Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беспилотник атакăласан мӗн тумалла?

Апрелӗн 2-мӗшӗнче, Елабуга тата Анат Камăна атакăланă хыççăн ТР МЧСӗ кун пек лару-тăрура çынсен мӗн тумаллине аса илтерчӗ.

Асра тыт:
— Беспилотник (хуть мӗнли) вӗçнине асăрхасан тӳрех 112 телефонпа шăнкăравласа пӗлтермелле. Оператора хушамат, ят, атте ятне калама манмалла мар.

— Çуртра-тăк, пусмапа аялти хута (подвала е парковкăна) анмалла. Кун пек чух лифтпа усă курма юрамасть. Хваттерте тӗп стенасен хушшинчи чӳречесӗр пӳлӗмӗн (ваннăя) урайне лармалла, чӳречесем патне пымалла мар.

— Çӗр, çурт е ытти çӗрте беспилотника е унăн пайне асăрхасан перӗнме юрамасть. Çав вырăнтан васкаса пăрăнмалла.

— Урамра пулсан, çумри çуртра, çӗр айӗнчен каçмалли вырăнта е парковкăра пытанмалла.

— Транспортра-тăк, хăвăрт тухса хӳтӗ вырăна чупмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество