Атавсем пляж волейболӗ выляма чӗнеççӗ
Пӗр енчен ял валли питӗ аван вăйă. Ҫын шыраса хӑшкӑлмалла мар, пляж волейболне выляма ик енчен икӗ ҫын ҫеҫ кирлӗ. Ял шкулӗсенче ача сахалланса пынине шута илсен, ку физруксемшӗн лайӑх альтернатива.
Токиори Олимпиада хыҫҫӑн Пӑва районӗнчи Атав ялӗнче пляж волейболӗн площадкине туса хунӑ.
Нумай пулмасть атавсем ҫак спорт тӗсӗпе вырӑнти пӗрремӗш турнира та ирттерме пултарнӑ. Унта вунпӗр команда хутшӑннӑ, тваттăшӗ Пăва районӗнчен.
Пӗр енчен ял валли питӗ аван вăйă. Ҫын шыраса хӑшкӑлмалла мар, пляж волейболне выляма ик енчен икӗ ҫын ҫеҫ кирлӗ. Ял шкулӗсенче ача сахалланса пынине шута илсен, ку физруксемшӗн лайӑх альтернатива.
Физкультурӑпа спорт тӗлӗшӗнчен ҫак ялӑн тутарӗсемпе чӑвашӗсем самай ҫитӗнӳсем тунӑ, Атавран тӗрлӗ енӗпе 9 спорт мастерӗ тата спорт мастерӗн кандидачӗ тухнӑ.
"Пляж волейболӗн площадки – республикӑра пӗрре, вӑл та пирӗн патра", – тесе хӑпартланаҫҫӗ спонсорсенчен укҫа пуҫтарса ырӑ ӗҫ тунӑ атавсем.
Пляж волейболӗн вырăнне тума кумккасăр хăйăр кирлӗ. Кун пекки валли Пăва тăрăхӗнчи тăмпа хутăш хăйăр каймасть. Чӗмпӗрти юханшыв портӗнчен пӗр муклашкасăр шурă кварц хăйăрне илсе килсен площадкăна тăвакансем питӗ савăннă. Сăмах май, вăл 34 тонна чухлӗ кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев