Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авиапромышленность флагманӗ – Тутарстан

Паян августăн 9-мӗшӗнче Хусанта IX Халăхсен хушшинчи «Авиакосмос технологийӗсемпе хальхи материалсем тата оборудованисем» («АКТО-2018) курав уçăлчӗ.

 Паян августăн 9-мӗшӗнче Хусанта IX Халăхсен хушшинчи «Авиакосмос технологийӗсемпе хальхи материалсем тата оборудованисем» («АКТО-2018) курав уçăлчӗ. Сăмах май, вăл хăй ӗçне августăн 8-мӗшӗнчех пуçларӗ. Ӗнерхи курăмлă пулăмсен шутне Раççейӗн чи лайăх авиапроизводителӗсене палăртнине кӗртмелле. Кăçал вӗсен шутӗнче Хусанти 35-мӗш лицей те пур. Наградăна вăл кадрсене хатӗрлессинче инновацилле технологисем кӗртнипе илчӗ. Хусанти МВЕН предприяти вара «Чи лайăх авиастроитель» номинацире çӗнтерчӗ, наградăна вăл «Мурена» çăмăл йышши самолет производствишӗн тивӗçрӗ.

Курава уçнă церемоние ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, РФ промышленноçпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Олег Бочаров, ТР Президент пулăшуçи Равиль Зарипов, КМПО генеральнăй директорӗ Дамир Каримуллин, РФ Обществăлла палатин членӗ Борис Алешин, Раççей авиапроизводителӗсен союзӗн президенчӗ Юрий Коптев тата ытти паллă çынсем хутшăнчӗç.

Правительство пуçлăхӗ курав Тăван çӗршывăн аэрокосмос отраслӗнчи чи çӳллӗ технологисене кăтартма май панисӗр пуçне наукăпа техникăн приоритетлă юхăмӗсене палăртни пирки каларӗ. Алексей Песошин сăмахӗсемпе, регионра авиастроительство отраслӗн аталанăвӗпе çыхăннă ыйтусене пур енлӗн пулăшу параççӗ. Çак хăватлă кластерăн пайӗсен шутне вăл вăтам тата аслă вӗрентӳ заведенийӗсене, наукăпа тӗпчев институчӗсене, опытпа конструктор бюровӗсене, Горбунов ячӗллӗ Хусан авиаци завочӗпе Хусан вертолет заводне кӗртрӗ.

Раççей авиапроизводителӗсен союзӗн президенчӗ Юрий Коптев Тутарстанăн авиапромышленноçне пысăк хак пачӗ. Наука потенциалӗ пуррине каларӗ.

– Халăхсен хушшинчи характерлă курава ăнăçлă ирттерни авиапроизводительсен шухăшӗсемпе идейисене пурнăçлама май паракан механизм пулса тăрать. Куравпа съезд Раççей авиатехникин аталанăвӗн тепӗр картлашки пулассине шанатăп. Вăл Раççей авиапромне транспорт системинче импортозамещени енчен çеç мар, ют çӗршывсен рынокне тухма пулăштăр. Раççей авиацийӗ тӗнчери чи çӳллӗ шая тухасса шанатăп, – терӗ Юрий Коптев журналистсемпе тӗл пулсан.

Курав питӗ анлă иртрӗ. «Казанская Ярмарка» УАО 3-мӗш павильонӗнче авиастроенири хальхи технологисен, материалсен, пӗчӗк тата пысăк авиацин самолечӗсемпе вертолечӗсен, пилотсăр вӗçев аппарачӗсен моделӗсен, авиаци приборӗсемпе двигателӗсен экспозицийӗсене вырнаçтарнăччӗ. Авиамоделированипе ӗçлекен ача-пăча шкулӗсене те самай вырăн уйăрса панă. Пӗтӗмпе курава Раççейпе Белоруссин 150 предприятийӗ хутшăнчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: авиационный праздник