Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Красноярск крайӗнче Акатуй кĕрлерĕ

Иртнӗ шăматкун Казачински районӗнчи Мокрушински ялӗнче çурçӗр районӗсем валли чăваш уявӗ иртнӗ. Ку тăрăхра пурăнакансем тата хăнасем шкул умĕнчи уçланкăра пуçтарăннă.

Акатуйпа Чуклеме уявне  Казачински районӗнче сулмаклăн паллă тăваççӗ. Кунта наци кил-çурчӗсем, суту-илӳ речӗсем ĕçленĕ. Мероприяти пуçламăшӗнче район пуçлăхӗ Юрий Озерских, Красноярскри Чăваш наципе культура автономийӗн президенчӗ Геннадий Храмов тата Граждансен ассамблейипе Халăхсен Туслăх Çуртӗнчен килнӗ сумлă хăнасем пысăк тухăç илес тесе уява лайăх паллă тумаллине аса илтерчӗç. Çак йăлана чăваш халăхӗ манмасть. Палăртса хăвармалла Казачинск районӗнче пурăнакансенчен виççӗмӗш пайӗ чăвашсем.

Раççей Федерацийӗн тата Чăваш Республикин гимнӗсене итленӗ хыççăн, пӗр минут шăп пулса  пухăннисем СВОра пуç хунă паттăрсене асăнчӗç. Унтан Юрий Озерских тата ял Канашĕн пуçлăхӗ Галина Штаб ялта пурăнакансене тата унăн аталанăвне пысăк тӳпе хывнă çемьесене Тав хучĕ парса чысланă.

Малалла уяв концерчӗ пуçланнă. Сумлă хăнасен делегацийӗ  жюрипе пӗрле горницăсем тăрăх утса чи лайăх чăваш сăрине (1-мӗш вырăна Чернобаева Ирина, Казачински ялӗ йышăннă), чи пысăк та тутлă кукăль (1-мӗш вырăн – Яковлева Надежда, Александровка ялӗ), чи пӗчӗк тутлă кукăльсем (1-мӗш вырăн Харькова Раиса, Гамурино ялĕ) суйларĕç. Çӗнтерӳçӗсем куравсемпе конкурссене хутшăнакансем дипломсемпе призсем илме тивĕçрĕç.

Красноярскри Чӑваш наципе культура автономийӗн căнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России