Сувар

Августăн 18-мӗшӗнче ретро-ралли

«Т» модельлӗ «Форд», «Мерседес-170» тата ытти те, пӗтӗмпе 230 раритет...

Августăн 18-мӗшӗнче «Свияжск сăрчӗсем» ту йӗлтӗр комплексӗнче XII халăхсен хушшинчи истори техникин фестивалӗ пулать, пӗлтерет ТР Патшалăх Канашӗн пресс-служби. Мероприятире харпăр коллекцисенчи ӗлӗкхи автомобильсемпе мотоциклсене курма пулӗ. Хамăр çӗршывра туса кăларнисемсӗр пуçне ют çӗршывсен автомобиль маркисем те пулаççӗ. Çавсен хушшинче «Т» модельлӗ «Форд», «Мерседес-170» тата ытти те, пӗтӗмпе 230 раритет. «Вăрçă моторӗсем» фестивалӗн тӗшши пулӗ. Хăвăртлăха хаклакансем валли Иннополисра ретро-ралли иртет. (И. Тухбатов сăнӳкерчк).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: