Сувар

Барсен фестивалӗ те пулать

Июлӗн 1-мӗшӗнчен Хусан «Гастрономи тӗп хули» шутланать. Хăйӗн тутлă апат-çимӗçӗпе çӗнсе илнӗ ята июлӗн 1-3-мӗшӗнче иртекен Baroof Street Бар культурин Халăхсен хушшинчи I фестивалӗ тӗрлӗ ӗçмепе тата ытларах çирӗплетӗ.

Республика барменӗсем фестиваль тӗлне ятарласа Тутарстан бренчӗллӗ коктейльсем хатӗрленӗ. Енчен те коктейльсем бар индустрийӗн специалисчӗсене кăмăла кайса тӗнчери барсене салансан, пирӗн бренд тата хытăрах янрӗ.
Бар культури – ансăр индустри. Мăсăльман тӗнӗллӗ регион шутланакан  Тутарстаншăн вырăнлă та мар пек. Анчах Тутарстан нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ, япăх мар шайлă бар культуриллӗ тата туристсене илӗртекен республика пулнипе манмалла мар. Апла-тăк, кунта килекен кашни çыншăн Хусан пур енчен те интереслӗ, çав шутра тутлă ӗçме-çимеллӗ те, пулмалла. Пӗрре килсе курнă туристăн кунта тата  таврăнас килтӗр.
3 куна тăсăлакан Бар культурин фестивалӗ хула çыннисем валли йӗркеленӗ тепӗр уяв пулнине çирӗплетеççӗ йӗркелӳçӗсем. Унта пӗтӗмпе 70 хуларан тата 14 çӗршывран чи лайăх барсем хутшăнаççӗ. Кăмăл пуррисем «Хусан ярмăркки» курав центрӗнче Раççейри тата тӗнчери чи лайăх барсен коктейльне тутанса пăхма, тӗрлӗ сувенир туянма пултараççӗ. Фестивальте çаплах Бар культурине вӗрентекен конгресс та пулать. Асăннă индустрири 40 спикер 1500 барменпа вӗрентӳ ирттерет. Çапла майпа бармен профессийӗн сумне кăна мар, ăсталăхне те ӳстерет вăл. Фестивалӗн тӗп мероприятийӗсенчен пӗри –  Раççей бар премийӗн чыславӗ. 2016 çултанпа çулсерен Раççейри тата ют çӗршывсенчи барменсен ăсталăхне 20 ытла номинаципе хаклаççӗ.
Фестиваль кунӗсенче çаплах анлă концерт программи те пулать. Хусан çыннисемпе хăнисене «Марсу Нужны Любовники», Dezery, Tesla Boy ушкăнсем, паллă рок-музыкант Найк Борзов тата ыттисем хăйсен юрри- кӗввисемпе савăнтарӗç.
Фестивалӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – халăха барсене çӳремелли культурăна вӗрентесси. Урăхла каласан, çынсене алкогольлӗ шӗвексене чамине пӗлсе кăна ӗçме хăнăхтарасси. Çитменнине ку фестиваль аслисем валли, унта 18 çултан аслăраххисене кăна кӗртеççӗ. Çавăнпа билет туяннă чух паспорт кăтартмах тивет. Кунсăр пуçне коронавирус инфекцийӗ сарăласран мӗнпур санитари нормисене пăхăнса иртет. Урăхла каласан, фестивалӗн кашни кунӗнче шутлă билетсем кăна сутаççӗ, мӗнпур сотрудник ПЦР-тестировани иртет.  

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: