Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОТПУСКА ЯЛА ТАВРĂНСАН МĂШĂРӖПЕ ПАЛЛАШНĂ

«Урамра чупса ӳсмен эпӗ, хӗр пулса вăййа та тухса курман», – тет Елюк акка

Елена Вассиярова (Дунаева) Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1941 çулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче çуралнă, ӗмӗрне колхозра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă, ӗç ветеранӗ. Ачаллах тăлăха юлнă.

 

– Атте, Кирилл Дмитриевич, 1900 çулхиччӗ, Аслă вăрçа хутшăннăскер. Анне, Мария Павловна, Кивӗ Йӗлмелӗнчен, Мресовсен йăхӗнчен, 1903 çулхи пулнă. Вӗсем колхозниксем, тăватă ача çуратнă. Федор (1926) вăрçа  хутшăннă, аманса таврăннă. Иван (1931) шахтер. Михаил Ульяновск çумӗнчи Колхознăй поселокра пурăнчӗ. Эпӗ кӗçӗнни, пӗччен çеç сывă юлтăм ӗнтӗ халь.

Эпӗ аннерен пилӗк çултах тăлăха юлнă (1946), тата икӗ çултан атте те çӗре кӗчӗ. Иван тете мана мӗнле пулсан та вӗрентме тăрăшрӗ, çапла ялти шкулта 6 класс пӗтерме пултартăм. Унтан мана Иван тете, вăл вăхăтра Караганда хулинче шахтăра ӗçлекенскер, хăй патне ача пăхма илсе кайрӗ. Çапла пилӗк çул Казахстанра пурăнтăм. Çанталăк пирӗнни евӗрлӗрехчӗ унта. Урамра чупса ӳсмен эпӗ, хӗр пулса вăййа та тухса курман. 17 çул тултарсан столовăя ӗçлеме кӗтӗм, унтан паспорт илтӗм. Пӗр çул ӗçлесен отпуска тăван яла таврăнтăм та пулас мăшăрпа Виктор Вассияровпа паллашрăмăр. Çапла вара 1960 çулта пӗрлешрӗмӗр те ялтах тӗплентӗмӗр, – асаилӳ çăмхине сӳтет Елена Кирилловна.

Туй хыççăн пилӗк уйăхран ун мăшăрне салтака илсе кайнă, çамрăк арăм вара виçӗ çул хунямăшпе (Анисия ятлă) пурăннă. Çак вăхăтра пӗрремӗш ачи çуралнă. Салтак арăмӗ колхозра тӗрлӗ ӗçе хутшăннă –  чӗ­кӗн­тӗр те çумланă, пăрçа та çулнă. Мăшăрӗ таврăнсан çемье­ре пӗрин хыççăн тепри тата çичӗ ача çуралнă. Шел те, пӗри чирлесе виçӗ уйăхрах вилнӗ. 

– Ялан хире ура тума çӳренипе мана ачасем: «Анне улăм юратать», – тетчӗç шӳтлесе. «Ман пурне те юратмалла ӗнтӗ, улăмне те, чӗкӗнтӗрне те, сире ӳстермелле вӗт», – теттӗм. Выльăх нумай усраттăмăр ун чух, улăм паратчӗç, ялан кирлӗ пулнă ӗнтӗ. Ачасене маттик тытма вӗренсенех хире илсе каяттăм, ӗçе хăнăхтараттăм. Чӗкӗнтӗр çумласси кăткăс япала. Шăкăрин ларакан хунавсенчен 20–25 сантиметртан пӗрне хăварса пымалла, ачашăн ку питӗ йывăр. Асли, Петя, аптранипе йӗркипе сăтăрса тухатчӗ. «Ун пек ан ту, пӗтӗм чӗкӗнтӗре пӗтеретӗн вӗт», – теттӗм ятласа. «Пӗтерӗн-ха вӗсене, тепре килнӗ çӗре каллех тухса лараççӗ ак», –  хуравлатчӗ вăл, – каласа парать Елюк акка.

Виктор Федотович (1939 çулхи) салтака кайичченех водительте вăй хума тытăннă, килсен те руль умне ларнă, ӗмӗрӗпех автомашинăпа çӳренӗ. Районти организацисенче те вăй хунă, ытларах вара вырăнти колхозра ӗçленӗ, тӗрлӗ машинăсем çӳретнӗ, бензовоз та, «Колхида» та... ЗИСпа та ӗçлесе курнă  çамрăк чухне. «Ăçта та пулин пăрăнмалла пулсан ЗИС рульне унта çитиччен 20 метр маларах пăрса хумаллаччӗ», – шӳтлетчӗ Витя тете ку машина пирки. Виçӗ класс кăна пӗтерме ӗлкӗрнӗ вăл, амăшӗ шкула урăх яман, ӗçлемелле пулнă. Кӳршӗри Кивӗ Улхаш ялӗнче пилӗк çул кӗтӳ кӗтнӗ. Вăл та паян ӗç ветеранӗ.

Халь Елена Кирилловнăпа Виктор Федотович иккӗшӗ кăна пурăнаççӗ. Çичӗ ачи ӳссе тӗрлӗ çӗре саланнă, çемьеленнӗ. Шел, Николай 49 çула çитсе вăхăтсăр çӗре кӗнӗ.

– Юлашки тăватă çулне колхозра фермăра ӗçлерӗм, пăру пăхрăм. Вунă кунхи пăрусене дояркăсем кӳрсе паратчӗç те вӗсене 2-3 уйăха çитиччен çитӗнтереттӗмччӗ. Çавăнпа пенси укçи те кăштах ӳсрӗ манăн. Çапла 50 çулта пенсие тухрăм. Ачасем, мăнуксем (вун тăваттăнччӗ вӗсем, пӗри, шел, пиртен уйрăлса кайрӗ) килсе çӳреççӗ. Мăнуксен ачисем те саккăрăн ӗнтӗ. Çемье пысăк пирӗн. Çапла вӗсене кӗтсе илсе, ăсатса ярса кунсем иртеççӗ, – тет Елюк акка.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Çӗпрел районӗ.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев