Атăлта кун чухлӗ шыв чакни тахçанах пулман
Атăлта шыв сисӗнмеллех чакнипе пулăсем чул çинех вăлча сапаççӗ. Жигулевскпа Волгоградри гидроузелсенчен анатри Атăла июнӗн 9-мӗшӗччен шыв антармаççӗ-ха.
Хусан Кремлӗнче Атăлпа Куйбышев шыв хранилищисенче шыв шайӗ чакнипе канăçсăрланнă. Кун пирки Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра Хусан Кремлӗн официаллă представителӗ Л.Галимова пӗлтерчӗ. Шыв чакнин инкекӗ пысăк: биоресурссем вилсе чакаççӗ, шыв-шурсем вараланаççӗ, кимӗ-карапсен çӳревӗ чăхăмлать. Апрель уйăхӗн вӗçӗнче ку ыйтупа ТР Президенчӗ Р.Минниханов РФ экологи министрне Д.Кобылкина Жигулевскпа Волгоградри гидроузелсенчен анатри Атăла шыв антарассин графикне улăштарма ыйтса çыру янă. Лару-тăру çивӗчленнипе майăн 7-мӗшӗнче Мускавра регионсен хушшинчи канашлу та иртнӗ. Унта ТР экологи министрӗ А.Шадриков шыв антарассине июнӗн 15-мӗшӗнчен 9-мӗшне куçарма ыйтнă. Ку пурне те тивӗçтермесен те тутарстансен сӗнӗвне йышăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев