Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Автохулара Чăваш культурин кунӗ

Автохулара Чăваш культурин кунӗ иртрӗ. Халăх лайăх концерт курнисӗр пуçне, йӳçӗтнӗ купăста дегустацине те хутшăнчӗ.

Мартăн 16-мӗшӗнче Çырчаллинче Чăваш культурин кунӗ аншлагпа иртнине пӗлтереççӗ Автохула чăвашӗсем. Аса илтеретпӗр, çав кун кунта Шупашкар районӗнчи «Тăрăн Ен» фольклор ансамбльӗ концертпа килнӗ. Тӗлпулăва «Чӗкеç» халăх ансамблӗпе Чăваш Енре пахча çимӗç ӳстерекен Василий Николаевич Семенов фермер йӗркеленӗ. Концерт пуçланиччен хулари «Çăлкуç» Туслăх çурчӗн фойинче хăйне евӗрлӗ, интереслӗ куравсем те пулнă. Çырчаллисем вырăнти чăвашсен культурипе паллаштарнă-тăк, фермер асатте-асаннесен рецепчӗпе йӳçӗтнӗ темиçе тӗрлӗ купăста дегустацине ирттернӗ. Çапла халăх унăн кучченеçӗсене астивнӗ кăна мар, фермер хатӗрленӗ пахча çимӗç вăрлăхӗсене те туянма пултарнă. Хурăн хуппинчен мӗн кăна ăсталама пулмасть иккен тата, çакна тепӗр хăнан Надежда Ивановна Степанован куравӗ кăтартнă.

 –  Питӗ интереслӗ иртрӗ мероприяти. Концерта «Чӗкеç» ансамблех уçрӗ-ха, унтан сăмах хăнасене патăмăр. Вӗсен программи çав тери анлăччӗ: халăх, хăна, эстрада юррисем. Тӗрлӗ йăла-йӗрке...  Халăх вӗсене ура çине тăрсах алă çупса тав турӗ.  Концерт «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрăпа вӗçленчӗ. Ку икӗ ансамбль тата залри халăх пӗрле юрларăмăр.Чăвашенсем тӗрлӗ кучченеçсемпе килчӗç.  Шăрттан тума та, хуплу пӗçерме те ӳркенмен хăйсем. Пирӗн ансамбле асăнмалăх параппан парнелерӗç.

«Фольклор – наци  юррин еткерӗ» темăпа çавра сӗтел те ирттертӗмӗр, хăнасене экскурси йӗркелесе Çырчалли тата Елабуга хулисемпе паллаштартăмăр», – терӗ «Чӗкеç» халăх ансамблӗн ертӳçи Елена Кандюкова Чăваш культура кунӗ мӗнле иртни пирки пирӗнпе телефонпа çыхăнса. Сăмах май, кун пек тӗлпулусем автохулашăн çӗнӗлӗх мар, çапах та «Тăрăн Ен» ансамбль кунта килни хальччен пулманччӗ-ха. (Е.Кондюкова сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана