Сувар

Хусанта – авиашоу!

Уява чăваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗçнӗренпе 55 çул çитнине халаллаççӗ...

Августăн 10-мӗшӗнче «Казан» Çемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» авиаци уявӗ пулать. Ăна хальхинче Раççей Сывлăш-çар флочӗн кунне, А.Н. Туполев авиаконструктор, ученăй çуралнăранпа – 130, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарăм-космонавт, чăваш кинӗ В.В. Терешкова космоса вӗçнӗренпе 55 çул çитнине халаллаççӗ.

Авиашоу программинче: « Русь» плиотаж ушкăнӗн, ТУ –95, ТУ –160, ТУ– 22М3 çар авиацийӗн, Honda Jet, Л-410 ӗç авиацийӗн, Stinson 108, Цесна-172, «Фермер» самолетсен тата «АНСАТ», «Ми-8» и «Ка-32» вертолетсен вӗçевӗ. Кунсăр пуçне Раççей парашютисчӗсем çӗр çине мӗнле вӗçсе аннине кăна мар, парашюта мӗнле тӗрӗс пуçтармаллине те курма пулать. Уява байк-шоупа концерт вӗçлет.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: