Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯЛТА ХӖРАРĂМСЕН УЧИЛИЩИ ӖÇЛЕНӖ

Священник тăрăшнипе Çӗнӗ Йӗлмелӗнче хӗрарăмсене те пӗлӳ илме май туса панă

Чăваш патшалăх истори архивӗнче «Инспектор чувашских школ Казанского учебного округа, г.Симбирск» ятлă  501-мӗш фонд упранать. Унта пирӗн тăрăхри ялсем çинчен чылай документ тупма май пур.

 

Мана хамăр ял (Çӗпрел райо­нӗ, Çӗнӗ Йӗлмел) пирки çырса хăварнисем кăсăклантарчӗç. 1-мӗш опиçре «Переписка с Попечителем Казанского учебного округа об открытии в селах Ново-Ильмовского Кусте Буинского уезда и Байглычеве, Тетюшского уезда. Сведения о получении о расходах средств на содержание и строительст­во домов для училищ» ятлă документ пур (1880–1888 çулсем). Кунта чăваш ялӗсенче хӗрарăмсем валли училищӗсем уçасси пирки сăмах пырать.

1883 çулхи августăн 1-мӗшӗнче Çӗнӗ Йӗлмел чиркӗвӗн (вăл 1861 çулта уçăлнă) священникӗ Григорий Стратонов Хусан вӗрентӳ округӗн управляющийӗ патне çыру çырать. «Я признаю школу единственным средст­вом поднятия уровня религиозно-нравственного состояния инородцев чуваш. Женское чуж­до образованию. Улучшения быта зависит от женщин, дающих воспитание детям. Язычест­во сейчас поддерживается женщинами», – тесе пуçлать вăл çырăвне.

Çавăнпа вăл ялсенче хӗ­р­а­­рăм­сене пӗлӳ паракан çуртсем тумалла тесе ăнлантарать. Ун шучӗпе, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче хӗрарăмсене вӗрентме тăтăшах чиркӗве çӳрекен Матрена Герасимова пултарать. Унăн ашшӗ хисеплӗ хресчен, Матрена Герасимова хăй Чӗмпӗрти Тӗп чăваш шкулӗнче хӗрарăмсен уйрăмне пӗтернӗ. Пирӗн ялта хӗрсене вӗрентме чиркӳ хурал пӳртӗнче хатӗр пӳлӗм, çаплах арçынсен училищинче уйрăм пӳлӗм пур тесе ăнлантарать священник.

«Я осмеливаюсь просить открытия женской школы в селе Новом-Ильмовом Кусте», – тет вăл управляющие.

1883 çулхи сентябрьте вӗрентме пуçлама вара шкул валли çулталăка 100 тенкӗ укçа ыйтать вăл: 52 тенкӗ – вӗренӳ хатӗрӗсем туянма, 48 тенкӗ – вӗрентекен валли. 1884 çулта вара ку цифра çапла пулмалла тет: 144 тенкӗ – наставница валли, 36 – пособисем валли.

Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи халăх училищисен директорӗ И.Н.Улья­нов 1883 çулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче ку ыйтупа округри чăваш шкулӗсен инспекторне И.Яковлева çапла çырса пӗлтерет: «Министр разрешил открыть женское одноклассное начальное училище в с. Ново-Ильмовом Кусте с 1 сентября».  

Ку училищӗне малтан 21 хӗр вӗренме кӗме кăмăл тунă. Халăх вӗрентӗвӗн министерст­ви вара хӗрарăмсен училищи валли укçа пама килӗшнӗ, счет панă. Ăна И.Я.Яковлев алă пусса çирӗплетнӗ. «Счет рассмотрен и признан  правильным, утвержден инспектором чувашских школ Казанского учебного округа И.Яковлевым», – тенӗ унта. 

Вӗренӳ пособийӗсем, хатӗрӗ­сем туянма 52 тенкӗлӗх суммăна çаксем кӗнӗ. Билетлă салтака Димитрий Феодорова кӗнеке шкапӗ кӳрсе панăшăн – 20 тенкӗ, Крупеникова лавккинчен чернил япалисем туяннăшăн – 2 тенкӗ те 30 пус, ал ӗç тума хатӗрсем кӳрсе панăшăн Василий Петрович Нагашева – 3 тенкӗ те 10 пус, Иван Константинович Никифорова кӗнеке хуплашкисене туса панăшăн – 8 тенкӗ, билетлă салтака Димитрий Феодорова сӗтел кӳрсе панăшăн – 18 тенкӗ те 60 пус. Япала туяннă счета Г.Стратонов алă пуснă.

Ултă сӗтеле Д.Феодоров Вырăс Чăнлă ялӗнчен илсе килни паллă. 1883 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче çак хак хутсене Çӗнӗ Йӗлмел çынни Захар Михайлов çырса хатӗрленӗ. Декабрӗн 10-мӗшӗнче вара Крупеникован тимӗр лавккинчен (Чӗмпӗртен тесе шутлатăп) чернил хатӗрӗсем 1 тенкӗ те 30 пуслăх туяннă,  витрепе  алтăр – 1 тенкӗлӗх. Уншăн укçине А.Степанов илнӗ.

Училище валли Толстойăн 20 кӗнекине тата Афанасьевăн 20 кӗнекине хуплашка хунă. Уншăн укçа 1884 çулхи мартăн 21-мӗшӗнче Иван Никифоров илнӗ.

Çапла çырни пур кунта: «В школу поступили 18 девчат, безграмотные. Учение началось 5 октября 1883 года». Вӗсем планпа çулталăкра 175 кун ултшар сехет вӗренмелле пулнă.

Кăштах вӗренӳ методикине те çырса хăварнă. Учитель хӗрсене доска çинче грифельпе çырма хăнăхтарать, сыпăкпа вулама, арифметикăпа ăсра 20 таран тата Евтушевский сборникӗнчи задачăсене шутлама вӗрентет. Турă саккунне вӗренме Афинский çырнă Кивӗ Заветпа усă курнă, кӗлӗсем калама вӗреннӗ. Сăваплă историе хӗрсем хăйсен сăмахӗсемпе каласа памалла пулнă.

Ал ӗç тума уроксем хыççăн пӗрер сехет уйăрнă, шăматкун вара кăнтăрларан тытăнса 15 сехетчен аппаланнă. Кунта пански (чăлха) тата алшăлли валли çаврашкасем çыхнă, канва тăрăх ансат тӗрӗсем тӗрленӗ. Ку ӗçе Матрена Герасимова илсе пынă. Вăл вӗрентнӗшӗн 1884 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа çулталăка 96 тенкӗ илсе тăма пуçланă – 8 уйăхра 12-шер тенкӗ.

1885 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Пăва уес хысни Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи хӗрарăмсен училищи валли 185 тенкӗ уйăрса панă.

Архиври документсенчен çакă та паллă: 1885 çулта Мат­рена Герасимова Чистай уесӗнчи Сӗнчел шкулне ӗçлеме куçса кайнă. Ман шутпа, вăл 1884 – 1885  вӗренӳ çулне пӗтернӗ, ун хыççăн çеç кайма шут тытнă пуль.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев