Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«АТАЛАН» ТУССЕМПЕ ПӖРЛЕ ЯЛАН

«Аталан» пӗр вырăнта тăракан пӗрлешӳ мар, вăл ялан шыравра. Хальхинче те чăваш студенчӗсем тӗлпулăвăн форматне улăштарчӗç. Олимпиадăна хутшăннă мӗнпур наци ачине хаваслă вăйă киртине тăратрӗç.

Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ декабрӗн 25-мӗшӗнче «Туслăх» лагере, хăйсен çамрăк юлташӗсем патне васкарӗ. «Шкул ачисемшӗн республика олимпиади хумхануллă тӗрӗслевпе кăна мар, савăк кăмăлпа та асра юлтăр тесе килсе савăнтарма шутларăмăр»,– терӗ кун пирки «Аталан» ушкăнăн ертӳçи Алена Гордеева. Палăртса хăварар, «Аталан» пӗр вырăнта тăракан пӗрлешӳ мар, вăл ялан шыравра. Хальхинче те чăваш студенчӗсем тӗлпулăвăн форматне улăштарчӗç. Олимпиадăна хутшăннă мӗнпур наци ачине хаваслă вăйă киртине тăратрӗç.Тӗлпулу хаваслă та усăллă ирттӗр тесе мероприятие ТР Çамрăксен ассамблейипе пӗрле ирттерчӗç. Апла пулин те тӗлпулăвăн тӗллевӗ улшăнмарӗ. Вăл – ачасене пӗрле ӗçлеме вӗрентесси. «Аталан» кураторӗсем вӗсене тăватă командăна пайласа кашнинпе уйрăм ӗçлерӗç. Кун хыççăн эстафета ТР Çамрăксен ассамблейине куçрӗ, пурте пӗрле тӗрлӗ халăх вăййисене вылярӗç вӗсем.

Интересли те сахал мар пулчӗ. Калăпăр, «МУВИ-театр» мастер-класс кăтартрӗ. 20 çынран тăракан çак хăйне евӗрлӗ театр пӗчӗк постановкăсем хатӗрлесе обществăри çивӗч ыйтусене – тӗрлӗ халăх çамрăкӗсен хутшăнăвӗнчи паянхи проблемисене – çӗклет. Калăпăр, тӗрлӗ тӗне ӗненекен, тӗрлӗ чӗлхепе калаçакан,тӗрлӗ çӗршывран килнӗ çамрăксен юратăвӗн чăрмавӗсем. Театр-форумăн ертӳçи Галина Громова пӗлтернӗ тăрăх, постановкăсенчи ӗç-пуçа сцена çинчи геройсем мар, куракан хăй пӗтӗмлетет. Çапла майпа паянхи проблемăна хӗрринчен курать вăл. Шкул ачисем умӗнче таджик хӗрӗпе вырăс каччин юратăвне çывăх юлташӗ йышăманнине кăтартрӗç вӗсем.

Шкул ачисем «Аталан» пӗрлешӗвӗн ыранхи хастарӗсем пуласси те куçкӗрет. Тӗслӗхрен, Аксу район пики, Хусанти Культура институчӗн пӗрремӗш курс студенчӗ Юлия Еремеева пӗлтӗр кăна-ха çак олимпиадăна хутшăннă шкул ачи пулнă, паян «Аталан» хастарӗ. ТР ЧНКА Ӗтăвком Председателӗн çамрăксемпе ӗçлекен çумӗ Артем Носков сăмахӗсем тăрăх, «Аталан» çинчен илтмен, пӗлмен шкул ачи сахал халӗ республикăри чăвашсен хушшинче. Эппин, пӗрлешӳ хăйӗн тӗллевне пурнăçлать. Хусана килекен чăваш каччисемпе хӗрӗсемшӗн «Аталан» пысăк тус шутланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана