Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лайӑх паллӑсемпе шкултан тухакансене Тутарстанрах хӑварма тӑрӑшмалла

Статистика тӑрӑх, кашни ҫул Тутарстанри "стобальниксенчен" 45% республикӑри вузсене вӗренме кӗрет, ыттисем урӑх регионсене каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра республикӑна ытти регионсенчен 100 балл пухнӑ выпускниксем килеҫҫӗ.

«Сириус» вӗрентӳ центрӗн ертӳçи Елена Шмелева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионсем экзаменсенче 100-шер балл пухнӑ выпускниксем вырӑнтах вӗренме юлччӑр тесе, вӗсене укҫан  хавхалантараҫҫӗ.
Статистика тӑрӑх, кашни ҫул Тутарстанри "стобальниксенчен" 45% республикӑри вузсене вӗренме кӗрет, ыттисем урӑх регионсене каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра республикӑна ытти регионсенчен 100 балл пухнӑ выпускниксем килеҫҫӗ. Вӗсен шучӗ кунтан каякан "стобальниксем" чухлех.
ТР Вӗрентӳпе наука министерствин кӑтартӑвӗсемпе, кӑҫал икӗ предметпа 100-шер балл илнӗ 11 ачаран 7-шӗ Тутаостанран кайнӑ, 4-шӗ Хусан Федераллӑ Университета вӗренме кӗнӗ.
Обществознани тата вырӑс чӗлхипе 100 балл пухнӑ Гульшат Ахметова сӑмахӗсемпе, Хусан Мускавран нимпе те кая мар, – кунта ура ҫине тӑмалли майсем питӗ нумай. Хӑйӗн ӗмӗтне вӑл Тутарстанрах пуррнӑҫласшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев