Атня тырра вырса пӗтерчӗ
Тутарстанри Атня районӗ тырçие вӗçленӗ, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 34,3 центнепа танлашнă. Район пӗтӗмпе 60 пин тонна тырă пухса илнӗ.
Республикăн 42 районӗнче тырçи хӗрсех пырать-ха. Паянхи кун тӗлне пӳлмене 2 миллион та 716 пин тонна тырă кӗнӗ. Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç пысăк мар, пурӗ те 29,1 центнер кăна. Çапах та çанталăк йăлăнтармӗшлӗ çулталăкшăн япăхах та мар. Юлашки икӗ кунра çӗр ӗçченӗсем 167 пин тонна тырă пухса кӗртнӗ.
Тухăç пӗлтӗрхи пекех кăçал та Теччӗ районӗнче ăнса пулнă, пӗр гектара тивекен вăтам тухăç кунта 41,6 центнер, Кукморта — 37,1, Кайпăç, Аксу тата Тукай районӗсенче — 35,1 центнер.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев