Новости с тегом - Чувашии России
-
2 июля 2022 - 12:11«Самокат» чăвашла кино пулатьШупашкарта ачасем валли чăвашла илемлӗ фильм ӳкерме тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Кино «Самокат» ятлă. Тӗп герой – 10-ри хула ачи. Вăл самокатне çухатать. Ачан юратнă транспортне шырама мӗнпур тăванӗ тухать. Кинори ӗç-пуç çав самокат тавра çаврăнать те.
-
1 января 2022 - 10:25ИГНАТИЙ АРХИЕРЕЕ ПРИХУТ ПАНĂКемерово тăрăхӗнчен ырă хыпар çитрӗ. Игнатий архиерее кӗлӗсем ирттерме прихут уйăрса панă – çветтуй асапçă Татьяна тата Турă Амăшӗн Иверски турăшӗн чиркӗвӗсене.
-
31 декабря 2021 - 11:31Çӗнӗ çула чăваш апачӗпеЧăваш Ен Вӗрентӳ министерстви çӗнӗ çул умӗн «Çӗнӗ çула чăваш апачӗпе» гастрономи проектне хута янине пӗлтереççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Тӗллевӗ – çамрăксене наци ӗçми-çимипе тата йăли-йӗркипе паллаштарасси.
-
31 декабря 2021 - 10:18ÇӖНӖ ÇУЛА – ÇӖНӖ ВĂЙПА!Çӗр çинче Çӗнӗ çула паллă туман çӗршыв пур-ши? Çук та пуль. Çак асамлă уяв умӗн сире чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, иксӗлми телей, чăваш сурпанӗ пек вăрăм кун-çул сунатăп. Пурнăçра савăнăçлă самантсем ытларах пулччăр. Япăх самантсем кивӗ çулта юлччăр, Çӗнӗ çул çӗнӗ ӗмӗт-тӗллев илсе килтӗр.
-
28 ноября 2021 - 10:00ТӖЛ ПУЛСА КАЛАÇНИ – САВĂНĂÇКрасноярск крайӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ ноябрӗн 21-мӗшӗнче Красноярскри Ӗçпе Килӗшӳ Культура керменӗнче регионта пурăнакан чăвашсем валли мероприяти ирттерчӗ. Паллах, ăна санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пăхăнса йӗркеленӗччӗ.
-
13 ноября 2021 - 07:40Санкт-Петербург чăвашӗсем диктант çырнăНоябрӗн 3-мӗшӗнче «Пысăк этнографи диктанчӗ» VI Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ пуçланчӗ. Ленинград облаçӗн Туслăх Çуртӗнче диктант çырас текенсем валли ятарлă площадка ӗçлерӗ. Этнографи диктантне Ленинград облаçӗпе Санкт-Петербург хулин Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем те хастар хутшăнчӗç.
-
7 ноября 2021 - 13:51Тольяттире пурăнакан Владимир Левуков Крым чăвашӗсем патӗнче хăнара пулнă.Тӗлӗнмелле – Крыма çитесси шăп та лăп пӗр талăк. Машинăра пӗрне-пӗри ылмаштарса икӗ çын руль умӗнче пулсан, паллах. Керчь кӗперӗ çывăхлатать инçе çула. Вунă çул каялла Украина витӗр кайнăччӗ те – ăçта пăхан унта ГАИ тăнипе кирлӗ-кирлӗ маршăн, ним сăлтавсăр пиртен штраф тесе укçа хырса юлчӗç. Хальхинче хамăрăн Раççейри Крыма кайрăмăр. Хамăр машинăпах тӗрлӗ хулана – Севастополе, Алуштăна, Ялтăна, Алупкăна, Коктебеле çитсе куртăмăр. Пире ниçта та никам та чармарӗ. Хамăра мухтас килет.
-
16 мая 2019 - 14:52Аннене халалланă паттăрлăх2008 çулта Швейцарири Базель хулинче 12 сехете тăсăлнă супермарафонра çӗнтернӗ чăваш хӗрӗ Надежда Сандркина çинчен çырнă кӗнекене Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткинра хăтланă, презентацие Надежда хăй те, вăхăтлăха Нью-Йоркра пурăнаканскер, ятарласах килнӗ.
-
15 мая 2019 - 10:30Мурманск тăрăхӗнче пӗрремӗш чăваш фестивалӗ иртрӗМай уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинчи Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут «Чувашское Заполярье» фестиваль иртрӗ. Ăна кунти «Чăваш Ен» Чăваш культура обществи, нумай пулмасть грант çӗнсе илнӗскер, ирттерчӗ. Йӗркелӳçисенчен пӗри пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Матак хӗрӗ Дина Агеева.
-
5 мая 2019 - 02:47Кун пеккине Кольск çурутравӗ курман-хаМай уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинче «Чувашское Заполярье» чăваш халăх пултарулăхӗн фестивалӗ пулать.
-
25 апреля 2019 - 10:58ЧĂВАШ ЧӖЛХИ КУНӖПЕ!Тутарстанри ял шкулӗсенче кун пек оркестр урăх çук. Пăва районӗнчи Киштек çамрăкӗсен вăйă картине тул çутăличчен пăхса, итлесе тăнă хыççăн Иван Яковлевич чăваш алфавитне тума шут тытнă теççӗ.
-
23 апреля 2019 - 17:38FORBES ЧĂВАШ КӖСЙИНЕ ТЕ ТӖРӖСЛЕТÇын кӗсйинчи укçана шутлама юратакан Forbes журналăн тимлӗхне нумай пулмасть чăваш та лекнине хыпарлать 1ul.ru. Вăл – Тутарстанри Çӗпрел (Матак ялӗн) мăнукӗ, паллă меценат, «Технониколь» компанин совладелецӗпе партнерӗ, «Çулталăк предпринимателӗ – 2018» Раççей конкурсӗн çӗнтерӳçи Сергей Анатольевич Колесников.
-
19 апреля 2019 - 14:50Шупашкарта паян çамрăк корреспондентсен III слечӗВиççӗмӗш хут иртекенскере «Самант» журнал тухма тытăннăранпа – 90, «Тетте» журнала 25 çула çитнине халалланă.
-
18 апреля 2019 - 16:56Чăваш Меккин экологийӗ хрушлăхраЧăваш Мекки шутланакан Слакпуç, унпа юнашар вырнаçнă Силпи, Краснояр, Канаш чăваш ялĕсен илемĕпе мĕн чухлĕ çул çӳревçĕ киленмест пулĕ? Мĕн кăтартăпăр эпир вĕсене малашне? Тĕрлĕ каяш айне пулнă çунса пĕтнĕ хура çĕре-и?
-
11 апреля 2019 - 15:38Чӗмпӗрсем Чăваш чӗлхи кунне йыхравлаççӗАка уйăхӗн 15-мӗшӗнче УОЧНКА тата Çӗнӗ хулари «Ниме» культура центрӗ йӗркеленипе «Руслан» Культура керменӗнче Чăваш чӗлхи кунӗ пулать.