Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ай, тики-тик-татала» мӗне пӗлтерет, Московский?

Çамрăксем пурте пӗлекен çӗнӗ сăмахсем кӗнӗ пирӗн чӗлхене. Вӗсен авторӗ те пур – Алексей Московский...

Пуплеве çӗнӗ сăмахсем кӗмесессӗн чӗлхе чухăнланма тытăнать тенине студент вăхăтӗнченех астăватăп. Çӗнӗ сăмахсем пирӗн чӗлхене ют чӗлхесенчен кӗреççӗ ытларах: айфон, планшет, андроид... Ку, паллах, ăна пуянлатсах каймасть. 

Нумай пулмасть Чӗмпӗрте пурăнакан юлташ бухгалтера «нухратçă» тесе чӗнме тытăнни çинчен пӗлтерчӗ инçесас (телефон) кӗпçине (трубкине) чăмăртанă май. Хăш-пӗр сăмахсем çăмăллăнах пирӗн чӗлхене кӗреççӗ, хăшӗсем – хӗссе кӗртсе лартсан та – ват старикăн силленекен шăлӗ пек, тухса ӳкеççӗ. Пульницана кашни эрнере çӳрекен чăвашсем те пур-тăр, анчах та вăл ниепле те «сыватмăша» çаврăнаймарӗ пирӗншӗн. 

Чӗлхене хăйсемпе малалла илсе каякансем, паллах, çамрăксем. Вӗсем мӗн çӗннине шутласа кăларма пултарнă-ха сăмахлăхра? Çук мар, пур. Çамрăксем пурте пӗлекен çӗнӗ сăмахсем кӗнӗ пирӗн чӗлхене. Вӗсен авторӗ те пур – Алексей Московский! Çапла, эпир йăнăшмастпăр.
Тӗрӗсрех каласан, вӗсем – междометисем. Анчах та «Ай тики-тики-дик татала», «Чалт кăна», «Чу-ча-ча», «Таги-тиги-тиги-тан-дон-дон» сăмах майлашăвӗсене Московский юррисене итлеме кăмăллакан (80-85 процент ман шутпа) пӗтӗм чăваш çамрăкӗ пӗлет. Пӗлтерӗшне, паллах, сăмахсене юрлаканӗнчен ыйтмалла. Анчах та вӗсем чăваш яш-кӗрӗмӗшӗн ют тесе пире никам та калаймасть. Вӗсене пурте пӗлеççӗ, концертсенче юрăçпа пӗрле шăрантараççӗ. 

Тăван чӗлхене Алексей Московский пулăшнипе кӗнӗ çӗнӗ сăмахсен пӗлтерӗшне ыйтма пирӗн май пулать. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче çăлтăр Хусана килет «Оут-холл» каçхи клуба «Кӗр сăри» тума. Хатӗрленӗр, Алексей, пирӗн ыйтусем çине хуравлама! (Московский харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России