Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ФЕРМЕР – ЯЛТА ХИСЕПЛӖ ÇЫН

Утеевсем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) хресчен фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Людмила Ивановнăпа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутланă.

– Шкул пӗтеричченех колхозра ӗçлеме тытăннă эпӗ, сысна кӗтӗвӗ те кӗтнӗ. Ялти шкул хыççăн Аслă Нагаткинта СПТУра вӗрентӗм. Салтакра Украинăри Болград хулинче тăтăм, унтан 1984 çулта таврăнсан  Ульяновска кайрăм. Хулара виçӗ çула яхăн машинăпа çӳрерӗм, унтан сувенирсем тăвакан завода ӗçе кӗтӗм. Çак вăхăтра колхозра фермăра ӗçлекен атте чирлесе ӳкрӗ. Кил хуçалăхӗнче ун чухне аттепе анне –  Никодим Николаевичпа Серафима Алексеевна – выльăх нумай усратчӗç, вӗсене çитермелле, пăхмалла вӗт. Çапла майпа вӗсене шеллесе тăван яла таврăнтăм, – аса илет çемье пуçлăхӗ.

Харпăр усламçă пек
Колхозра вăл каллех машина çӳретет, çуллахи вăхăтра вара комбайн çине ларса тырă вырать. Комбайнпа 10 çул вăй хурать вăл, пӗр сезонра «Нива» хир карапӗпе пӗр пин центнер тырă çапни те пулнă. Пӗррехинче вара тырçи тытăнас умӗн ăна ӗçлесе илнӗ, анчах алла илмесӗр юлнă пилӗк пин тенкӗ укçине памаççӗ. Бухгалтерире ăна: «Сан нимле укçа та çук, çисе пӗтнӗ пуль», – тесе хуравлаççӗ. Çавăн хыççăн вара  кӳреннипе унăн колхозра ӗçлес туртăмӗ те пӗтет.
– Малтан эпир ӗçе харпăр усламçă пек пуçларăмăр, мӗншӗн тесен ун чухне ялта çӗр памарӗç. Эпир вара хамăр ялпа кӳршӗллӗ Кивӗ Улхаш ялӗн (Ульяновск облаçӗ) 10 гектар çӗрне тара илтӗмӗр, унта чӗкӗнтӗр, çӗрулми акма пуçларăмăр. Çӗрулми сутма хам машинăпа Самар хулине çӳреттӗм. Темиçе çул çапла аппаланнă хыççăн хамăр колхозра та çынсене хăйсен пайне пама пуçларӗç. Çапла вара эпир хамăрăн тата атте-анне, хуньăм-апай çӗрӗсене (пурӗ 12 гектар) илтӗмӗр те уйрăм ӗçлеме пуçларăмăр. Каллех çӗрулми нумай акрăмăр, кӗркунне пуçтарма ял çыннисем пыратчӗç, вӗсене те аванччӗ, хирте апатлантараттăмăрччӗ, вӗсен укçа ӗçлесе илме май пурччӗ. 2011 çулта вара çумăрлă çанталăка пула 3-4 гектара пуçтарса илеймерӗмӗр, хире трактор та кӗреймерӗ, çапла çӗрулми юр айне пулса пире пысăк тăкак кӳчӗ. Çак вăхăт тӗлне банкран пӗр миллион тенкӗ кредит илсе хăмăр касăри пушă пӳртлӗ вырăна туянтăмăр та унта 25 ӗне выльăх валли ферма çӗклесе лартрăмăр.

Юлашки кун ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрнех
– Тепӗр çул Тутарстан Республикинче фермерсене пулăшмалли программа ӗçлесе кайрӗ, эпир вара «Утеева» хресчен фермер хуçалăхӗ (КФХ) туса регистрацилерӗмӗр, – тăсать калаçăва кил хуçи.
Пӗррехинче Олег Никодимович программăпа патшалăх пулăшăвӗ илес пирки пӗлме Хусана çул тытать, Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствине кӗрет.
– Программа ыранччен кăна пырать вӗт, пӗтет. Ăçта документусем? Мӗн тăватăн? – тăрук хуравлаççӗ ăна.
Кил хуçи çав минутрах васкаса мăшăрӗ патне шăнкăравлать, документсене туп, хатӗрлесе хур тесе хушать. Хăй вара яла васкать. Тепӗр кун ир-ирех кирлӗ мӗнпур документа пуçтарса каллех Хусана васкать, вӗсене программа валли парса ӗлкӗрет.
– Фермине тунăччӗ ӗнтӗ, укçине эпир вăтам шкул патӗнчен тытăнса хамăр урама асфальтлă çул тăвассишӗн çеç ыйтса пăхасшăнччӗ. Урампа эпир кăна мар вӗт, ял халăхӗ те çӳрет. Ӗмӗрте пулманнине аппаланса пăхар-ха терӗмӗр. Ачаранах чӗркуççи таран пылчăк ашнă эпир, машинăсем путса ларса темиçе сехет нушаланни те пулнă урамра, малашне хуть йӗркеллӗ çул пултăр-ха тесе шутларăмăр, – хутшăнать калаçăва Людмила Ивановна.
Халӗ хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучӗ – 39. Вӗсенчен сăвăнаканнисем 15 ӗне. Халь Людмила Ивановна 11-ӗшне сăвать, сӗтне кашни кунах пуçтаракансем фермăна илме килеççӗ. Талăкне вӗсем фермăран 130-170 е ытларах та килограмм сӗт ăсатаççӗ. Çӗр лаптăкне вара Утеевсем паяна 23 гектара çитернӗ.

Çӗр илме çукки – чи çивӗч ыйту
– Техника çителӗклӗ, машини те, тракторӗсем те пур, комбайн кăна çук (тырçи вăхăтӗнче тара илетпӗр), ăна та туянма шухăш пур-ха пирӗн. Халь эпир хире курăк та урпа акатпăр, курăкӗ сутмалăх та юлать. Сăвакан ӗнесем валли тăтăшах Ульяновскри сăра заводӗнчен ятарласа дробина турттаратпăр, вăл сӗт антарма пулăшать. Жом та çитеретпӗр. Пирӗн паянхи чи пысăк ыйту – çӗр илме май çукки. Пулсан 100 гектар та, унран ытларах та илӗттӗмӗр. Анчах ӗмӗтленмелли кăна юлать. Çӗрсӗр фермер алăсăр çын пекех ӗнтӗ вăл. Кивӗ Çӗпрелне район администрацине темиçе хут çитсе те хамăр нушана ăнлантарнă эпир, шантарса тăчӗç-тăчӗç, анчах усси пулмарӗ. Халь кайма та пăрахрăмăр ӗнтӗ, – пăшăрханса калаçаççӗ Утеевсем.
Фермăри ӗçсене механизациленӗ: шыв пăрăх тăрăх килет, ӗнесене машина сăвать, фермăри тислӗке транспортер илсе тухать... Курăкне те тракторпа илсе кӗрсе валеçсе параççӗ. Мӗнпур ӗçе Утеевсем çемйипе тăваççӗ, май килнӗ чухне ачисем пулăшаççӗ, çулла кăна кӗтӳçӗ тытаççӗ. Ӳркенмесен тем тума та пулать çав.

Кăнтăрлаччен – 25, кăнтăрла хыççăн – 13
– Чăнах та, çăмăл мар ӗнтӗ пӗр чарăнми ӗçлеме, анчах ăçта пур вăл çăмăл ӗç? Хамăршăн ӗçлетпӗр вӗт, никама та йăлăнмастпăр, никама та начар тумастпăр. Ирпе вăранатпăр та фермăна васкатпăр, «физкультура» тума тытăнатпăр – ыйхă самантрах вӗçсе каять. Пӗррехинче кӳршӗ хӗрарăмӗ эпӗ килтен 5-6 кил урлă вырнаçнă фермăна кайса килнине чӳречерен пăхса шутласа ларнă тет. «Люся кăнтăрлаччен 25 кайрӗ, кăнтăрла хыççăн 13 кăна кайрӗ», – тесе каласа панă тет хамăр касă çыннисене кайран. Ун чухне эп, чăнах та, кунӗпе унта-кунта çӳрерӗм, мӗншӗн тесен ӗне пăруламаллаччӗ, – шӳтлет Людмила Ивановна.
Утеевсем 1990 çулта августра пӗрлешнӗ. Кил хуçи ӗçленӗ хушăрах, 1994 – 1997 çулсенче, Теччӗри автомеханика техникумне пӗтернӗ. Мăшăрӗ вара çамрăклах Пăвари медицина училищинчен вӗренсе тухнă: çичӗ çул ялти фельдшер тата акушер пунктӗнче вăй хунă, садикра та ӗçленӗ. Ăна паян та васкавлă пулăшу кирлӗ пулсан е тăрук укол тумалла пулсан ял çыннисем чӗнсе илеççӗ, вăл кӗттерсе тăраканни мар, тӳрех тухса чупать. Çемье виçӗ ача çуратса ӳстернӗ: Леонид (врач-фтизиатр, Ульяновск облаçӗнче ӗçлет), Лариса (иккӗмӗш аслă пӗлӳ илет), София (11-мӗш класа çӳрет). Асаттепе асанне пулма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ – Леонидăн пиллӗкри ачи пур.

Ял-йыша та пулăшаççӗ
Çын, паллах, хăйшӗн ӗçлет. Çав вăхăтрах Утеевсем ял-йыша пулăшма та манса каймаççӗ. 2019 çулта Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пӗрремӗш хут Ял кунӗ иртрӗ. Ăна ирттерме Утеевсем чылай укçа-тенкӗ уйăрнă. Шкула, ача садне пӗрре мар пулăшнă. Шкула Олег Никодимович хăй тракторӗпе темиçе гектаршар чӗкӗнтӗр, çӗрулми кăларса пани те пулнă. Çуркуннепе кӗркунне вара вăл хăйӗн тракторӗпе ял халăхӗн çӗрулми анисене сухаласа, акса-кăларса парать. Мӗншӗн тесен халь вăл ӗçе тума ялта лаша та юлман ӗнтӗ. Тепӗр енчен, ӗмӗрне лашапа ӗçлемелле мар ӗнтӗ, техника вăхăчӗ вӗт халь. Çавăнпа та паян фермер – ялта хисеплӗ çын. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев