Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН ĂСЛĂ ПУЛМАЛЛА, МАЛАШЛĂХА ÇИВӖЧ КУÇПА ПĂХМАЛЛА

Шумерсемпе хазарсем валли паян никам та шкул туса памасть, кӗнекесем кăлармасть

Хальхи вăхăтра пыракан çырава хутшăнманнисем те пур-ши? Куна мӗнле ăнланмалла? Эпир Çӗр чăмăрӗ çинче çук тесшӗн-и вӗсем?
Пирӗн çемье ку ӗçе иртнӗ эрнере хутшăнчӗ. Эпир пурне те чăваш тесе çыртартăмăр тата хутшăну чӗлхине те чăваш тесе палăртрăмăр.

Ку тӗрӗсех, мӗншӗн тесен пирӗн 17 çулти Юлия хӗрӗмӗр те ачаранах чăвашла калаçать. Тӗрӗссипе, вăл вырăсла пилӗк çулта садике кайсан çеç вӗренчӗ. Тăван чӗлхепе калаçни ăна вырăсла пӗлме те, акăлчан чӗлхине алла илме те чăрмантармасть. Вăл класӗнче те чи аван вӗренекенсен  хушшинче. Куна мухтанас тесе çырмастăп, ачисене чăвашла вӗрентме тăрăшман чăвашсене ăнлантарасшăн кăна калатăп. Ачалла темиçе чӗлхене те харăс вӗренме пулать. Эпир вара хамăр ăнланса çитейменнине пула ачасене сиен кӳретпӗр.
Кашни çыннăн хутшăнмалла çырава, хăй пуррине пӗлтермелле. Чăвашсем вара хăйсене те, ачисене те чăваш тесе çыртармалла. Хутшăну чӗлхине те чăваш темелле. Пирӗн тӗллев – чăваш халăхӗ пысăк халăх тесе кăтартасси. Мӗншӗн тесен Раççей Правительстви кайран хăй ӗçӗнче çырав пӗтӗмлетӗвӗ çине таянса план тăвать. Республикăра, районта, ялта  социаллă объектсем (шкул, клуб, садик е ытти) хăпартса лартасси те çак çыравран килет. Эпир нумайăн пулсан пирӗн валли укçине те ытларах уйăрӗç. Çавăнпа та пирӗн мода хыççăн кайса хальхи вăхăтра çук нацисем (пăлхар, сăвар, шумер...) çыртармалла мар. Ку чăваш халăхне пысăк сиен туни, хамăра сахаллатни пулать. Шумерсемпе хазарсем валли паян никам та шкул туса памасть, кӗнекесем кăлармасть. Пирӗн ăслă пулмалла, малашлăха çивӗч куçпа пăхмалла.
Николай ЛАРИОНОВ.
Ульяновск.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев