News by date 2 September 2021
-
Лайӑх паллӑсемпе шкултан тухакансене Тутарстанрах хӑварма тӑрӑшмалла
Статистика тӑрӑх, кашни ҫул Тутарстанри "стобальниксенчен" 45% республикӑри вузсене вӗренме кӗрет, ыттисем урӑх регионсене каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра республикӑна ытти регионсенчен 100 балл пухнӑ выпускниксем килеҫҫӗ.
-
Пӳркелсем «Сувар» хаçата юратса вулаççӗ, лотерейăна та хутшăнаççӗ
«Ылтăн-ши ку Пӳркелӗ, кӗмӗл-ши ку Пӳркелӗ? Хӗртсе хӗвел пăхнă чухне ялтăрать-ши Пӳркелӗ?» – тесе юрлаççӗ салтака каякансем. Яла хаклă металлсемпе никрутсем чунӗсенче хавхалану пулнипе кăна çыхăнтарман иккен. XIX пуçламăшӗнче Чӗмпӗр удел кантурӗн Пӳркел приказне туса хураççӗ. Тăхăрьялăн 25 пин теçеттин çӗрӗ çӗнӗ йӗркеленӗве куçать. Çак вăхăтран ялта чултан тунă çуртсем хăпартма тытăннă. Вӗсенчен пӗри чул ампар халӗ те тăрать-ха. Сăмах май, Пӳркелӗнче халăх хушшинче калакан Чулампар касси те (Интернационал) пур.
-
Çитес çул аннесен капиталне ӳстереççӗ
Министр аса илтернӗ тăрăх, Раççей Пенси фончӗн бюджечӗн проектӗнче амăш капиталӗн индексацине пăхса хунă. «Енчен те пӗрремӗш ачашăн çемье амăш капиталне илнӗ пулсан, иккӗмӗш ачашăн хушма тӳлев 161 772 тенкӗ пулать», – тесе ăнлантарнă вăл.
-
Атавсем пляж волейболӗ выляма чӗнеççӗ
Пӗр енчен ял валли питӗ аван вăйă. Ҫын шыраса хӑшкӑлмалла мар, пляж волейболне выляма ик енчен икӗ ҫын ҫеҫ кирлӗ. Ял шкулӗсенче ача сахалланса пынине шута илсен, ку физруксемшӗн лайӑх альтернатива.
-
Элшел шкулне кăçал 12 çӗнӗ вӗренекен килнӗ
Çапах элшелсене шыв çукки çаплипех тарăхтарать. Çуркуннехи ею вăхăтӗнче Сӗве ӗнтӗ виççӗмӗш çул сарăлмасть, пуссенчи шыв тарнă. Ялти виçӗ скважинăран пӗри кăна ӗçлет. Унччен тунă тасату ӗçӗсем ăнăçлах пулман.