Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Элшел шкулне кăçал 12 çӗнӗ вӗренекен килнӗ

Çапах элшелсене шыв çукки çаплипех тарăхтарать. Çуркуннехи ею вăхăтӗнче Сӗве ӗнтӗ виççӗмӗш çул сарăлмасть, пуссенчи шыв тарнă. Ялти виçӗ скважинăран пӗри кăна ӗçлет. Унччен тунă тасату ӗçӗсем ăнăçлах пулман.

Августăн 30-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗн çӗнӗ административлă çуртне чаплă лару-тăрура уçнă. Чăвашла тумланнă культура ӗçченӗсем çăкăр-тăварпа сăйлакан церемоние ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин тата Пăва муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Ранис Камартдинов, строительсем хутшăннă.

Сельсовета уçма пухăннă халăха хăнасем республикăра Президент программисем еплерех пурнăçланни çинчен кӗскен каласа панă. Элшел çӗрӗсене сухалакан «Заря» агрофирма ертӳçисем çӗнӗ çурта кӗнипе саламласа ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Сюрмина картина парнеленӗ. Унсăр пуçне пӗрремӗш класа каякан 12 ачана шкул хатӗрӗсем, рюкзаксем панă.

Экзам Губайдуллин Элшелӗнчи Тăхăрьял музейӗпе те паллашнă. Унта Евгений Афанасьев истори управçи вырнаçнă культура çуртне юсас ыйтăва та тепӗр хут çӗкленӗ.

Çапах элшелсене шыв çукки тарăхтарать. Çуркуннехи ею вăхăтӗнче Сӗве ӗнтӗ виççӗмӗш çул сарăлмасть, пуссенчи шыв тарнă. Ялти виçӗ скважинăран пӗри кăна ӗçлет.

«Ялав» хаçат редакцийӗн сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев