Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АВТОХУЛА ПУКАНЕ СУЙЛАТЬ

Автохулари «Çăлкуç» Туслăх Çурчӗ 7-12 çулти хӗр ачасен хушшинче «Наци пукани» ача-пăча конкурсне ирттерет. Апрелӗн 21-мӗшӗнче пулнă суйлав тапăхрӗнче финала 9 наци ачи тухнă. Çак йышра чăваш хӗр пӗрчийӗ, 12-ри Варя Демина та пур.

Çырчаллинче тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен  этнокультурине аталантармалли программăпа килӗшӳлӗн, кунти «Çăлкуç» Туслăх Çурчӗ 7-12 çулти хӗр ачасен хушшинче «Наци пукани» ача-пăча конкурсне ирттерет. Апрелӗн 21-мӗшӗнче пулнă суйлав тапăхрӗнче финала 9 наци ачи тухнă. Çак йышра чăваш хӗр пӗрчийӗ, 12-ри Варя Демина та. Положени тăрăх, конкурсантсен тăван чӗлхене пӗлнине тата наци ташшине ташласа кăтартмалла. «Чӗкеç» халăх ансамблӗ çумӗнчи «Путене» ансамбле çӳрекен пӗчӗк ентешӗмӗрӗн пултарулăхне пысăк хак панă, мӗншӗн тесен Варя тăван чӗлхепе шакăртаттарса калаçать, кашăк шаккаса ташланă ташши те хăйне евӗрлӗ те хитре унăн. Сăмах май,  Варя Деминăна конкурса «Чӗкеç» ансамблӗн ертӳçи Елена Кондюкова хатӗрлет.

 Елена Львовна каланă тăрăх, финалта ачасен пултарулăх номерне çемйипе е класӗпе кăтартмалла. Варьăна кунта, паллах, «Путене» ансамбль пулăшăва килет. Визитка хӗр пӗрчин хатӗр те ӗнтӗ. Конкурсăн тепӗр илемӗ – конкурсанткăсем сцена çине амăшӗсемпе пӗрле тухса наци тумне кăтартасси пулӗ.  Финал май уйăхӗн 18-мӗшӗнче пулать. Ăнăçу сунатпăр сана, чиперук!(Е.Кондюкова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс