Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурăн, пирӗн Çеçпӗл!

Кăвар чӗреллӗ поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитнӗ тӗле ун пирки çырнă сăвăсен пуххи кун çути курчӗ

Кăçал ноябрӗн 16-мӗшӗнче чăваш литературин классикӗ, кăвар чӗреллӗ те гениллӗ поэтăмăр Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет. 

Çак юбилее хатӗрленсе Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ Лидия Филиппова «Пурăн, пирӗн Çеçпӗл! Живи, наш Сеспель!» ятлă сăвăсен пуххи хатӗрлесе тата пичетлесе кăларчӗ. Редакторӗ – Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер. Унта тӗрлӗ авторсен тӗрлӗ çулсенче Çеçпӗл çинчен çырнă сăввисем кӗнӗ – пурӗ 90. Сборник валли хайлавсене тăхăр регионтан ярса панă, Буряти Республики таранах. Кунта Петӗр Хусанкай пек классиксенчен пуçласа паян пурăнакан поэтсен сăввисем пур – чăвашлисем те, вырăслисем те. 

Июнӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Чăваш наци библиотекинче çак сборникăн хăтлавӗ иртрӗ. Ульяновскран эпир Шупашкара Нурлатра ӗçлесе пурăнакан сăвăçпа Андриян Григорьевпа кайрăмăр. Тутарстан çыравçисенчен сборника унăн тата Валентин Бурайкинăн, Маргарита Литтан сăввисем кӗнӗ. Кашни çын хăйӗн сăввине халăх умӗнче вулама пултарчӗ.

Марий Эл Республикинчен пынă сăвăçсем те пурччӗ кунта, вӗсен сăввисем те сборника кӗнӗ. Çеçпӗле ытти регионсенче те лайăх пӗлеççӗ-çке. Чи малтан «Сеспель» ятлă илемлӗ фильмăн пӗр пайне кăтартрӗç уява йӗркелекенсем. Унта Çеçпӗл Мишшин рольне Иосиф Дмитриев-Трер вылять. Ун хыççăн Ульяновск облаçӗнче ӗçлесе пурăннă Анатолий Юман сăввипе уява пуçларӗç. Пуçтарăннисене ЧР культура министрӗн çумӗ Татьяна Казакова саламларӗ, хăй те кӗнекери пӗр сăвва вуласа пачӗ. Çамрăксен театрӗн артисчӗсем те Çеçпӗл Мишшин сăввисене хыттăн янраттарчӗç. Уява Лидия Филиппова ертсе пычӗ. Вăл сăвă çыракансене тата кӗнекене кăларма пулăшакан спонсорсене тав турӗ.

Мероприятие Канаш райо­нӗнчи Çеçпӗл ялӗнчен килнӗ «Кăвар чӗре» фольклор ушкăнӗ тата чăваш эстрада юрăçи Олег Кăйкăр хăйсен юррисемпе илемлетрӗç.

Николай 

Ларионов-Йӗлмел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев