Пӳркелсем «Сувар» хаçата юратса вулаççӗ, лотерейăна та хутшăнаççӗ
«Ылтăн-ши ку Пӳркелӗ, кӗмӗл-ши ку Пӳркелӗ? Хӗртсе хӗвел пăхнă чухне ялтăрать-ши Пӳркелӗ?» – тесе юрлаççӗ салтака каякансем. Яла хаклă металлсемпе никрутсем чунӗсенче хавхалану пулнипе кăна çыхăнтарман иккен. XIX пуçламăшӗнче Чӗмпӗр удел кантурӗн Пӳркел приказне туса хураççӗ. Тăхăрьялăн 25 пин теçеттин çӗрӗ çӗнӗ йӗркеленӗве куçать. Çак вăхăтран ялта чултан тунă çуртсем хăпартма тытăннă. Вӗсенчен пӗри чул ампар халӗ те тăрать-ха. Сăмах май, Пӳркелӗнче халăх хушшинче калакан Чулампар касси те (Интернационал) пур.
Çӗр вăл тупăша ӳстерме май паракан пурлăх. Çакна ялти вашават çынсем лайăх ăнланнă. Пӳркелӗнче услам ӗçне ăнăçлă илсе пыракан чăвашсем çӗкленме тытăнаççӗ. Вӗсем хӗрӗсене ылтăн-кӗмӗл тухьясем тăхăнтарса качча пани çинчен калакан юмахсем халӗ те Тăхăрьялта çӳреççӗ. Юркка Çӗмьюн хӗрӗ Кивӗ Мертле çапла качча тухнă, Кӗмӗлккесен Наçтин те кӗмӗл тухьяпа кӗмӗл хушпу пулнă, ыттисен те.
Кӗмӗлкке ят – арçыннăн мар, хӗрарăмăн пулнă. Вăл çын хăш вăхăтра пурăннине халӗ калакан çук, çапах Ивановсен йăх хушамачӗ пек Чулампар кассинче пурăнакан Кӗмӗлккесене Пӳркелӗнче тахçанах пӗлеççӗ.
«Кӗмӗлккесене – кӗмӗл!» – терӗ Галина Владимировна Иванова пирӗн редакци ӗçченӗсене курсассăн. Çӗр улми кăларнă вăхăтра патăмăр «Сувар» хаçата çырăнса пернене кӗмӗл вăчăра выляса илнӗскере.
Сăмах май, хальхинче Зоя Бутылкина тата Валентина Спиридонова кӗнекесем выляса илнӗччӗ, вӗсене те адресатсене çитертӗмӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев