Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беловка çулне хăçан тĕпрен юсаççĕ-ши?

Ведомствăн 5 уйрăмне шăнкăравласа та вӗçне-хӗрне тупма пулмарӗ.

Информацилле технологисемпе искусствăлла интеллект аталанăвӗн ӗмӗрӗнче пурăннă чух инфраструктура аталанăвӗ юлса пыни пулмалла мар япала пек туйăнать. Пысăк хуласемпе мегаполиссене çӗнӗрен те çӗнӗ технологисем кӗрсе пынă вăхăтра яллă районсенче пур çӗрте те асфальтлă çул та çук. Нумай пулмасть хаçатăн  социаллă сетӗнче Тутарстанра вӗренӳ çулӗ умӗн нумай çӗрте çулсене юсаса çӗнетни çинчен тухнă пост айне Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче пурăнаканран çакăн пек комментари çитрӗ. Унта вăл редакци ӗçченӗсенчен пулăшу ыйтса çак ыйтăва уçăмлатма ыйтнă: 

«Нумай çӗрте çӗнетеççӗ... Пирӗн вара... Пăхма çук çапса салатрӗç çула пысăк машинасемпе, мӗн тарăнăш колеясем. Çиелти асфальтне хырса илчӗç. Тӗлӗ-тӗлӗпе машинасен йывăрăшне чăтаймасăр çӗрӗ чулӗпе пӗрле çӳлелле çӗкленсе тăрать – çӗрлехи вăхăтра çӳреме пушшех те хăрушă пӗлмен водительсене. Çак çулпа икӗ рейс туса ачасене кӳршӗ яла шкула, ача садне турттараççӗ... Çумăрсем кайсан ачасене мӗнле чӗрепе кăларса ярса кӗтсе илӗпӗр-ши? Çӳç-пуç вирелле тăрать...» – тесе пăшăрханса çырса янă редакцие вулаканăмăр.  

Ыйтăва уçăмлатас тӗллевпе эпир Аксу муниципаллă районӗн инфраструктура аталанăвӗн уйрăмне шăнкăравларăмăр. Пирӗнпе уйрăм пуçлăхӗ Оксана Тимкина калаçрӗ. «Беловкăпа Кивӗ Тимушкел хушшинчи çул лару-тăрăвне эпир пӗлетпӗр. Ку çул регион пӗлтерӗшӗллисен шутне кӗрет, çавăнпа ăна тӗпрен юсассине муниципалитет шайӗнче кăна татса пама çук. Çул çав тери юрăхсăра тухнипе çиелти сийне чăн та хырса илнӗ. Тӗпрен юсав пуçличчен тума тивӗçлӗ ӗç ку. Шанас килет часах çулне те юсасса. Регионри çулсене юсассипе «Главтатдортранс» ГКУ ӗçлет. Хамăр енчен эпир ходатайство çырса янă. Çула хăçан юсама пуçлассине вӗсем пӗлтерме пултараççӗ», – терӗ Оксана Александровна.

Унпа калаçнă хыççăн «Главтатдортранса» шăнкăравларăмăр. Пире малтан автоçулсен строительствипе реконструкцийӗн пайӗпе   çыхăнтарчӗç. Унта ку енӗпе эпир ӗçлеместпӗр тесе автоçулсене тытса тăрассипе тата кулленхи юсав уйрăмне шăнкăравлама ыйтрӗç. Кунта та хурав паракан пулмарӗ. «Сирӗн Аксу районӗпе ӗçлекен кураторпа çыхăнмалла», – пулчӗ хурав. Марат Наилевич Габбасов «Главтатдортрансăн» пахалăх контролӗпе пурнăçланă ӗçсене йышăнассипе ертӳçӗ специалист пулса тăрать. Регион пӗлтерӗшлӗ çулăн Кивӗ Тимушкелпе Беловка ялӗсен хушшинчи участокӗ аварилле лару-тăрура пулнине каласа кăтартсан унран çапла хурав пулчӗ. «Мӗнле çул пирки сăмах пынине ăнланаймарăм-ха. Хăш  участок пирки сăмах?» – ыйтрӗ хайхи. 

– Каларăм-çке, Кивӗ Тимушкелпе Беловка хушшинчи çул тесе. Паллах, çак участокăн номерӗ пурах, анчах эп çул-йӗр ӗçченӗ мар. Ăна эсир лайăхрах пӗлмелле, – терӗм хирӗç. 

– Тен, эсир хир çулӗ çинчен калатăр йăнăшпа? – терӗ хайхискер, те чăнласах пӗлмест. Уншăн явап тытаймастăп. 

– Автоçулсемпе кӗперсен строительствин, реконструкцийӗн, тӗпрен юсавӗн уйрăмне шăнкăравлăр, тен, вӗсем патне запрос çитнӗ, – тесе Аксу районӗн кураторӗ çыхăнăва татрӗ. 

Вăт сана ме, куратор пулсан ун çӗрле тăратса лартсан та районти çулсене ятран шутласа тухмалла пек те... 

Сайтра уйрăмăн телефон номерне тупса каллех шăнкăравларăм. Телее, телефона тӳрех тытрӗç. Хăш-пӗр уйрăма шăнкăравласа илме те çук. 

– Эп кабинетра ларап, çулсем ăçтине, мӗнле лару-тăрура пулнине курмастăп. Халӗ çитес çула тӗпрен юсав программине йышăнасси пырать. Вăл çула унта кӗртнӗ пулсан çул строительствипе тӗпрен юсасси тепӗр çул пулмаллах ӗнтӗ. Хальлӗхе татса ним те калаймастăп. Ял çыннисем ыйтнипе район çырупа тухтăр. Эпир ăна пăхса тухатпăр, – терӗ автоçулсемпе кӗперсен строительствин, реконструкцийӗн, тӗпрен юсавӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Ирина Морозовская. 

– Районтисем ходатайство ярса панă терӗç. 

– Тен, янă та пулӗ, халь тӳрех астуса илейместӗп. Шырама вăхăт кирлӗ. Республикăра 43 район çапах та. Пурне те асра тытма çук. Халь çиччас ним те калаймап, – пулчӗ хурав. 

Те хамăр кирлӗ çынна тупаймарăмăр, анчах ведомствăн 5 уйрăмне  (вӗсем пурте çул-йӗр строительствипе, тӗпрен юсавӗпе тата эксплуатацийӗпе çыхăннисем) шăнкăравласа та вӗçне-хӗрне тупаймарăмăр. Тен, районтан çыру çитмен? Çакăн йышши иккӗленӳллӗ шухăшсем те çуралаççӗ пуçра. 

Тен, ишӗлсе пӗтнӗ çула ӳкерсе илсе «Народный контроль» патшалăхăн информаци системине ярса памалла? Капла проблемăна хăвăртрах ӗçе илӗç, тен? 

Çапла çул çуккиех хăй енчен тӗрлӗ социаллă проблемăсем çуратать. Ачана ача садне, шкула леçме çул çук пулсан камăн ялта пурăнма юлас килӗ? Паллах, çамрăксем тараççӗ. 

Анчах ку ыйтăва эпир хупмастпăр, вӗçне-хӗрне тухатпăрах. 

P.S. Ку материала пичете паричченех Аксу районӗнчи вулаканăмăрсенчен ырă хыпар çитрӗ: Беловкăпа Кивӗ Тимушкел хушшинчи çул çинчи лупашкасене тикӗслеме юнкун трактор килнӗ-мӗн. Эппин, çул-йӗр тăвассипе, юсассипе тата пăхса тăрассипе ӗçлекен ведомствăн уйрăмӗсене хаçатран шăнкăравлани харама каймарӗ. Çывăх вăхăтра Беловкăпа Кивӗ Тимушкел хушшинче паха çул туса парасса шансах тăратпăр. 

Сăнӳкерчӗке Аксу районӗнче пурăнакансем ярса панă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дороги