Сувар

Борис Чернов: «Ачасене кӗрешме вӗрентесси – манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ»

Атăлçи регионӗсенчи спорта юратакансем, ирӗклӗ кӗрешӳпе интересленекенсем Борис Чернова лайăх пӗлеççӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче 1956 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн ирӗклӗ кӗрешӳçисен командин аслă тренерӗ. Борис ачаллах йăрă ӳснӗ, спорт вăййисене юратнă, тантăшӗсем хушшинче хоккейла выляссипе кӳршӗ ялсемпе вăйăсем йӗркеленӗ. Вӗренме те япăх вӗренмен, шкул çумӗнчи участокра ӗçлесе вăл ВДНХ бронза медальне тивӗçнӗ. 1973 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен вăл Ижевскри ял хуçалăх институтне кайса кӗнӗ. Малтан лаша спорчӗпе аппаланнă. Çур çул хыççăн вара пӗр тӗлпулу унăн пурнăçне улăштарса янă.

Пӗр кило çитеймен

Общежити коридорӗпе пынă чух чăваш каччине çирӗп хул-çурăмлă икӗ çамрăк тытса чарнă.

– Эс мӗн ятлă, миçемӗш курсра вӗренетӗн? – ыйтнă хайхисем.

– Борис Чернов, зоотехника факультетӗнче, пӗрремӗш курс.

– Эпир кӗрешӳ секцине çӳретпӗр. Сан кӗрешӳпе аппаланас килмест-и? Ыран занятисем хыççăн спортзала пирӗн тренировкăна курма пыр-ха. Килӗшсен юлатăн. Пире çăмăл виçери кӗрешӳçӗ кирлӗ. Часах турнир пулмалла.

Халиччен кӗрешӳпе аппаланса курман каччă тренировкăна курсан ăнланнă: ку чăнах та унăн пуласлăхӗ! Пӗрре пăхсах килӗштернӗ.

Пӗрремӗш турнира хутшăнни асра юлнă. Унăн виçе категорине 48 килограмм таякансем хутшăнаççӗ, анчах ун пӗр кило çитмест. «Атя, шыв ӗç», – теççӗ ăна. Ӗçет-ӗçет, хырăмӗ шампăртатса тăрать, урăх кӗмест,  анчах кирлӗ чухлӗ виçе çук-ха. Мӗн тумалла? Пӗри, чеереххи, ăс парать: плавки ăшне тимӗр татăкӗ хур!

Пӗрремӗш тытăçăва выляса ярать çамрăк. Çапах та тытăнни паха, вăрăм çул пӗрремӗш утăмран пуçланать вӗт.

Лутра тата çинçешке качча пӗрремӗш курсра юлташӗсемпе пӗрле çитӗннисем валли кăтартакан кинона кайсан та шала кӗртесшӗн пулман. Студент билетне кăтартма тивнӗ. Спортпа аппаланма тытăнсан вара унăн хул-çурăмӗ те çирӗпленнӗ, малалла студент билетне кăтартман. Часах купăс калама пултаракан каччă факультетăн ансамблӗпе пултарулăх конкурсӗсене хутшăнма тытăннă, куракансене ăста ташласа тӗлӗнтернӗ. Ăна темиçе хут сцена çине чӗнсе кăларнă.

 

Чемпион

Тăваттăмӗш курс тӗлне Борис Чернов икӗ хут Удмурти чемпионӗ пулса тăнă. Ăна «Урожай» спорт обществин первенствине Иркутска янă. Унта виççӗмӗш вырăна тухнă вăл, спорт мастерӗн кандидачӗ ятне тивӗçнӗ. Анчах 5-мӗш курсра вӗреннӗ чух чӗркуççине сиктернипе кӗрешӗве вăхăтлăха пăрахма тӳр килнӗ.

Диплом илнӗ Борис Алексеевича Удмуртири Кизнер поселокне ӗçлеме янă. Вăл унта аслă зооинженер тивӗçӗсене пурнăçланă, виçӗ района тӗрӗслесе тăнă. Кӗркунне салтак ячӗ тухнă. Малтан Свердловск облаçне лекет, каярах Куйбышев (халь Самара) облаçне хӗсметне куçарнă. Взвод командирӗн çумне çитнӗ. Кунта кӗрешме май пулман. Анчах Куршанкă Шăхаль каччи спортпа аппаланма пăрахман, кире пуканӗ йăтассипе 1-мӗш разряд виçине тултарнă. Килне таврăнас умӗн вӗсене, аслă пӗлӳ илнисене, офицер ятне парас тесе икӗ уйăх вӗрентнӗ.  Салтакран аслă сержант званийӗпе тата «Пилӗк çуллăхăн çамрăк гвардеецӗ» кăкăр паллипе таврăннă.

 

Кӗрешӳ секцийӗ уçнă

Çамрăкăн пӗр шухăш: ăçта та пулин ӗçе кӗрсе ачасен кӗрешӳ секцине уçасчӗ. Çак тӗллевпе вăл Аслă Нагаткинти сысна самăртакан комплекса пырса кӗрет. Пӗр эрнеренех СПТУра кӗрешӳ секцине уçнă. Ăçта кăна ирттермен вӗсем тренировка: коридорта, акт залӗнче, котельнăйăн иккӗмӗш хутӗнче. Пӗр вăхăт çырма хӗрринче ларакан пӗччен çурта юсаса унта та аппаланнă. Ятарлă зал туса хурасси вара пӗр минута та пуçран тухман. 1980 – 1982 çулсенче вăл ачасене вӗрентнисӗр пуçне хăй те Ульяновска ӗç хыççăн эрнере икӗ хут кайса тренировкăсем ирттернӗ, турнирсене хутшăннă. Çапла 52 килограмм таякансен хушшинче икӗ хут Ульяновск облаçӗн чемпионӗ пулса тăнă. Чӗркуççине тепре сиктерсен вара кӗрешме пăрахмаллах пулать.

Обществăлла майпа тренировкăсем ирттерекен Б.Чернова1984 çулта Ульяновскри «Трудовые резервы» обществăна штата илнӗ, ӗçлеме вара малтанхи çӗртех ӗçленӗ. Сысна самăртакан комплексран ярасшăн пулман ăна, хваттертен кăларатпăр тесе суда панă. Çапах та пӗр çулталăка хваттерӗнче хăварнă. Тепӗр çул вара СПТУ хăй çурт тунă.

Пӗрлехи вăйпа – кӗрешӳ залӗ

1986 çулта районта ача-пăча спорт шкулӗ уçăлнă, Чернова штата унта илнӗ. Лăпланса пурăнмалла пек, анчах Борис Алексеевич ун йышши мар. Ятарлă кӗрешӳ залӗ тăвасси пирки пӗртте манман вăл. Çак шухăшпа училище директорӗ патне кӗнӗ, ăнлантарса панă. Вырăнне те хăй кăтартнă.

Кӗрешӳ залӗ кирлӗ пулсан тума пуçла, мана ытла ан шан. Манран –укçа тата транспорт. Ыттине ху тăрăш, – тенӗ директор.

Чи малтан ял тăрăх йăваланса выртакан бетон блоксене пуçтарса никӗсне хунă. Кирпӗч кирлӗ, анчах «дефицит» вăхăчӗ-çке, 1989 çул. Укçалла та ним те тупма çук. Çапах та Чернов ачасен ятӗнчен çыру çырса кирпӗч заводне кайма шутланă.

– Кирпӗч çук! хуравланă завод  директорӗ.

– Тархасшăн, пулăшăр-ха ӗнтӗ. Ачасене зал кирлӗ.

– Ну юрӗ. Шала кӗрӗр те «подбортан» илӗр, – тенӗ лешӗ.

«Подбор» мӗнне пӗлмен-ха Чернов, çапах та хушнă çӗре кӗрсе кайнă. Чукун çул вакунӗсем çине тиенӗ чухне ӳкнӗ кирпӗчсене çапла калаççӗ иккен. Çавсене пуçтармалла. Водительпе иккӗшӗ çур кун ытла тиенӗ вӗсем пӗрремӗш машинине. Тепрехинче те çапла нушаланнă. Çакна курса тăракан крановщик ăна хуллен калать:

– Эсир мӗн пӗрерӗн пуçтаратăр? Ыран сăмакун илсе кил, кранпа чылай пачка хурса яратăп. Кайран çиеле унтан-кунтан пăрахкалатăр.

Ылтăн сӗнӳ! Тепӗр кун шăпах çапла тăваççӗ. Малалла та çак меслет «тухăçлă» ӗçлет: Чернова – кирпӗч, крановщиксене – ӗçмелли! Çапла вăл кирлӗ чухлӗ кирпӗч турттарса пӗтернӗ. Кӗрешӳ залне тăватă каменщик купаласа панă. Ытти ӗçсене пӗтӗм училище ачисемпе, пулăшакансемпе пӗрле тунă. Чернов хăйех каçсерен бетономешалкăпа ӗçленӗ. Нушапа пулин те Борис Алексеевич ытти материалсене те тупнă. Тăррине витме вырăнти крановщиксем канмалли кунсенче укçасăрах пулăшнă. Тепӗр çул пултаруллă тренер зал çумне тепӗр пӳлӗм туса хунă. Унта душ, тренажер залӗ, хывăнмалли тата канмалли пӳлӗмсем вырнаçтарнă.

 

120 ача кӗрешме çӳрет

Ӗçсем чиперех пыраççӗ темелле, унăн воспитанникӗсем лайăх результатсем кăтартма тытăннă, иккӗшӗ спорт мастерӗн нормине пурнăçланă. Анчах 1996 çулта секцишӗн «хура» кунсем пуçланнă. Спортзала туртса илетпӗр, вăл япаласем хума кирлӗ тенӗ. Тренировкăсене пăрахман, çапах та турнирсене çӳреме транспорт та, укçа та паман. Чылайччен тăсăлнă çапла лару-тăру. Борис Алексеевич чăтайманнипе район пуçлăхӗ патне кӗнӗ. Лешӗ ыйтăва пилӗк минутра татса панă. Вăл пӗлмен те иккен кӗрешӳ секцийӗ йывăрлăха кӗрсе ӳкнине. Кӗрешӗве унăн çумӗ «кирлӗ мар» тунă иккен. Çапла вара секци тепӗр хут вăй илет. Пӗлтӗр Б.А.Чернов кӗпӗрнаттăрпа калаçнă хыççăн кӗрешӳ залне тӗпрен юсанă.

Халь районта 120 ача кӗрешӳпе аппаланать. Паяна районта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе 10 спорт мастерӗ, 100 ытла спорт мастерӗн кандидачӗ. Чи паллă спортсменка – Инна Тражукова (Ирçел ялӗнчен, амăшӗ Хулаçырминчен), тӗнче чемпионки, Раççей тава тивӗçлӗ спорт мастерӗ. Çаплах вăл тăватă хут Раççей чемпионки пулнă, Европа нацийӗсен кубокӗн хуçи, Европа чемпионатӗнче икӗ хут бронза тата икӗ хут кӗмӗл медаль илме пултарнă, Тӗнче кубокӗнче иккӗмӗш вырăн йышăннă. 2016 çулхи Олимп вăййисенче пиллӗкмӗш вырăн йышăннă. Унăн пӗрремӗш тренерӗ ашшӗ – Вячеслав Тражуков. Иннăна 10-мӗш класра чухне Мускава леçме шăпах Чернов шутланă. Ун чухнех курнă вăл: Инна пысăк çитӗнӳсем тума пултарать. Йăнăшман иккен.

Халь районта ачасем валли ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе çулсерен тăватă турнир ирттереççӗ. Нумай ӗçне Чернов воспитанникӗсем пурнăçлаççӗ. Унсăр пуçне виçӗ хут Б.А.Чернов 50, 55, 60 çул тултарнă ятпа хăй парнисемшӗн турнир йӗркеленӗ. Кăçал вăл 65 çул тултарнă ятпа июнӗн 11-мӗшӗнче тăваттăмӗш хут иртмелле.

 

Пӗтӗм пурнăç – кӗрешӳ

Людмила Ивановна тата Борис Алексеевич Черновсем икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Вӗсем иккӗшӗ те кӗрешнӗ. Владимир спорт мастерӗн кандидачӗ, полици ӗçченӗ, майор. Унăн ывăлӗ Глеб та паян аслашшӗ патӗнче кӗрешӳ вăрттăнлăхӗсене вӗренет. Иван вара спорт мастерӗ, ашшӗпе пӗрле тренерта вăй хурать.

40 çул хушшинче Борис Алексеевич çӗр-çӗр ачана спортра пиçӗхтернӗ, пурнăçра тӗрӗс çул тупма пулăшнă.

– Кавир çинче кăна мар, пӗтӗм пурнăç кӗрешӳ. Шăпах çакна ăса хывма вӗрентетӗп ачасене. Вӗсем çитӗнсе çитсен, пурнăç тути-масине пӗлсен чунтан тав туни маншăн чи пысăк награда. Тата ашшӗ-амăшӗ куççульленсе мӗн чухлӗ тав тунă мана –  йăнăш çулпа кайма тытăннă ачисене тӗрӗс çул çине тăратнăшăн. Ачасене кӗрешме вӗрентесси манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ. Эп ăна пурнăçларăм. Çумра ачасем хӗвӗшнине питӗ кăмăллатăп. Вӗсем сана куçран пăхаççӗ, ыррине вӗренесшӗн. Кашни ачан хăйӗн характерӗ. Вӗсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗртте çăмăл мар. Çаплах вӗсен ашшӗ-амăшӗпе те тачă çыхăну тытмалла. Тренер хăй ӗçӗнче «çунмалла» тесе шутлатăп. Хăвăн чунна ачасене параймасан аваннине кӗтме йывăр. Чи чăтăмлисем кăна çитӗнӳ тăваяççӗ, – тет Борис Алексеевич.

Сăмах май, темиçе кун каялла типографирен манăн Б.А.Чернов тренер çинчен çырнă «Черновая работа» çӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ.

Николай Ларионов-Йӗлмел.

Архиври сăнӳкерчӗкре Б.А.Чернов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: