Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Кузьмина (Шуркина) ноябрӗн 3-мӗшӗнче 100 çул тултарчӗ

Вӗсем хӗвелтен маларах тăрса ӗçленӗ, çынсене хисепленӗ, ача-пăча ӳстернӗ. Ялан васканă, ялан мӗн-тӗр ырри патне туртăннă Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Кузьмина (Шуркина) ноябрӗн 3-мӗшӗнче 100 çул тултарать. Вăл пӗр ӗмӗр каялла Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 9 ачаллă çемьере çуралнă. 1930-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çемье репрессие лекет, вӗсен кил-çуртне тустарса район центрне илсе каяççӗ, ашшӗне тӗрмене лартаççӗ. Çемье урамра юлать. Юрать, çывăх тăванӗсем кӗртеççӗ вӗсене вăхăтлăха. Хӗрачасенчен асли пулнă май килти ӗçсем Марье çине ытларах тиеннӗ, колхоз ӗçне те ир кӳлӗннӗ вăл. Шкулта 4 çул çеç вӗренме май пулнă.

Вӗсем хӗвелтен маларах тăрса ӗçленӗ, çынсене хисепленӗ, ача-пăча ӳстернӗ. Ялан васканă, ялан мӗн-тӗр ырри патне туртăннă

Çӗпрел районӗнчи Хăймалу ялӗнче пурăнакан Мария Петровна Кузьмина (Шуркина) ноябрӗн 3-мӗшӗнче 100 çул тултарать. Вăл пӗр ӗмӗр каялла Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче 9 ачаллă çемьере çуралнă. 1930-мӗш çулсен пуçламăшӗнче çемье репрессие лекет, вӗсен кил-çуртне тустарса район центрне илсе каяççӗ, ашшӗне тӗрмене лартаççӗ. Çемье урамра юлать. Юрать, çывăх тăванӗсем кӗртеççӗ вӗсене вăхăтлăха. Хӗрачасенчен асли пулнă май килти ӗçсем Марье çине ытларах тиеннӗ, колхоз ӗçне те ир кӳлӗннӗ вăл. Шкулта 4 çул çеç вӗренме май пулнă.

– Кам-ха вăл? Кунтарах кил-ха, паллам-ха, –  тесе кӗтсе илчӗ мана пукан çинче ларакан Марье акка. Эпир пӗр-пӗрне халиччен курман, анчах вăл ман атте-аннене пӗлет. Çавăнпа та вăл манпа тахçан палланă çынпа калаçнă пек пуплеме тытăнчӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин нуши те унран пăрăнса иртмен. Ялти çитӗннӗ 17  хӗре тӳрех район çар комиссариатне чӗнтернӗ. Çав шутран иккӗшне фронта ăсатмалла тесе палăртаççӗ, вӗсенчен пӗри – Марье. Çапах та каярах çемье лару-тăрăвне шута илсе (пӗртăванӗсем пурте фронтра пулнă) ăна вăл списокран кăлараççӗ, окоп чавма каякансен  ретне çырса хураççӗ.
– Икӗ хӗре вăрçа ăсатма çырса хунишӗн хурланса эпир яла салтак юрри юрласа пырса кӗтӗмӗр çав кун, – тет Марье акка.
Окоп чавма кайни пирки вара Мария Петровна çапла аса илет:
– Пирӗн япаласене лаша лавӗсем çине тиерӗç те Пăва еннелле ăсатрӗç. Эпир ушкăнпа вӗсем хыççăн утса пыратпăр. Çапса çумăр çăвать. Пăхăрçă ялне астăватăп. Чăваш Чакăлтăмӗ ялӗнчен иртсен çырма юхса выртатчӗ. Сарлака юханшыв хӗррине шыв илме ансан тăрук тем хыттăн кӗрлесе кайрӗ, хӗрсем хăранипе çуйхашса тарса ӳкрӗç ку вырăнтан. Мӗн пулнине нимӗн те ăнланмарăмăр. Çав сасă халь те ман чӗрере ларать, хăратать. Ялтан пирӗнпе пӗрле каякансенчен Микулькка Тарйине тата Саня ятлине астăватăп. Ертсе каяканӗ вара Улинькка Ванькки (Иван Зайцев) пулчӗ. Çырмаран инçе мар ялта (ятне астумастăп) хваттере вырнаçрăмăр. Хваттерсене çӳресе виçшер хӗр Ванькка вырнаçтарчӗ. Кунта Матак, Саплăк хӗрӗсем те пурччӗ. Малтан пире хуçи шанмастчӗ, малти пӳртне кӗртместчӗ. Йӗпенсе, ывăнса килеттӗмӗр. Йывăра чăтайманнипе кӳршӗ ял хӗрӗ тарса кайрӗ пирӗн патран. Кайран ăна таçта ăсатнă терӗç. Пӗррехинче çапла хваттертен шыва кайрăмăр. Килнӗ чухне хуçа хӗрарăмӗн икӗ пӗчӗк ачи заем хучӗсене урама салатса пăрахнине куртăмăр. Эпир вӗсене пуçтартăмăр та веçех хуçана патăмăр. Çавăн хыççăн вăл пире шалти пӳртне кӗртекен пулчӗ. Çапла эпир ку хӗрарăмăн шанчăкне кӗтӗмӗр, çывăх çынсем пулса тăтăмăр.
Тепрехинче хваттерте 17 çын пурăнтăмăр. Ниçта ларса-тăма та вырăн çук. Йӗпеннӗ тума типӗтме те çукчӗ, сарса выртма та япала çукчӗ. Тум хамăр çинче типетчӗ. Шăннипе шăл сурма тытăнчӗ. Ах, мӗн чухлӗ нуша куртăм! Перчеткесем çӗтӗлсе пӗтрӗç. Каçхине ывăннă пулсан та çыхкалаттăмăрччӗ, çӗлемелли машина та пурччӗ хуçан...
Окоп чавса килнӗ хыççăн Марье аккана ялта нумай тăратман, Пăва çывăхне чукун çул тунă çӗре илсе кайнă. «Ӗçлеме хваттертен çичӗ çухрăма каяттăмăр, тыткăна лекнӗ нимӗç салтакӗсемпе пӗрле ӗçлеттӗмӗр», –  каласа парать вăл. Пӗр-икӗ хут самолетран темле им-çам сапса хăварни те асра юлнă ун. Кун пек чухне хӗрсем малтанах приказ парса хунă тăрăх такăна-такăна ялалла чупнă.
– Эпир вăрман та каснă унта, йывăр шпалсем те йăтнă. Хӗрсем пулсан та шăннине тӳсеттӗмӗр, нимӗçсем вара кăвакарса кайса тăратчӗç, пирӗн сивве питӗ нушапа чăтса ирттеретчӗç. Итлеменнисене, ӗçлес килменнисене пирӗн салтаксем пăшал приклачӗпе те чышса илетчӗç, –  тет вăл.
Кайран Мария Шуркина районти Чăваш Паснапуç патӗнче вăрман каснă. Унта та хваттерсенче пурăннă. Çапла вăл чылай вăхăт хушши ялтан кайса ӗçлесе çӳренӗ.
– 1945 çулта май уйăхӗнче çӗрулми акнă вăхăтра Денисов хушаматлă шкул директорӗ пире: «Кӗреçӗрсене пăрахăр, вăрçă чарăннă!» – тесе пӗлтерчӗ. Ял çыннисем вара пурте пӗр çӗре пуçтарăнчӗç. Кам савăнать, кам йӗрет... Пирӗн те аттепе анне вăрçă вăхăтӗнче вилчӗç, – аса илет Марье акка.
Вăрçă хыççăн Мария Петровна колхозра вăй хунă. Хулаçырминчен яла вăкăрпа тырă вăрлăхӗ турттарнă. Кайран Ульяновск сахăр заводне тырă леçнӗ.
– Вăкăр кутăн выльăх, ăна итлеттерме питӗ хӗн. Вӗсем инçе çула кайса  ывăнатчӗç, лавне тăвалла хăпарнă чух ялан хыçалтан хамăрăн чышмаллаччӗ. Çав вăхăтра лав патне арçын ачасен ушкăнӗ чупса пыратчӗ. Вӗсем пирӗн тырă миххисене çӗçӗпе касса яратчӗç, тырă юхма пуçлатчӗ. Каснă вырăнсене алăпа тытса пыма хăтланаттăмăр. Хăранипе йӗреттӗмӗр, пире тырă çитменнишӗн тӗрмене хупма та пултарнă вӗт. Хăш чухне 6-7 лавран 2-3 михӗ çитместчӗ. Çӗтӗк михӗсене хăра-хăра яла илсе кайса кăтартаттăмăр вара хамăр айăплă маррине çирӗплетесшӗн, – тет вăл.
Тӗлӗнетӗн: çак хăва пек çинçе пилӗклӗ çамрăк хӗрсенче мӗн чухлӗ вăй-хавал пулнă! Мӗн чухлӗ терт-нуша ӳкнӗ вӗсен çамрăклăхӗ тӗлне! Анчах вӗсем парăнман, пуç усман, кулленхи  тăрăшуллă ӗçӗпе Аслă Çӗнтерӗве çывхартнă.
Мария 1947 çулта ноябрь уйăхӗнче Хăймалу ялӗнчи кулак тесе тустарнă çемьери Иван Кузьмина (1923 çулхи) качча тухнă. Тепӗр çултан вӗсен пӗрремӗш ачи çуралнă. Пурӗ Кузьминсем сакăр ача çуратнă. Шел, пӗри пӗчӗкӗллех вилнӗ. Иван фронтран 1942 çулта сусăрланса таврăннă. Вăл Пăрăнтăк станцине лашасемпе, вăкăрсемпе тырă турттарнă. Кун хыççăн Теччӗре экстернлă майпа экзамен парса учитель пулса тăнă, Чăваш Çӗпрелӗнче физкультура вӗрентнӗ. Унтан район центрӗнче почтăра монтерта тăрăшнă, кайран чылай çул районти «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнче аккумуляторщикра вăй хунă. 1997 çулта çӗре кӗнӗ.
Марье акка вара ӗмӗрӗпе «Россия» колхозра ӗçленӗ, чӗкӗнтӗр çумланă, кăларнă. Чӗкӗнтӗре вуçех алăпа çумламалла пулнă, муттик тыттарман. Çапла кунӗпе пӗшкӗнсе пыратăн. Тырă акма та çӳренӗ. Мӗн хушнă –  çавна тунă. Ача çуратсан та килте ларман, пӗр эрнерен е темиçе эрнерен ӗçе тухнă. Ачине ӗмӗртме хире илсе пыни те пулнă. Аллă çултах пенсие тухнă пулсан та 63 çулччен ӗçленӗ. Çӗвӗ енӗпе ăста пулнă çамрăк чух, ачисене йăлтах хăй çӗлесе тăхăнтартнă.
Ку материала хатӗрлеме мана Марье аккан хӗрӗ – Чăваш Çӗпрелӗнче пурăнакан Галина Ивановна – пулăшрӗ, амăшӗ малтан хăйне каласа панисене хушрӗ. Вăл 1954 çулхи. Теччӗри педагогика училищинчен вӗренсе тухнă, Хусан пединститутне куçăн мар майпа пӗтернӗ, чӗлхеçӗ. 1973 çулта шкулта вӗрентме тытăннă, амăшӗ пекех 63 çулччен ӗçленӗ.  Райсовет депутачӗ те пулнă. Ӗç стажӗ 43 çул.
Мария Петровна халӗ Юрий ятлă ывăлӗпе пӗрле пурăнать, унăн 10 мăнук тата 15 кӗçӗн мăнук.
– Эпир хӗвелтен маларах тăрса ӗçленӗ, çынсене хисепленӗ, ача-пăча ӳстернӗ. Ялан васканă, ялан мӗн-тӗр ырри патне туртăннă, ыран паянхинчен авантарах пулать тесе шаннă, – тет вăл вăрăм ӗмӗр пурăннине ăнлантарса.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор тата Кузьминсен килти архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество