Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯКОВЛЕВ ПАТӖНЧЕ ÇӖНӖ ЙӖЛМЕЛТЕН НУМАЙĂН ПӖЛӲ ИЛНӖ

Чӗмпӗр чăваш шкулӗ тăватă вӗренӳ заведенийӗнчен тăнă

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ ӗлӗк Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчи Упи вулăсне кӗнӗ. Вӗрентме май пур çынсем хăйсен ачисене Чӗмпӗр чăваш шкулне – И.Я.Яковлев патне яма тăрăшнă. Эпир унта пӗлӳ илнӗ ял çыннисене çаксене пӗлетпӗр:

 

1868 – 1919 çулсем

 

Павел Миронович Миронов. 1861 çулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче çуралнă.  1871 – 1879  çулсенче вӗреннӗ. Паллă математик: 10 кӗнеке авторӗ. Ӗпхӳ кӗпӗрнинче халăх училищисен инспекторӗ пулнă. Францири Наука академийӗн преми лауреачӗ: унта ăна ылтăн медаль парса чысланă.

Филипп Ефремович Кустов. 1867 çулхи октябрӗн 5-мӗшӗнче çуралнă. 1877 – 1882 çулсенче вӗреннӗ.

Александр Семенович Михай­лов. 1871 çулхи ноябрӗн 6-мӗ­шӗнче çуралнă, 1884–1889 çулсенче Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Священник пулнă: Самар кӗпӗрнинчи Пăкăрăслан уесӗнче ӗçленӗ. Реп­рессие лекнӗ. Персе вӗлернӗ.

Константин Прокопьевич Прокопьев. 1872 çулхи майăн 14-мӗшӗнче çуралнă. Вӗреннӗ – 1886–1890 çулсенче. Священник: этнограф. Курган архиепис­копӗ пулнă. Репрессие лекнӗ. Персе вӗлернӗ.

Михаил Сидорович Сидоров. 1872 çулхи октябрӗн 19-мӗ­шӗнче çуралнă. Вӗреннӗ – 1886 – 1890 çулсенче.

Хӗрарăмсен педагогика курсӗнчен вӗренсе тухнисем

 

1900 – 1918 çулсем

 

Зинаида Климентовна Макарова. 1884 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. 1900 çулта вӗренсе тухнă.

Елена Ивановна Николаева. Купса хӗрӗ. 1888 çулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче çуралнă. 1900 çулта хӗрарăмсен икӗ класлă шкулӗнче вӗреннӗ: хӗрарăмсен курсӗнче 1905 – 1907 çулсенче вӗреннӗ. Нумай çул Украинăра шкулта ӗçленӗ. Хăçан вилни паллă мар.

Александра Васильевна Васильева. 1896 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче çуралнă. 1913 çулта вӗренсе тухнă. 1901-1902 çулсенче курс ӗçлемен.

Чӗмпӗр чăваш шкулӗ тăватă вӗренӳ заведенийӗнчен тăнă: учительсен шкулӗ, хӗрарăмсен педагогика курсӗсем, хӗрарăмсен икӗ класлă шкулӗ,   арçынсен икӗ класлă шкулӗ. 

Çакна эпӗ «Хыпар» хаçатăн (Шупашкар) 1996 çулхи подшивкине вуласан пӗлнӗччӗ: çак даннăйсене çырса илнӗччӗ. 

1998 çулта вара Ульяновск­ра «Воспитанники Яковлевской школы» ятлă 1-мӗш кӗнеке (редакторӗ А.М.Богатов) тухрӗ. Унта пирӗн ялтан тухнă пӗр хӗр çинчен çырнă – Александра Васильевна Николаева (качча кайсан Александрова). Вăл 1896 çулта çуралнă: 1909 – 1916 çулсенче Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ: Ленин орденӗн кавалерӗ. Чăваш тӗнчинчи паллă çыннăн – Виталий Петрович Станьялăн пӗрремӗш вӗрентекенӗ.

2006 çулта çак кӗнекен виççӗмӗш пайӗ тухрӗ. Çакăнта тата темиçе хушамат тупма пултартăм. Вӗсем çаксем.

Дмитрий Семенович Архипов. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1889 çулта çуралнă. Хăр тăлăх. 9 çултах Çурçӗр Кавказа лекет. Осетин генерал патӗнче сăрăпа ӳкерме, сăнӳкерчӗксем тума вӗренет. Чӗмпӗр чăваш шкулне 1916 çулта пӗтерет. Унта Н.Ф.Нек­расов преподаватель патӗнче живопиçе вӗренет. Граждан вăрçи вăхăтӗнче декорациисем тунисӗр пуçне совет тата парти пуçлăхӗсен портречӗсене ӳкерет. Шупашкарта тухса тăракан «Ана» журналта иллюстрацисем тăвать. Чӗмпӗрте 1920 çулта тухнă «Атăл юрри» журналăн 1-мӗш номерӗн хуплашкине илемлетекенӗ. 1920-мӗш  çулсенче Мускавра художник-порт­ретист пулса тăрăшнă.1921 çулта выçлăх çитсен Украинăна тухса каять. 1942 çулта вилнӗ. Шупашкарта пытарнă.

Семен Прокопьевич Прокопьев. Яковлев шкулне 1896 çулта пӗтернӗ. Çак çулах Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи Бирск хулине учительсен шкулне вӗренме кайнă. И.Я.Яковлев шкул директорне Н.П.Вишневские çапла çырать:  «Прокопьев пултаруллă чăваш, анчах наянлăхӗ пур: часах чӗрре кӗме те пултарать. Хăйне киревсӗр тытнине асăрхаман». Бирск­ра вӗреннӗ чухне Прокопьев И.Я.Яковлевпа çыру çӳретнӗ: «Сире ӗмӗрне манмăп.  Сирӗншӗн кӗлтăвăп», – тесе çырнă.

20-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗнче вăл çара кайнă. 1915 çулта Челябинскран тăван килне ярса панă пӗртен-пӗр сăнӳкерчӗкӗ сыхланса юлнă. Граждан вăрçи вăхăтӗнче Уралта хыпарсăр çухалнă.

Пелагея Кирилловна Амосова. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1895 çулта çуралнă. Яковлев шкулӗнче 1912 – 1915 çулсенче вӗреннӗ. Николай Николаевич Раевские качча кайнă. 1915 çулта хальхи Комсомольски районне кӗрекен Тимӗрчкасси шкулӗнче вӗрентнӗ. 1918 çулта хальхи Патăрьел районне кӗрекен Анат Тăрмăшри сакăр çуллă шкулта ӗçленӗ. 1964 çулта вилнӗ. 

Валентина Васильевна Иванова. Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1911 çулта çуралнă. Василий Иванович Иванов священникăн (вăл Чăваш Республикинче çуралса ӳснӗ) хӗрӗ. Чӗмпӗр чăваш училищине 1937 çулта экстерн майӗпе пӗтернӗ. 1928 çултанпа Тутарстанра вӗрентнӗ: малтан Буденновка районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗре, кайран Апас районӗнчи Черккӗнре тата Тюбяк-Черккӗнре. 1940 çултанпа Пăва районӗнчи Элшелӗнчи вăтам шкулта вӗрентнӗ.

Акă 1950 çулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче хăй çырнă автобиографирен илнӗ йӗркесем: «Аттепе анне Чӗмпӗр чăваш шкулне пӗтернӗ. 1927 çулта атте тӗн культӗнчен пăрăнчӗ те Вăрмар районӗнчи «Радио» колхозра (ЧАССР) пахчаçăра ӗçлеме пуçларӗ. Эпӗ педагогика ӗçне пуçланăранпа обществăлла ӗçсене хастар хутшăнатăп: ВКП (б) историне вӗренетӗп,  «Ворошилов» колхозра агитаторта вăй хуратăп. 1931 çултанпа шкул ӗçченӗсен пӗрлӗхӗнче тăратăп».

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев