсенче ӳстереççӗ. Пӗр тӗлте вара вырăсла «Пельмени» тесе çырса хунине те асăрхарăмăр. Каçпа тягачпа  ту çине пӗр çухрăм çӳлерех çурçӗр шевли (северное сияние) курма илсе хăпарчӗç. Шел, пулмарӗ курса, таврана пӗлӗтсем карса илчӗç. Тепӗр каçхине вара аялтан куртăмăр йăлтăр-ялтăр туса вылякан симӗс шевлене. Çапах та çӳлтен курни илемлӗрех терӗç. Вырăс культурин, сывлăшӗн кӗтесне те курма май килчӗ, матрешка, хохлома, чӗнтӗр, сăмаварсем сутакан лавкка тӗлне лекрӗмӗр, шалта çын нумай хӗвӗшет. 

– Вырăс староверӗсемпе калаçма та тӳрӗ килнӗ-ха сире...

– Çапла, калаçрăмăр, анчах телефонпа кăна. Пирӗн экскурсисем вӗçленнӗччӗ ӗнтӗ. Эпир староверсен телефонне интернет урлă шыраса тупрăмăр, шăнкăравларăмăр, хамăрпа паллаштартăмăр. Вӗсем Николаев ятлă хулара пурăнаççӗ. Пире халех килӗр, калаçатпăр, сире борщ çитеретпӗр, вырăс апачӗпе хăна тăватпăр терӗç. Анчах унта сакăр сехет каймаллаччӗ, инçерех. Пӗччен пулсан каяттăмччӗ, шутласа тăмастăмччӗ, анчах юлташсемпеччӗ вӗт эп. Кивӗ тӗнпе пурăнакансем унта 400 çын терӗç, вӗсем вырăсла калаçаççӗ, ӗлӗкхи вăрăм тумсемпе çӳреççӗ, кивӗ тӗне упраса пурăнаççӗ. Хăйсен чиркӗвӗ те пур.  Тепрехинче эп вӗсем патне ятарласа, хатӗрленсе каятăп, вӗсен пурнăçӗпе паллашатăп, ыйтса пӗлетӗп.

– Сирӗн çулçӳревӗн тӗллевӗ, кульминацийӗ тейӗпӗр, Аляскăра чăваш ялавӗ çӗклесси пулнă-и вара? 

– Çапла теме те пулать, мӗншӗн тесен эпир хатӗрленсе кайнă-çке. Киле таврăнма çур кун юлсан эпир Аляскăн варринче, Фэрбанкс хулинче, пӗр палăк шыраса тупрăмăр. Ăна çар летчикӗсене асăнса лартнă. Ун çине акăлчанла «Çӗпӗр-Аляска» тесе çырса хунă. Эп Аляскăна ятарласа хамăн икӗ чăваш кӗпине илсе кайнăччӗ (вӗсене Татьяна Серебрякова ăста çӗлесе панăччӗ мана), пӗрне Людмила Петровăна патăм. Эпир унпа чăваш кӗпи тăхăнса урампа палăк енне утрăмăр, кӗпер юсакан арçынсем ӗçлеме чарăнсах пирӗн çине пăхса тăчӗç. Çапла вара Людмилăпа иксӗмӗр палăк умне тăтăмăр, видео ӳкерекенни тутар хӗрӗ пулчӗ. Малтан чăваш ялавне сарса кăтартса сăмах каларăмăр, Çӗр чăмăрӗ çинче пултаруллă чăваш халăхӗ пуррине тӗнчен кашни кӗтесӗнче пӗлччӗр терӗмӗр. Тӗнчере илемлӗ вырăнсем нумай, анчах Чăваш çӗршывӗ, хамăр çуралнă кӗтес чи хитри, чи хакли тесе каларăмăр. Унтан тăванлăх юррине юрларăмăр, çаплах «Линкка-линкка» юрласа пӗр çаврăм ташласа та илтӗмӗр. Икӗ хут ӳкерме тиврӗ. Сивӗччӗ, паллах, вăйлă шăнтăмăр. Анчах ку пархатарлă ӗçшӗн шăнни те нимех мар, кашни кун Аляскăна каяймастпăр вӗт. Эпир ӳкернӗ ролика Чăваш наци телевиденийӗ те, «Чăваш Ен» патшалăх телевиденийӗ те кăтартрӗç. Эпир Аляскăна чăваш ялавне илсе кайса урамра сарса уççăн кăтартакан, урам тăрăх чăваш тумӗпе çӳрекен, чăвашла юрласа ташлакан пӗрремӗш çынсем пултăмăр пулмалла. Кун пекки çинчен халиччен илтменччӗ. Çакăнпа мăнаçланатпăр. Малашне вăрăм çула яланах чăваш кӗпине илсе тухма шут тытрăм çакăн хыççăн. Аляскăран таврăннă чухне Людмилăпа: «Ку çӗр хăçан та пулин хамăра таврăнӗ-ха», – тесе шӳтлесе илтӗмӗр.

– Аляска малтан Раççей империне кӗнине пӗлеççӗ-и унти çынсем?

– Аляскăра кун пирки калаçман, анчах эпӗ пурăнакан хулара, Нью-Йорк çывăхӗнче, пӗлмеççӗ. Крым пирӗн пулнине те, ăçтине те пӗлмеççӗ. Хам паллакан çынсене кăштах истори каласа паратăп та – тӗлӗнсех каяççӗ. Эпӗ кун пирки нумай çӗрте калатăп, вӗсем тӗрӗссине пӗлччӗр тесе тăрăшатăп. Кунти радио-телевидени пӗр енлӗ çеç пропаганда тăвать вӗт, тӗрӗссине каламасть. 

– Хăвăрăн ассоциаци пирки кăштах каласа парăр-ха, Надежда.

– Пирӗн ассоциаци йӗркеленни тăваттăмӗш çула кайрӗ ӗнтӗ. Маларах тӗл пулса, чăваш кӗписем тăхăнса уявсем тăваттăмăрччӗ, анчах ковид вăхăтӗнче телефонпа кăна калаçрăмăр. Шупашкарта ирттерекен мероприятисене те интернет урлă хутшăннă эпир. Пирӗн хамăрăн юрă та пур – инçетре пурăнакан чăвашсен юрри. Ăна Алина Федорова хăйӗн кашни концертӗнче юрлать. Декабрь уйăхӗнче эпӗ Чăвашкасси çыннисене уяв туса патăм, Шупашкартан Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Леонид Захаров юрăçăсене чӗнсе илтӗм, вӗсем пысăк концерт лартса пачӗç. Унта Ульяновскран, Чăнлă районӗнчен килнӗ юрă ушкăнӗсем те хутшăнчӗç. Халăх кăмăллă юлчӗ, тăвăллăн алă çупрӗ. Çапла тăван яла, ентешсене парне тăвас терӗм.

Çуркунне эпир Америкăри чăвашсемпе тепӗр хут пухăнасшăн-ха, малашнехи плансене сӳтсе явасшăн. Кунта 700 чăваш пурăнать. Паллах, вӗсене пӗр çӗре пухма май çук. Анчах эпир, пухăнакансем, сахалăн пулсан та чăваш культурине сарассишӗн тăрăшатпăр. Эсир унта нумайăн мар вӗт текенсем те пур пире. Эпӗ вара кунта пурăнакан кашни чăваш 100 чăваша тăрать тетӗп. Ку унта кăна мар, кашни çӗрте çапла пулмалла тесе шутлатăп. Çав шутра Раççейре те. Чăваш чӗлхине, тăван халăха питӗ юрататăп. Чăваш чӗлхине пӗрлехи вăйпа сыхлар, ачасене тăван чӗлхепе калаçтарар.

Н.Сандркина архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши зарубежья