Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНӖ ЙӖЛМЕЛ ИСТОРИЙӖНЧЕН

XVII ӗмӗр вӗçӗнче ку тăрăха çурçӗр енчен чăвашсем килнӗ те йӗлме йывăçӗ нумай ӳсекен вăрман хӗрринче тӗпленнӗ

Нумаях пулмасть ман «Пирӗн ял – Çӗнӗ Йӗлмел» ятлă кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Ун валли эп материалсем 35 çул ытла каялла пуçтарма тытăннă. Кӗнеке пулассине те пӗлмен-ха ун чух, çапах та интересленсе пуçтараттăм. 10-12 çул каялла вара пухнă материалсене пайăн-пайăн уйăрса çырма пуçларăм. Çапла вара ку кӗнеке ман пурнăçăн тӗллевӗ, ӗмӗчӗ пулса тăчӗ. Ырă çынсем пулăшнипе ку ӗçӗн вӗçне тухрăмах. Кӗнекене типографире пичетлеме ял çыннисем укçа-тенкӗ пухса пачӗç. Тăван ялта пурăнакансем кăна мар, Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнисем те хастар хутшăнчӗç ку ӗçе. Кӗнекере ку çынсен списокӗ те, укçа панă сумми те пур. Вӗсене çӗре çити пуç тайса тав тăватăп. Халь вулакансене кăштах çак кӗнекери фактсемпе паллаштарас шухăш пур.

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ (вырăсла – Новое Ильмово) Тутарстанри Çӗпрел районне кӗрет. 1930 çулччен ăна хут çине Ново-Ильмовый Куст е Новый Ильмовый Куст тесе çырнă. 

 

 

Çӗньял

 

XVII ӗмӗр вӗçӗнче ку тăрăха çурçӗр енчен чăвашсем килнӗ те йӗлме йывăçӗ нумай ӳсекен  вăрман хӗрринче тӗпленнӗ. Ăна Йӗлмел тесе ят панă. Юнашарах пысăк çăлкуç тапса тăнă. Анчах çӗнӗ вырăна куçса килнӗ çынсене вăрă-хурах канăç паман, выльăх-чӗрлӗхне, килти япалисене илсе кайнă. Çавăнпа çынсем Чăнлă шывӗ пуçланакан вырăнтан икӗ çухрăм аялалла куçса ларнă. Тепӗр 10-12 çултан темиçе çемье Чăнлă çырми тăрăх тата 4 çухрăм аннă та сулахай çыранра çӗнӗ ял йӗркелесе янă, ăна  Çӗнӗ Йӗлмел тесе ят панă. Малтанхи ялӗ вара Кивӗ Йӗлмел пулса юлнă. Кунта та вăрă-хурахран канлӗх тупайман çӗнйӗлмелсем, çавăнпа 7-8 çултан çыранăн тепӗр енне, кăнтăр енне, куçса ларнă, Тӗп Тукас текен урам никӗсленӗ. Ял малалла çак енче сарăлса пынă. Паян кивйӗлмелсем пирӗн яла Çӗньял теççӗ.

 

Тинӗс шайӗнчен 196 метр çӳллӗшӗнче

 

Çӗнӗ Йӗлмел Çӗпрел райо­нӗн кăн­тăр-хӗвелтухăçӗнче выр­­­наçнă, унта чăвашсем пу­рăнаççӗ. Халӗ вăл ял хутлăхӗн центрӗ, унсăр пуçне кунта Çӗнӗ Чукал ялӗ кӗрет. Ялтан район центрне тӳрӗрен çитме 8 çухрăм, асфальтлă çулпа çаврăнсан – 13. Хусан 240 çухрăмра, Пăва – 67, Ульяновск – 66. Ульяновска автобус çӳрет. Халь ялта 308 çурт, чăнах та, 100 çурта яхăн пушă ларать. Вӗсенче 650 çын пурăнать. Электричество токӗ яла 1967 çулта кӗртнӗ. 1974 çулта баллонсемпе газ илсе килсе çунтарма тытăннă, апат пӗçерме усă курнă. Çутçанталăк газӗ вара пăрăх тăрăх 2002 çулта çитнӗ, 100 ытла килте стационар телефонӗ пур. Çурт­сене пăрăх тăрăх шыв 2016 çулта кӗртнӗ. Кабель телевиденийӗ те кăтартать. Ялăн 2 пин гектара яхăн çӗр пур, вӗсенчен 1 пин те 600 – сухаламалли. Çӗнӗ Йӗлмел ларакан вырăн тинӗс шайӗнчен 196 метр çӳллӗшӗнче вырнаçнă. Чи çывăхри вăрман (Паснапуç вăрманӗ) – 6 çухрăмра. Ял территорийӗнче районти çул-йӗр тăвакан тата юсакан ДРСУ (кантурӗ тата асфальт завочӗ) ларать. Чăнлă шывӗ яла икӗ пая пайлать, кăнтăр енче вара Хурăнвар шывӗ (кивӗ документсенче Карамал тесе çырни пур)  хӗвелтухăç еннелле юхать. Икӗ çырма ялăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче пӗрлешеççӗ. Малалла вара Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхаш ялӗ енне Чăнлă шывӗ юхса каять, кайран Сӗвене кӗрет.

1860-мӗш çулсемччен ял çыннисем удел хресченӗсем шутланнă (1797 çулччен «дворцовые» тенӗ). Вӗсем çӗрпе аппаланнă, выльăх ӗрчетнӗ, столяр тата çӗвӗ ӗçӗсене пӗлнӗ. 1920-мӗш çулсенче чиркӳ, икӗ шкул, 27 суту-илӳ заведенийӗ ӗçленӗ, кашни эрнекун пасар кӗрленӗ. Ял общинин 1 пин те 740,4 теçеттин çӗр пулнă (1 те­çеттин – 1,09 гектар).

1920 çулччен Çӗнӗ Йӗлмел Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесӗнчи Упи вулăсне кӗнӗ. 1920 çултанпа Тутар АССРӗн Пăва кантонӗнче шутланнă. 1930 çулхи августăн 10-мӗшӗнчен – Çӗпрел районӗнче. Пӗр вăхăт Çӗпрел районне пӗтернӗ, çавăнпа ял 1963 çулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен тытăнса 1966 çулхи декабрӗн 30-мӗшчен Пăва районне кӗнӗ. Унтан каллех – Çӗпрел районне.

Çын шучӗ çапларах улшăнса пынă: 1859 çул – 888 çын, 1897 çул – 1328, 1913 çул – 1604, 1920 çул – 1532, 1926 çул – 1515, 1938 çул – 1904, 1949 çул – 1475, 1958 çул – 1634, 1970 çул – 1616, 1979 çул – 1348, 1989 çул – 878, 2002 çул – 786.1930-мӗш çулсенче кил-çурт йышӗ 350-360 çитнӗ.

Пирӗн тăрăхри ялсене Тискер хир текен вырăнта XVII ӗмӗртех йӗркелеме тытăннă, XVIII ӗмӗр пуçламăшӗнче ку ӗç вӗçленнӗ. Авалхи ялсем пирки тӗплӗнрех «Ландратская книга и ревизские сказки» кӗнекере çырса кăтартнă. Вăл Мускавра Раççей патшалăх авалхи актсен архивӗнче (РГАДА) упранать. 1-мӗш номерлӗ опиçре 1707–1718 çулсенче ирттернӗ пӗрремӗш ревизи материалӗсем упранаççӗ. Ун чухне ялсене кил тăрăх çӳресе шута илнӗ.

Ку кӗнекери документсене мана Алешкин Саплăк ялӗнче пурăннă Валентин Макаров таврапӗлӳçӗ пачӗ. Ăна вара паллă чăваш çынни, истори наукисен докторӗ Василий Димит­риев çырупа ярса панă. Ку документра Çӗнӗ Йӗлмел çинчен акă мӗн çырнă:

«Служилая чувашская деревня Новый Ильмовый Куст по реке Веришне Чилны, до Симбирского уезда ясачной чувашской деревни Старых Алгашей – две версты, до служилой татарской деревни Симбирского уезда Старых Чюкал –  две версты, до служилой татарской деревни Задоровки – одна верста, до служилой татарской деревни Новых Чюкал –  одна верста. В деревне  Новый Ильмовый Куст по переписным книгам (1718–1721 годы)  45 дворов, ныне (1747 год) 60 дворов, на выпас скота две десятины, сенных покосов нет, лесов нет. По реке Чилне пять меленок – колотовок по одному поставу, держат их (этой же) деревни чуваши».

Çакăнтах çапла çырни пур, «деревня служилых чувашей Новый Ильмовый куст – 231 мужчина (прикреплены к заготовке корабельных лесов, лашманы)».

Акă «Чувашское население XVII – XVIII столетий в Симбирско-­Са­ратовском Предволжье» статья­ри йӗркесем: «Первые собственно чувашские поселения на изучаемой нами территории возникают в 1670–1690 годах. Так по сведениям М.В.Арнольдова … из южных селений Буинского уезда … и Ильмового Куста в конце 17 столетия чуваши переселились в Сызранский уезд и другие места».

XVII ӗмӗрте правительство çарта тăракан чăвашсемпе тутарсене Карла патӗнчи палăртнă йӗрсем урлă куçарса вырнаçтарнă, кашнине 75 теçеттин таранччен çӗр лаптăкӗ уйăрнă. Ку çынсем помещиксен аллинче пулнă. Пирӗн тăрăхри XVII ӗмӗрти списокра 13 ял, çав шутра Кивӗ Йӗлмел те (Старый Ильмовый Куст), Çӗнӗ Йӗлмел те (Новый Ильмовый Куст) пур. Апла пулсан Çӗнӗ Йӗлмел XVII ӗмӗртех никӗсленнӗ. Каларăмăр ӗнтӗ, малтан Кивӗ Йӗлмел пулса кайнă. Акă В. Димитриевăн «О ясачном обложении».... Чувашия в эпоху феодализма» статйин­чи йӗркесем: «В Симбирском уезде земли было много, так как территория уезда только заселялась. Поэтому здесь норма земли на ясак была значительной. Так, в 1685 году ясачным чувашам деревень Алешкин-Сап­лык, Ильмовый Куст, Асаново и Новые Алгаши была выдана владенная выпись на «порозхскиу землю» … исходя из нормы «на целый ясак по двадцати четвертей в поле а в дву по тому же…» (то есть 30 десятин в трех полях) «с сенными покосы и со всеми угодьи».

 

Йӗлмел 10–12 çул пӗрле пурăннă хыççăн пайланнă

 

Куратпăр ӗнтӗ, кунта Ильмовый Куст текен яла ăнлантаракан сăмахсем (Çӗнӗ е Кивӗ) çук. Кунта Йӗлмел (хальхи Кивӗ Йӗлмел) çинчен кăна сăмах пырать пулмалла. Апла пулсан 1685 çулта ялтан çынсем уйрăлса тухман-ха. Хамăр ял çынни Петр Быков (1913 çулта çуралнă) çырса хăварнă тăрăх, Йӗлмел 10-12 çул пӗрле пурăннă хыççăн пайланнă. Йӗлмел ялӗ 1670-мӗш çулсенче никӗсленнӗ теме май пулсан вара Çӗнӗ Йӗлмел 1680-мӗш  çулсенче йӗркеленсе кайнă теме пулать. Çакна çирӗплетекен тепӗр япала: 1718–1721 çулсенче ирттернӗ çырав тăрăх, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 45 çурт пулнă. Вӗсем пӗр сехетре ӳссе ларайман вӗт. Хальлӗхе çапла шутлатпăр-ха, тен, хăçан та пулин тӗрӗсрех те пӗлме тӳрӗ килӗ.

Ульяновск облаçӗн патшалăх архивӗнче ӗçлесе ларнă май эпӗ 1847 çулхи интереслӗ документ тупрăм (318 фонд, 1 опись, 727 ӗç). Документ ячӗ – «По рапорту Шигалинского приказа об отводе кладбища крестьянам д.Но­вого Ильмового Куста». Унта ял çыннисем çапла ыйтса çырнă: «…кладбищи у нас с давнего времени существует общие с крестьянами деревни Старого Ильмового Куста с кои­ми и земля состоит в общем чрез полостном владении которые отведены близ означенной деревни. А от нашего места жительства они отстоят в 4 верстах, но нам желательно иметь кладбищи при своей деревни, ибо во время водополья и в ненастное время бывает большое затруднение в отвозе туда тел умерших. Почему в необходимости находимся прибегнуть с нижайшею прозбою к Высшему начальству, которое осмеливаемся Всепокорнейшие просить через кого следует отвести нам погост при нашей деревне, а прежний таковый останется для крестьян деревни Старого Ильмового Куста».

Июнӗн 10-мӗшӗнчех  вӗсене справка параççӗ, 1847 çулхи декабрӗн 13-мӗшчен çӗнӗ масар уçмалла теççӗ. Ку масара Тӗп Тукасăн анăç енче уçнă.

Кунта  интереслӗ факт сиксе тухать: çӗнйӗлмелсен 1848 çулччен хăйсен масар пулманнипе вилнисене 150 çул ытла Кивӗ Йӗлмел масарне илсе кайса пытарнă иккен. Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи хальхи масара вара урăх вырăнта 1905 çулта çеç уçнă. Апла Тӗп Тукасри масара çынсене 57 çул хушши пытарнă.

XVIII ӗмӗр варринче Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи ясак чăвашӗсене, ытти ялсенчи пекех, христиан тӗнне кӗртме тытăннă, язычество ячӗсене православи ячӗсемпе улăштарса çырнă. Ку ӗç 100 çул ытла тăсăлнă.

1780 çулта Иккӗмӗш Кӗтерне патша Пăва хулине тата уесне туса хурас тӗлӗшпе указ кăларать. Унта 19 вулăс туса хураççӗ, вӗсем Чӗмпӗр наместничествине кӗреççӗ. Çӗнӗ Йӗлмел çак вăхăтранпа Пăва уесӗн Упи вулăсне кӗрет. 1796 çулта вара Пӗрремӗш Павăл указӗпе наместничествăран Чӗмпӗр кӗпӗрни туса хураççӗ.

Дмитрий Солунский ячӗллӗ чиркӳ пирӗн ялта 1861 çулта çынсем пухнă укçапа  йывăçран çӗкленӗ çӗнӗ çуртра уçăлнă. 1895 çулта ун çумне хушма çурт туса хунă. Храмра Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен вӗренсе тухнă çынсем ӗçленӗ. Совет влаçӗ туса хунă хыççăн чиркӗве хупаççӗ. 1936 çулта унта клуб ӗçлеме пуçлать. Ку çурт 1990 çулхи апрель уйăхӗнче йăлтах çунса кайрӗ, чул никӗсӗ кăна юлчӗ. Ял халăхӗ укçа пуçтарса çак никӗс çинче йывăç çурт çӗклерӗ. 1991 çулхи ноябрь уйăхӗнче кунта каллех чиркӳ алăкӗсем уçăлчӗç. Пӗрремӗш настоятель чăваш Çӗпрел çынни Иван Ефремов пулчӗ. 1994 çулта чиркӗве Хусан тата Тутарстан архиепископӗ Анастасий килсе кайнă. 1997 çултанпа  чиркӗве Рункă чăвашӗ Валерий Иванов (Владимир игумен) ертсе пырать.

 

Пӗрремӗш шкул

 

Пӗрремӗш шкул «Мужское начальное народное училище» ятлă пулнă, вăл 1863 çулта çын хваттерӗнче уçăлнă. 1869 çулта яла Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен инспекторӗ И.Н.Ульянов (В.И.Ленин ашшӗ) килсе кайнă теççӗ. Çап­лах яла 1871 çулта Чӗмпӗр чăваш шкулне никӗслекен И.Я.Яковлев килни çинчен те сăмах çӳретчӗ. 1886 çулта шкул валли ятарлă çурт çӗклесе лартнă, унта чăваш драматургине никӗслекенсенчен пӗри – Николай Сидорович Ефремов  (Кивӗ Йӗлмел çынни) пуçламăш пӗлӳ илнӗ. Ку çурт­ра 1972–1976 çулсенче эпӗ те вӗрентӗм-ха. Ăна 1990-мӗш çулсенче юсаса çӗнетрӗç, вăл халь те ларать-ха, анчах пушă. 1934–1935 вӗренӳ çулӗнче ял шкулӗнче çичӗ класлă пӗлӳ илме тытăннă, 1962–1963 вӗренӳ çулӗнче  вара сакăр класлă пӗлӳ çине куçнă. 1981 çулхи сентябрь уйă­хӗнче ачасем вăтам пӗлӳ илме пуçланă. Халь шкул икӗ хутлă кирпӗч çуртра вырнаçнă, унта 70 ытла ача вӗренет. Çак çуртрах ача сачӗ, ФАП вырнаçнă, унта уйрăм алăксенчен кӗмелле.  Ял биб­лиотеки те çак çуртрах вырăн тупнă.  Шкул умӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсене асăнса палăк лартнă. Афганистан тата Чечня вăрçисене хутшăннă çынсене уйрăм палăк лартса чыс тунă.

Чухăнсен комитетне 1918 çулта йӗркеленӗ, ăна Н.Антипов ертсе пынă. Ялти пӗрремӗш комсомолец – Василий Федорович Бахтин (1908 çулхи).

П.С.Быков таврапӗлӳçӗ çырса хăварнă тăрăх, ялта 1920 – 1930 çулсенче 6 çил арманӗ, 3 аптирк­ка, çăм шăртлакан машина пулнă. Сельпо 1927–1928 çулсенче йӗркеленнӗ. 1928 çулта вулав çурчӗ уçăлнă, ăна Василий Николаев ертсе пынă. Ял Совечӗн пӗрремӗш председательне 1920 çулта Александр Волкова суйласа лартнă. Паян Çӗнӗ Йӗлмел ял тăрăхне Роберт Дружков ертсе пырать.

Ленин ячӗллӗ колхоза 1930 çулта йӗркеленӗ, пӗрремӗш председателӗ Федор Амосов. Унтан ялта тепӗр колхоз та йӗркеленӗ – Суворов ячӗллине. Вӗ­сем кайран пӗрлешнӗ. 1959 çул­та Çӗнӗ Йӗлмелпе Çӗнӗ Чукал пӗрлешнӗ, Бауман ячӗллӗ колхоз пулса тăнă. Пӗр вăхăт ял çыннисем «Ильмово» колхоз йӗркелесе ӗçлесе пăхрӗç. Халӗ Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăна кӗрет.

Электричество токӗ 1967 çулта çитнӗ терӗмӗр, анчах 1936 çултах Тимофей Васильевич Айметов Мускавран мазутпа ӗçлекен электростанци илсе килнӗ пулнă. Вăл токпа колхоза, шкула тата çывăхри урама тивӗçтерсе тăнă.

 

Вăрçа 256 çын кайнă

 

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине малтан 256 çын кайнă, 188 çын таврăнайман тесе çыратчӗç. Халь шкул умӗнчи палăк çинче вилнисен шучӗ кăна 240 çын ытла. Çӗнӗ хушаматсем тупăнса пыраççӗ пулмалла. Сăмахран, ял çыннисем фронта урăх регионтан çакланма пултарнă,  вӗсене вара малтан шута илмен пулмалла.

Афганистан вăрçине 10 çын ытла хутшăннă. Шел, Николай Федорович Пришельцев (1965 – 1984) тата Геннадий Константинович Чамин (1964 –1984)  унтах пуç хучӗç. Вӗсене ял масарне илсе килсе пытарнă.

Чечня кампанийӗ те çухатусăр иртмерӗ, Александр Иванович Шуркин сывă таврăнаймарӗ. Ăна вилнӗ хыççăн Паттăрлăх орденӗпе наградăланă. Халӗ кашни çул шкулта Шуркин ячӗпе кӗрешӳ турнирӗ иртет. Пурӗ вара ку хӗрӳ точкăна 20 ытла çамрăк çитсе вут-çулăм урлă тухнă. 1986 çулта сиксе тухнă Чернобыль синкерне сирме Геннадий Ильич Афиногентов çитсе килчӗ. Каярах вăл йывăр чире кайрӗ, çавна пулах пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчӗ.

Ял клубӗ 1930-мӗш çулсенче ӗçлеме тапраннă. 1980-мӗш çулсенче унта çамрăксем «Молодость» ятлă вокалпа инструментсен ансамблӗ йӗркелесе янăччӗ. 2014 çулта клуб валли кирпӗчрен ятарлă çурт хăпартрӗç. Паян унта «Йӗлме» тата «Калинушка» ушкăнсем ӗçлеççӗ. Клуб ӗçне Наталья Владимировна Макарова йӗркелесе пырать.

1985 çулта ял çамрăкӗсем футбол команди йӗркелесе ячӗç. Вăл район первенст­винче выляса иккӗмӗш тата виççӗмӗш вырăнсем йышăнма пултарчӗ, çаплах икӗ хут район Сабантуйӗн­че çӗнтерчӗ. Темиçе вылякан район командине кӗнӗ. Хальхи шкул директорӗ Владимир Мискин вара Çӗпрел райо­нӗн чысне хӳтӗлесе Краснодарта Раççей шайӗнчи турнирта та вылянă.

Ялта почта уйрăмӗ, икӗ харпăр лавкка, пушар сӳнтерекен депо, модульлӗ ветеринари пункчӗ пур. Уйрăмах паллă вырăнсем: 1910 çулта Малти касра Василий Осипович Вассияров  хӗрлӗ кирпӗчрен туса лартнă путваллă çурт тата чиркӳ çывăхӗнчи шкул çурчӗ (ăна 1886 çулта йывăçран тунă).

Халь ялти пасара çынсем кӗçнерникун пуçтарăнаççӗ, унта сутуçăсем ытти ялсенчен те килеççӗ. 

 

Тепӗр Çӗнӗ Йӗлмел

 

Пирӗн ял çыннисем XVIII ӗмӗрте тухса кайса хальхи Çа­рăмсан районӗнче тепӗр Çӗнӗ Йӗлмел йӗркеленӗ. Çаплах çак тăрăхри Акрель, Йăвашкел ялӗсене никӗслекенсем хушшинче те пирӗн ял çыннисем пулнă. Столыпин реформи вăхăтӗнче пирӗн ял çыннисем хамăр районти Хулаçырмипе Çӗнӗ Чукал хушшинче çӗнӗ поселок йӗркелеççӗ – Федоровка. Унта çаплах Хулаçырми, Аслă Аксу çыннисем те пырса лараççӗ. Анчах 1930-мӗш çулсенче поселок саланать, çынсем тухса каяççӗ. 1920-мӗш çулсен варринче Çӗнӗ Йӗлмелтен тухакансем Çӗнӗ Улхашпа Упи ялӗсем хушшинче Йӗлмел поселокне никӗслеççӗ. Вăл та 1970-мӗш çулсенче асфальтлă çул тата электричество токӗ пулманнипе пӗтет. Пирӗн ял çыннисем Самар облаçӗнчи Шунтал районне те чылай тухса кайнă. 1970-мӗш çулсенче вӗсем Çимӗкре несӗлӗсене асăнма масар çине килетчӗç-ха. Хӗрарăмӗсем шурă саппун­паччӗ.

 

Паллă çынсем

 

Пирӗн ялтан тухнă чи паллă çын – Павел Миронович Миронов, ученăй-математик, Чӗмпӗр чăваш шкулне пӗтернӗскер, И.Я.Яковлевăн воспитанникӗ, Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи халăх училищисен инспекторӗ, 30 кӗнеке авторӗ, натуралист, композитор. Çаплах Курган архиепископӗ пулнă  Константин Прокопьевич Прокопьев та чăваш тӗнчинче паллă ят. Вăл этнографи енӗпе темиçе кӗнеке çырса хăварнă.  Хăйсен тăрăшуллă ӗçӗпе çак çынсем те ырă ят тата чыс çӗнсе илнӗ: Мускаври пединститут доценчӗ Дмитрий Архипов художник, Александр Семенович Михайлов священник (вăл Самар тăрăхӗнче темиçе шкул уçнă, уншăн ăна Ленин курса мухтанă), Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ Александра Васильевна Николаева, хамăр ял çинчен пичет  машинкипе çыр­са хатӗрленӗ «Пурăнăç вăл – пу­рă­нăç» кӗнеке авторӗ Петр Сер­геевич Быков  таврапӗлӳçӗ, РСФСР тата ТАССР тава тивӗçлӗ агрономӗ, ТАССР Верховнăй Совечӗн депутачӗ Николай Иванович Егоров, Раççей тата ТАССР тава тивӗçлӗ зоотехникӗ, Çӳлту районӗн иккӗмӗш секретарӗ пулнă Виктор Никифорович Егоров, тӗрлӗ хаçатсен штатра тăман корреспонденчӗ пулнă Александр Ананьевич Казаков таврапӗлӳçӗ,  Раççей Федерацийӗн тава тивӗçлӗ учителӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Александр Федорович Головин,   ТАССР Верховнăй Совечӗн депутачӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ Мария Сергеевна Халимова-Ларионова доярка, милици подполковникӗсем Гурий Семенович Агапов, Леонтий Сидорович Утеев,  Михаил Иванович Зайцев, Владимир Ильич Мресов, ТАССР тава тивӗçлӗ механизаторӗсем Николай Никифорович Мулеев тата Владимир Петрович Шуркин, Никодим Дмитриевич Патрин хирург, СССР халăх учителӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Петр Петрович Головин, педагогика наукисен докторӗ Николай Ильич Калаков полковник, Владимир Ильич Калаков полковник, Дмитрий Ильич Калаков полковник,  ТАССР тава тивӗçлӗ агрономӗ Николай Михайлович Мискин, ТАССР Верховнăй Совечӗн депутачӗ Иван Васильевич Андреев,  Елчӗк тата Шăмăршă районӗсен халăх судйи пулнă Виктор Петрович Вассияров, СССР тава тивӗçлӗ штурманӗ Сергей Иванович Бахтин, РСФСР çутӗç ӗçченӗсем Антонина Трофимовна Казакова-Зимина тата Мария Ивановна Шадирякова-Лысова, Тутарстан Журналистсен союзӗн пайташӗ Геннадий Николаевич Карсаков, Раççей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Ульяновск облаçӗнчи  уйрăмӗн ертӳçи, «Савнă ялăм – Çӗнӗ Йӗлмел» кӗнеке авторӗ Николай Александрович Казаков, Раççей тата Тутарстан «Чăваш пики – 2003» конкурссен çӗнтерӳçи Татьяна Викторовна Афиногентова-Чашкина, «Шăрăх кунсем» кӗнеке авторӗ Николай Иванович Андреев тата ыттисем.

Хăйсен шăпине тӗн пурнăçӗпе çыхăнтарнă çынсем те пур: Александр Дмитриевич Мискин, Николай Федорович Дунаев, Владимир Иванович Быков протоиерейсем. Мускаври Пукрав хӗрарăмсен мăнас­тирӗн настоятелӗ – Феофания игуменийӗн (Ольга Дмитриевна Мискина, 1965 çулхи) ашшӗпе амăшӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен, хăй вара вăл Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă поселокӗнче çуралнă. Ашшӗ Дмитрий Михайлович Мискин, амăшӗ  Валентина Ивановна Миронова.

Икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн, тăхăр хутчен Ленин орденӗн кавалерӗн, СССР Верховнăй Совечӗн депутачӗн, КПСС Тӗп комитечӗн пайташӗн, Ленин тата Патшалăх премийӗсен лауреачӗн, нумай çул СССР авиаци министрӗ пулнă Петр Васильевич Дементьевăн амăшӗ – Елена Герасимовна Бахтина – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă.

Раççей тава тивӗçлӗ спорт мастерне Сергей Казакова та (1976 çулхи)   бокса юратакансем лайăх пӗлеççӗ, вăл 48 килограмм таякан боксерсем хушшинче Олимпиадăра бронза медаль илнӗ, тӗнче чемпио­нӗ пулса тăнă. Çаплах вăл виçӗ хутчен Европа чемпионӗ тата çичӗ хутчен Раççей чемпионӗ ятне çӗнсе илме пултарнă. Сергей ашшӗ – Николай Иванович Казаков – Çӗнӗ Йӗлмел çынни, эпир унпа пӗр касăрах ӳснӗ.

Вăрçăччен пирӗн ял шкулӗнче Хурăнвар Шăхаль çынни Петр Сергеевич Юхвитов вӗрентнӗ, кайран вăл фронтра Совет Сою­зӗн Геройӗ пулса тăнă.

Кашни ялăн кун-çулӗ – ытамласа илме çук пысăк истори. Унта мӗнле кăна çын çук, мӗнле кăна пулăм çук! Вӗсене никам та асра тытаймасть, çавăнпа майӗпен çырса пымалла. Эпир çапла кăна малтанхи пулăмсене килес ăрусем валли хăварма пултаратпăр. Кун пек кӗнекесем кашни ялăн пулмалла тесе шутлатăп, вӗсемпе çамрăксене воспитани панă çӗрте усă курмалла. Çавăнпа та чăваш ялӗсенчи таврапӗлӳçӗсене хастартарах пулма ыйтатăп. Шырăр, çырăр, кӗнекесем кăларăр. Мӗншӗн тесен кашни ялăн кун-çулӗ – Аслă Раççейӗн пысăк историйӗн пӗр пайӗ. Аслă Раççей вара çакăн пек пӗчӗк ялсемпе пысăк хуласен кун-çулӗнчен тăрать. Ку пирӗн пӗтӗмӗшле истори.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи арман, 1939 çул.

Ялти чиркӳ.

Шкул умӗнчи палăксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев