Иртнӗ эрнекун Хусанти Халăхсен Туслăх çуртӗнче çак пысăк пулăм чăваш çамрăкӗсене çеç мар, аслăрах çултисене те пуçтарчӗ. Хусанта çамрăксен пӗрлӗхӗ «Сувар» хаçат редакцийӗ çумӗнче «Асамат» ятпа 1999-2000 çулсенче пӗрлешнӗччӗ. Унăн тӗллевӗсем, кун йӗркисем, тӗпрен илсен, паянхинчен пит уйрăлсах тăман. «Аталан» пекех «Асамат» тӗрлӗ енчен (ытларах чухне ялсенчен) килнӗ çамрăксене хула пурнăçне хăнăхма пулăшма тăрăшатчӗ. Яшсемпе хӗрсем чăваш юрри-ташшине, культурине пӗрле тӗпчетчӗç, çӗнӗ юрăсем, хайлавсем çырса хăйсем те тăван культурăна тӳпе кӗртетчӗç.
Çамрăксен юхăмĕ
Паян эпир пурте пӗлекен, юратакан «Хусан чăвашӗсем» ушкăн шăп «Асамат» чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвне хастар хутшăннă Алексей Наумов композиторăн проекчӗ пулса тăчӗ.
ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, редактор çумӗ Вера Александрова, ТР Чăваш хӗрарăмсен союзӗн ертӳçи, «Тутарстан Чăваш пики», «Илемпи» конкурссен директорӗ, Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн вӗрентекенӗ Сильвия Чаркина – çак хисеплӗ çынсем пурте «Асамат» çамрăксен пӗрлӗхӗнче пуçтарăннă. Ăна халӗ юрист пулса ӗçлекен Елена Бултыкова ертсе пычӗ. Кун çинчен «Аталанăн» юбилей каçӗнче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Валерьевна та хăйӗн саламӗнче палăртрӗ.
2016 çулта ӗçлеме пуçланă «Аталан», калăн, «Асамат» идейисене малалла аталантарнă, пурнăçа кӗртнӗ, ку енӗпе халӗ те ӗçлеме чарăнмасть. Енчен те малтан «Аталан» фестивальсем йӗркеленӗ пулсан, мастер-классем ирттернӗ-тӗк, паян çӗнӗ технологисемпе, цифрăпа, ИИпе анлă усă курать. Çаплах халь пысăк проектсене пурнăçлама грант выляса илни те пӗлтерӗшлӗ.
«Аталан» филиалӗсем республикăмăрти чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче тантăшӗсенче чăвашлăх туйăмне тытса тăраççӗ, малалла ӳсме хавхалантараççӗ. Хăйсем тӗллӗн ирттерекен мероприятисене те çӳллӗ шайра йӗркелеççӗ, регионсенчи тантăшӗсемпе те килӗштерсе ӗçлеççӗ. 2024 çулта Пушкăртстанри тантăшӗсемпе пӗрле ирттерекен проекта пурнăçлама грант çӗнсе илнӗ. 2022 çулта Уявра çамрăксем пӗрремӗш хут форум ирттерчӗç. Çакăнтанпа кашни çул Уявра çамрăксем форум йӗркелеççӗ.
Тутарстанра 2002 çултанпа пыракан «Чăваш пики», «Уяв пики» конкурссенче чи хитре пикен титулне илессишӗн тупăшакансем те, тӗпрен илсен, аталансем. Юлия Еремееванах тӗслӗхе илер. 2023 çул чи илемлӗ пике пулнине вăл темиçе конкурсра çирӗплетме пултарчӗ – «Тутарстан Чăваш пики», «Раççей Чăваш пики», «Науруз Гузеле» çӗнтерӳçи тата «Азия – Сибирь» конкурсăн финалистки. Фойере йӗркеленӗ курав «Аталан» çак çулсенче тунă çӗнтерӳсем çинчен каласа парать, кулленхи ӗçӗпе паллаштарать.
Пикесем чăваш дизайнерӗсен тумӗсемпе паллаштарчӗç
Юбилей каçӗнче тӗрлӗ çулсенче çак титула çӗнсе илнисем сцена çинче тӗл пулчӗç. Хӗрсем халӗ те конкурс кунӗнчи пек илемлӗ, маттур. Йӗркелӳçӗсем пикесене чăваш дизайнерӗсен çи-пуçӗпе кăларни вара – чăн-чăн уяв: Ирина Трифоновапа Ульяновскри чăваш тумӗн ăсти Елена Уресметова тумӗсем пикесем çинче пит ятуллă лараççӗ.
2016 çулта çак конкурсра гран-при çӗнсе илнӗ Марина Васикова (халӗ Кудряшова, виçӗ ача амăшӗ, Мускавра пурăнать) та пулчӗ вӗсен хушшинче. Марина Хусанти культура институтӗнче вӗреннӗ чух хăйӗн пек тăван килӗшӗн тунсăхлакан тантăшӗсемпе, студентсемпе «Аталан» пӗрлешӗве йӗркеленине хумханса аса илчӗ. Çак çултах «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра Çӗпрел районӗнче çуралса ӳснӗ Ксения Романова çӗнтернӗ. Халӗ вăл «Сувар» хаçатра соцсетьсемпе ӗçлекен редактор пулса тăрăшать. Юбилей каçӗнче Ксения Романова Елена Уресметован сăранран çӗленӗ «Амазонка» тумӗпе сцена çине тухрӗ.
Саламсемпе наградăсем
«Аталан» хӗрӗсенчен сцена çине тăтăш тухаканни Елизавета Савелькина пулчӗ тесен йăнăшмастăп. Вăл каçа ертсе пыраканӗсенчен пӗри, «Аталанăн» хальхи, унчченхи председателӗ, «Тутарстан Чăваш пики – 2025» вице-мисӗ. Теччӗ районӗн хастар хӗрне Тав хучӗсем илме те сцена çине пӗрре мар чӗнчӗç. Эпир Лизăна юбилейпе саламларăмăр. Халӗ «Аталан» юхăмăн хастарӗсем 30–40 çын пулнине каласа пачӗ вăл пире. Лиза Хусанти педагогика университетне вӗренме кӗнӗренпех «Аталанпа».
Юбиляра саламласа ырă сăмах калакансем чылайăн пулчӗç, парнесем, хастарлăхпа, тăрăшулăхпа уйрăлса тăракансене Хисеп тата Тав хучӗсем парса малашне те çапла маттур пулма ырă сунакансем йышлăччӗ. Апла пулин те юбилей кураканшăн пӗр-пӗр чаплă пухăва аса илтерекен кичем каçа çаврăнмарӗ. Çакăншăн мешехене виртуозла ăста ертсе пынă Алексей Александрова (Элтияр) палăртмалла. Ертӳçӗ питӗ лайăх пӗлет хăй ӗçне.
Ирина Трифоновăпа Сильвия Чаркина Санкт-Петербургра иртнӗ наукăпа практика конференцине хутшăннипе видеосалампа çыхăнăва тухса ырă сăмахсем каларӗç.
Концерт номерӗсем те программăра питӗ яка пычӗç. ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ренат Валиуллин, Çамрăксен ассамблейин председателӗ Вячеслав Шаталов «Аталан» юхăм ӗçне ырласа малашне те çапла хастар ӗçлеме, хăюллă идейăсене пурнăçа кӗртме ăнăçу сунчӗç, Тав хучӗсем пачӗç.
ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев çамрăксене юбилейпе саламласа хастартараххисене ТР ЧНКА Тав хутне парса хавхалантарчӗ. «Аталана» юбилейпе саламлама ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Владислав Усанов пынă. Вăл Азат Кадыров министр саламне вуласа пачӗ, чăваш çамрăкӗсене тав хучӗсемпе наградăларӗ.
Уяв концерчӗ Софияпа Стефания Чаркинасен «Пире тăван кӗтсе тăрать» паллă чăваш юррипе уçăлчӗ. Çак каç эпир Хусанти «Ӗмӗт» этно-фолк ушкăнпа Элтияр пӗрле юрланă композицие тепӗр хут итлесе савăнтăмăр, хальхинче вăл каллех çӗнӗлле илтӗнчӗ. «Ӗмӗт» солисткисенчен пӗри Юлия Уресметова (Еремеева) пулнине курсан хусансем хӗпӗртерӗç.
Ульяновсксем йышлăн килнӗ «Аталана» саламлама. Кӳршӗ облаçри чăвашсене курма хавас та кăмăллă пулчӗ. «Еткер» телекăларăма ертсе пыракан Екатерина Лашманова та хăйӗн юррисене куракансене парнелерӗ. Эпир хаваспах йышăнтăмăр çак хаклă парнене. «Румяна» фолк-ушкăна итлеме те кăсăк пулчӗ. Çулӗсемпе вăл питӗ çамрăк, анчах питӗ пултаруллă пулни кăшт итлесенех паллă. Унăн ертӳçи эпир лайăх пӗлекен Юлия Уресметова пулни ансамбль пуласлăхӗ пысăк, çутă пуласса систерет.
2025 çулта «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра çӗнтернӗ Çарăмсан районӗн пики Анна Иванова юбилей каçӗнче юрларӗ, дефилене хутшăнчӗ. Ку пике илемлӗ сассипе, чечен сăн-пичӗпе, хăйне сцена çинче виçеллӗ тыткалассипе залра ларакансене савăнтарать, тӗлӗнтерет.
Юбилей каçӗ Элтиярăн «Эх, чух, çамрăк чух» юррине пурте пӗрле юрланипе вӗçленчӗ.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗсем. Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Нет комментариев